Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑмасем (тĕпĕ: хӑма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шурӑмпуҫпа Юсуп пуртӑпа пӑчкӑ, хӑмасем илнӗ те пӳрт ҫумӗнчи уҫланка тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫӗпритун кӗрӗкне тӑхӑнчӗ те ҫенӗк кӗтессине тухса пытанчӗ, хӑмасем хыҫӗнчен вӑрттӑн сӑнаса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пристаньсенче те пӗренесем, хӑмасем тиеҫҫӗ.

Бревна и доски грузят на пристанях.

Архангельск порчӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пур ҫӗрте те йывӑҫ — Двина хӗррисене хӑмасем, пӗренесем купаласа тултарнӑ; иртсе каякан ютҫӗршыв парохочӗсем ҫинче те хӑма таврашӗ темӗн ҫӳллӗш купаланса выртать.

Лес всюду— доски и бревна загромождают берега Двины; лес лежит высокими постройками на проходящих иностранных судах.

Архангельск порчӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Мрамор хӑмасем ҫине ҫырса хунисен ячӗсене вуласа пӑх.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Картишӗнче чулсем ҫине, хӑмасем ҫине пускаласа ҫеҫ утатӑн.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шап-шурӑ, таса хӑмасем.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мартин ман патран хӑмасем илсе кайнӑшӑн именме те кирлӗ мар тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Хӑмасем ӑҫтине пӗлсен, Мартина ҫиллӗм килчӗ те, чӑтаймарӑм — ун хваттерне кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Анчах ҫав кунсенче таҫта командировкӑпа каймалла пулчӗ те — таврӑнсан пӑхатӑп: темле «ураланнӑ» ман хӑмасем — тухса тарнӑ ҫенӗкрен, хӑлаҫ тӑршшӗ ик-виҫ хӑма ҫеҫ выртса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Чӑлан тума учреждени пире хула типографийӗнчен ҫӳхе хӑмасем туянса панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Нумай пулмасть унта та ҫумӑр шывӗ кӳлленсе тӑнӑ ахӑр: строительсем хӑйсен урисем айне урлӑ-пирлӗ хӑмасем пӑрахнӑ, вӑхӑтлӑх кӗпер пеккисем тунӑ; хӑмасем тавра, «кӗперсем» айӗнче ула-чӑла ҫӗр кӗсел пек елперсе-ҫуталса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫав чӗнтӗр айӗнчен ҫӳлелле, икӗ еннелле, ҫутӑ сарӑ тӗслӗ ансӑр хӑмасем хӗвел пайӑркисем пек хӑпараҫҫӗ те ҫивитти хӗррине тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫеҫкесен, пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ ункӑсемпе тӳр кӗтессен ҫурма кӑшӑлӗ айӗнче ҫухалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Йӗри-тавра хулӑн хӑмасенчен тунӑ тенкелсем, варрине сӗтел майлӑ тӑваткалласа яка хӑмасем ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӗлле катка-пичке валли хӑмасем тӑваттӑм, вӑрман каснӑ ҫӗре хутшӑнаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Аякӗсене кӗҫҫепе хӗстерсе хӑмасем ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ваҫук, хӑмасем тӑратса, ун валли хӳтлӗх тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Лупасайӗнче эпӗ палламан икӗ ҫын хулӑн хӑмасем савалама тытӑнчӗҫ: атте валли тупӑк тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл кашни ачана пӗрер хӑма, грифель, линейка пачӗ, вара стена ҫумӗнчи пысӑк хура хӑма ҫине, вӑрӑм линейка тытса, пурӑпа тӑватӑ йӗр турӗ, пире хамӑр хӑмасем ҫине те ҫавнашкал йӗрсем тума хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӑлтӑр урайне те атте ҫавна шута илсе хитре хӑмасем сарнӑ пулнӑ.

Отец в свое время как знал — настелил в сенях хорошие доски.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех