Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑлхана (тĕпĕ: хӑлха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Матан утрав Испани патшине пӑхӑнма килӗшмен, анчах та хӑйсен кӑмӑлне палӑртас тӗллевпе хырҫӑ сӗннӗ пулнӑ, хирӗҫӗве дипломатиллӗ майпа татса памалла текен сӗнӳсене хӑлхана чикмен хыҫҫӑн Магеллан утрав ҫинче пурӑнакансене хирӗҫ ҫапӑҫма кайнӑ, отряда хӑй ертсе пынӑ, ҫапла май 1521 ҫулхи акан 27-мӗшӗнче унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ та.

Остров Матан отказался подчинятся испанской короне, но предлагал щедрую дань, вопреки советам о дипломатическом разрешении конфликта атаку на островитян возглавил лично Магеллан, где он и погиб 27 апреля 1521 года.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Канаш паракансем, тӗслӗхрен, хуть те мӗн калаччӑр, ман шалта вӑл шухӑш ҫук пулсан, сӑмаххисем хӑлхана кӗмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн йӗри-тавра информаци пайтах…» // Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/1728

Хура Ҫимун вӗсен сӑмахне хӑлхана чикмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унта-кунта чалӑшшӑн чӳрече ҫутисем ӳккелеҫҫӗ, хӑшпӗр тӗлте ҫамрӑксем калаҫкалани хӑлхана кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑмака ҫинчен анса Урайне пусманччӗ — Тем шуйттанӗ нӑрлатса Кӗрлесе хусканчӗ, — такӑнмасӑр, хут ҫине пӑхмасӑр калать те калать хӑй сӑввине Шамккай: Ӗненместӗп хӑлхана: — Нӑрӑ пулӗ, — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑлхана ҫапла илтӗнет-шим?

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ача каҫса каяс пек макӑрать, эсир хӑлхана та чикместӗр.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь ӳсӗрскерсем, юн шӑршине сиснӗ тискер кайӑксем пек, Макҫӑм сӑмахне хӑлхана та чикмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чул сарнӑ ҫул тӑрӑх тимӗр шиналлӑ кустӑрмасем хӑлхана хуплас пек кӗмсӗртетсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑлхана ӑнсӑртран пыра-пыра кӗрекен сӑмахсенчен Ҫтаппан кутамккаллӑ чӑватсем анатран караван килессе кӗтнине, унта баржа е пӑрахут ҫине ӗҫе кӗме ӗмӗтленнине пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ кутӑнлантӑм, ҫапах вӗсем ман сӑмахсене хӑлхана чикмерӗҫ: «Каятӑнах, хӗреснашшӗ пулатӑн», — терӗҫ те, атте сӑмахӗнчен иртеймерӗм вара.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Малтан вӗсен калаҫӑвне ытлашши тимлесех пымарӑм, каярах хӑлхана тӑратрӑм.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Ӗне-лаша сутакан-илекенсем патне ҫывӑха пыма та май ҫук — ӗрлешнӗ сасӑ хӑлхана хуплать.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Шофер хӑвӑртлӑха улӑштарнӑ чухне, лӑк тулли салонта ҫынсем хытӑ шавлаҫҫӗ пулсан та, шӑтӑр-шатӑр сасӑ хӑлхана хуплатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

— Манӑн хӑлхана та кӗҫех тӑм илет, саланар, — пӗлтерчӗ шухӑшне Туля.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Хӑлхана тӑпӑлтарса кӑларатӑн! — кӑшкӑрать менелник ҫынни.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Гаврилова хӑть кала, хӑть ан кала, хӑлхана та чикмест, сысна тейӗн, итлемест, — терӗ Наташа.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Мӗн калани пӗртте хӑлхана кӗмест.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Лешӗ вара ун сӑмахне хӑлхана та чикмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Депутат сӑмахне хӑлхана чикекенччӗ…

Куҫарса пулӑш

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех