Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑлхамсем (тĕпĕ: хӑлха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Манӑн куҫӑмсемпе хӑлхамсем ӑслӑх-тӑнлӑхшӑн уҫӑ».

«Мои глаза и уши открыты для мудрости».

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

«Тен, эпӗ мӗн те пулин юрӑхсӑр та киревсӗр имҫам ӗҫрӗм пулӗ, ҫавӑнпа манӑн хӑлхамсем янраҫҫӗ пулӗ?» — тесе шухӑшлать Джузеппе хӑйӗн ӑшӗнче…

«Может быть, я выпил чего-нибудь неподходящего и у меня звенит в ушах?» — размышлял про себя Джузеппе…

Джузеппе столяр аллине этем сассипе ҫухӑракан вут сыппи лекнӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Манӑн куҫӑмсем курми, хӑлхамсем илтми пулчӗҫ.

Глаза мои ослеплены, уши — оглушены.

XXXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Анчах ҫапах та манӑн куҫӑмсем те, хӑлхамсем те тӗрӗс-тӗкелех.

Но нет! зрение и слух не могли обманывать меня!

XXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Эпӗ каллех тарантасран тухса итлерӗм; эпӗ кӳме айӗнче ларса пыма пултарнӑ пулӑттӑм, анчах халӗ, инҫетрен пулин те, ман хӑлхамсем патне урапа кусатӑранӗсен сасси, ҫынсем шӑхӑрни, шӑнкӑравсен сасси пырса ҫитрӗ, лаша урисен сасси те илтӗнсе кайрӗ; юрланипе кулни те илтӗннӗ пек туйӑнчӗ мана.

Я опять высунулся из тарантаса; но я бы мог остаться под навесом балчука, до того теперь явственно, хотя еще издалека, доносился до слуха моего стук тележных колес, людской посвист, бряцанье бубенчиков и даже топот конских ног; даже пенье и смех почудились мне.

Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.

Эпӗ, чӑтаймасӑр, кӑшкӑртӑм пулас, хӑлхамсем ҫинче наушниксем пуррипе эпӗ хамӑн сасса илтме пултарайман, анчах ыйӑхласа пыракан хӗр шарт! сиксе вӑраннӑран, артиллерист ман ҫине чарр! пӑхса илнӗрен тата железнодорожник пӑхӑр куҫлӑхне сасартӑк ярса тытнӑран хам мӗнле сас тунине эпӗ хам чухларӑм.

Кажется, я не выдержала и закричала, уши мои были зажаты чашечками наушников, я не слышала своего крика, я видела только, как встрепенулась сонная девушка, как удивленно взглянул на меня артиллерист и железнодорожник схватился обеими руками за очки.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех