Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑман (тĕпĕ: хӑма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр хӑман турат куҫӗ тухса ӳкнӗ те куҫлӑх пек шӑтӑк пулса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Энтрей хапха патне пырса хӑман пӗр вӗҫне шыва чикрӗ, ӑна хапха юпин карчӗ хушшине хӗстерсе майлаштарчӗ, унтан тепӗр вӗҫне те ҫаплах вырнаҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малтан ӗнерхи пек линейкӑпа йӗр тумалла, вара хӑман пӗр айккине ҫекӗл ҫырса тултармалла.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӗрӗ ҫыхаканӗ хӑмине чӗрҫи ҫине лартать, хӑман тепӗр вӗҫӗ сӗтел хӗррине тӗренет.

Доску мастерица ставит себе на колени, другой ее конец упирается о край стола.

Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ҫыхса хунӑ кӗрӗ ҫипписене кӑларса илме меллӗ пултӑр тесе хӑман пӗр кӗтессине картнӑ.

Один из углов доски (нижний правый) с выемкой, так легче снимать готовую половину ремизки.

Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ҫав хӑман пӗр вӗҫне вӑл барьер ҫине хурса, тепӗр вӗҫне ҫӗр ҫинчен ҫӳллех мар тытса тӑчӗ.

Один конец положил на барьер, а другой поднял невысоко над землёй.

Чушка-финтифлюшка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Вӑл, кукленсе, чуччуне хыттӑн ыткӑнтарса ярать — Оля хӑман тепӗр вӗҫӗнче ҫӳле-е ҫӗкленет, хӑраса та хавасланса ҫухӑрашать, пуҫне хыҫалалла ҫавӑрать: унӑн та Атӑла курасси килет.

Он приседает, сильно толкает доску — Оля на другом конце взлетает вверх, визжит от страха и восторга, поворачивает голову назад: ей тоже хочется увидеть Волгу.

Кивӗ венец урамӗнче // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Ку хӑман аял енне, тулӑ пӗрчисене пучахсенчен ҫапса кӑларма, шӗвӗр вут чулӗсем ҫапса лартнине Петя лайӑх пӗлет.

Петя знал, что в нижнюю поверхность этой доски врезано множество острых янтарных кремней, особенно чисто выбивающих из колоса зерно.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех