Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑмапа (тĕпĕ: хӑма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку пӗчӗк пӳртре ҫын пурӑнмасть пулас — чӳречисене хӑмапа ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫын ҫӑварне, пушӑ кил-ҫурт чӳречисене хӑмапа ҫапнӑ пек хуплаймӑн.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Чӳречисене хӑмапа ҫапнӑ темиҫе пӳртпе куҫарса каяйман лавкка ҫурчӗ пур та, тата вӑрман хӗрринче, тарасаллӑ ҫӑл умӗнче, Стасик Павловӑн хуҫалӑхӗ сарӑлса ларать.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тепӗр самантран ҫурмаран хуҫӑлнӑ хӑмапа пӗрле тарӑн юр ӑшне месерле кӗрсе ӳкрӗ Кирилл.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ӑнсӑртран курах кайрӑм: чӳречине хӑмапа ҫапса хупланӑ дачӑран Анатолий Семенович тухать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пациент сӑмахӗсем ун хӑлхинче кӗркунне вилсе ҫуркунне чӗрӗлнӗ шӑна сасси пекех хытӑрах та хытӑрах нӑрлатма-сӗрлеме пуҫларӗҫ те, мухмӑра пӗр хӑмапа утмалӑх сӗвӗртсе, ҫурма тӑрӑ, ҫурма лачӑркка куҫӗ умне асра-тӗсре пулман сехре хӑпписем, хӑрушӑ ӳкерчӗксем ӗретле-ӗретле тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Малтанах савӑнӑҫлӑ кӗрлеве — ташша-юрра, шӳте-кула — хӑштик-хаштик, хӑшӑл-хашӑл сывлакаласа, Ула Тимӗрпе Полина та хутшӑнкаланҫи тукаларӗҫ-ха, уяв вӗҫленсе пынӑ май вара вӗсем, пӗр хӑмапа утайми пуличченех ӳсӗркакӑрри ҫитсен, иккӗшӗ те лӗмпӗрех пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем коридор вӗҫӗнче хӑмапа пӳлсе тунӑ тӑвӑр пӳлӗме кӗрсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кунта, хӑмапа пӗрене пуҫӗ хушшинче, пӗчӗк шӑтӑк пур.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫук, Шигалейпе мӑрсасем чаплӑ ҫурт умӗнче чарӑнса тӑмарӗҫ, ун чӳречисене хӗреслесе хӑмапа ҫапнине курчӗҫ те лашисене малалла уттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑмапа ҫапнӑ кантӑксене уҫрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Пӳрт кантӑкӗсене хӑмапа ҫапса лартрӑм, алӑксене питӗртӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Чӳречене хӑмапа ҫапса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӳрт алӑкне, урлӑ сӑлӑп хурса, пӑрӑмлӑ ҫӑрапа питӗрнӗ, чӳречине хулӑн хӑмапа хытӑ ҫапса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кирпӗч куписем хыҫӗнче хӑмапа ҫапса тунӑ хӳтлӗх пур.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑмапа кӗсле кӳлепи турӗ те лаша хӗлӗхне пӗтӗрсе карса тухрӗ, пӗрмай тӗнкӗлтеттеретчӗ вара.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Платниксем пурана витмелли хӑмапа вӗрлӗксене хатӗрлерӗҫ, станци валли кирлӗ ытти пӗренесене чутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ферма ҫурчӗсене Кабир улӑм вырӑнне хӑмапа виттернӗ, вӗсем халь урамран тем вӑрӑмӑш вӗрҫӗнӗ пӳртсем пек курӑнаҫҫӗ; хапхапа юнашарах ҫуна-урапа лартма тепӗр пысӑк мар сарай тунӑ; тырӑ кӗлечӗ унчченхиех, — ӑна тахҫанах сӳтсе юсама вӑхӑт ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тукай картишӗ анкарти пек пысӑк; унта темиҫе кӗлет, темиҫе вите, мунча, тарҫӑсем пурӑнмалли ҫуртсем, хӑмапа витсе тунӑ лупас, нӳхрепсем.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах алӑкне хӑмапа ҫапсах питӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех