Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑмасен (тĕпĕ: хӑма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав хӑмасен тураткуҫҫи темӗн чухлехчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Урисемпе шуҫа-шуҫа (кӗлесӗр пушмак тӗпӗсем паян самай «ҫӗре таптанипе» ҫапла якалнӑ-ши?) пылчӑклӑ хӑйӑр, вӗтӗ чулсене кӑчӑр-кӑчӑр кӑчӑртаттарса вунӑ-вун пилӗк утӑм пек ҫыран хӗррипе тӑвалла, кимӗ станцийӗ патнелле хӑпарсан, вӗсен куҫӗ тӗлне будка евӗрлӗ лӑпсӑр-лапсӑр ҫуртпа юнашар ӗретсӗр пӑрахкаланӑ кивӗ, ҫӗрӗк хӑмасен купи лекрӗ (вӗсене такам вутӑ вырӑнне ҫунтарма пухнӑ пулас).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫаврӑнтӑм та… тӑнла, Роб, шкипер каюти айӗнче, грот-трюмран уйӑракан хӑмасен хушшинчен, пысӑках мар хушӑкран, манӑн пит ҫинелле кантӑк пек ҫӳхе ҫутӑ ярӑмӗ тӳп-тӳрӗ ӳкет.

Я обернулся, — узкая, как стекло, полоса света падала мне в лицо из небольшой щели меж досками, отделяющими подшкиперскую от грот-трюма.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Унӑн хупӑнассине хирӗҫлекен куҫӗсем маччаналла тӗмсӗлнӗ — унта, хӑмасен сӑмалаланӑ хушшисенче, кӗтмен ҫӗртен килсе ҫакланнӑ ҫак вилӗм сӑлтавӗ пытаннӑ тейӗн.

Упорно не закрывавшиеся глаза его были обращены к потолку, словно там, в просмоленных пазах, скрывалось объяснение столь неожиданной смерти.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ун айӗнче хӑмасем, хӑмасен айӗнче — тарӑн шӑтӑк.

Под ним оказались доски, а под досками — глубокая яма.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Эпӗ-ха, кум… каҫхи апат… — пӑшӑлтатрӗ Чеканюк, тутине йӗпенсе шӑршӑннӑ хӑмасен хушшинчи ҫурӑк ҫумне лектерсе.

— Кум, это я… вечеряти… — зашептал Чеканюк, прижимаясь губами к щели между шершавых, набрякших влагой досок.

9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Дон Лопес кӗнекене хупса хунӑ чухне ирхи ҫутӑ хӑмасен хушӑкӗсем витер хӗсӗнсе кӗнӗ те ӗнтӗ.

Утренний свет уже проник в щели между досками, когда дон Лопес отложил книгу.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Сӑмахсем тата утнӑ сасӑ сӑртсем хушшинчи пек хытӑ янӑраҫҫӗ, ҫӗнӗ пӗренесемпе хӑмасен вӑрман шӑрши металл шӑршипе хутшӑнать, ҫӳлӗксен ылтӑн тӗслӗ ҫийӗнче машинӑсен деталӗсем хурҫӑпа никель пек йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Слова и шаги раздавались гулко, как в горах, лесной запах свежей древесины смешивался с запахом металла, на золотистой поверхности стеллажей детали машин мерцали сталью и никелем.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӗсем шарламаҫҫӗ, унта-кунта хуп-хура курӑнакан пӑрӑссен е хӑмасен куписем пекех хускалмасӑр тӑраҫҫӗ.

Они стояли молча, такие же неподвижные, как штабели напиленных брусков и клетки теса, там и тут темневшие на снегу.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Тӳп-тӳрӗ аллейӑсем тӑрӑх ӗҫсӗр сулланса ҫӳресе, вӑл ҫакӑн ҫинчен шухӑшланӑ: аван пулӗччӗ, юлашкинчен, ҫак вӑрҫа часрах пӗтерсе лартса тӑван хулана таврӑнма, унта каллех хӑвӑн ӗҫне тума — ҫӗнӗ ҫуртсем лартма, саваласа якатнӑ хӑмасен тутлӑ шӑршине сывласа ҫӑтма, тата пусмасем тӑрӑх хӑпарса, пысӑк сухаллӑ ӑстасемпе лӳчӗркеннӗ кӑвак хут ҫине ӳкернӗ ӑнланма йывӑр чертежсене сӳтсе явма, — мӗн пек аван пулнӑ пулӗччӗ!

Слоняясь по прямым аллейкам, он думал о том, что хорошо бы покончить наконец с этой войной, поехать в свой родной город и там снова делать свое дело: строить новые дома, вдыхать сладкий запах строганых досок и, взбираясь по лесам, обсуждать с бородатыми мастеровыми замысловатые чертежи на помятой синьке.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Тата малалла типсе выртакан хӑмасен склачӗсем пуҫланнӑ.

Затем — лесные склады с сохнущим тесом.

XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех