Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйсемпе (тĕпĕ: хӑйсем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пиҫиххирен ҫакмалли япаласене (ут пуҫлӗ тата кайӑклӑ турасене, шӗлтӗртетекен ярапасене т. ыт. те) пӑлхарсем хӑйсемпе юнашар пурӑннӑ финсенчен илнӗ, кайран ҫав япаласене кӳршисенчен те ӑстарах тума пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Астронавтсем 30 кг ытла уйӑх тӑприне пуҫтарнӑ, ҫавӑн пекех «Сервейер-3» аппаратӑн темиҫе пайне кӑларса илсе хӑйсемпе пӗрле илнӗ

Астронавты собрали свыше 30 кг лунных пород, а также сняли несколько деталей с аппарата «Сервейер-3»

Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ҫынсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A3%D0%B9%D ... 0%BA%D3%97

Тупӑшӑва хутшӑннӑ пикесен малтанах хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, унтан вӗсен Чӑваш ен историне, культурине, йӑли-йӗркине пӗлнине кӑтартма тивнӗ тата пултарулӑх конкурсӗ витӗр тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Трак ен пики-2024» конкурс иртнӗ // Виталий Михайлов-Чунтупай. https://chuvash.org/news/37528.html

Хӑйсен халӑх умӗнчи ӗҫне ырӑ сӑмахпа асӑнса тӗрӗс хакланӑшӑн писательсем тӑван партие, хӑйсемпе яланах ҫывӑх тӑван пек калаҫакан Н. С. Хрущева чунтан-чӗререн тав тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ачасем пурте сана хӑйсемпе пӗрле практикӑна илсе каясшӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Суйка Тинӑна та хӑйсемпе шкула чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӑрӑм Палюка, ыйхӑран вӑратса, чухӑнсем хӑйсемпе пӗрле илсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗветӗрпе Шамккай Петӗрӗ, хӑйсемпе пӗрле Варукпа Розӑна ертсе, лаша витисене, бригада ҫурчӗсене тӗрӗслеме шут тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсен усал чӗлхисенчен хӑтӑлма пӗр май ҫеҫ: хӑйсемпе ҫивӗччӗн калаҫмалла.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем кӑнтӑрлахи апатра кӑна хӑйсемпе юнашар Ахмет ларнине аса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑшӑ кӑмӑллӑ, хӑйсемпе вашават ҫынна вӗсем тем те туса пама хатӗр.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Васелиса Петровна хӑйсемпе пӗрле пурӑнма уҫӑ кӑмӑллӑ та вашават, сӑнӗпе те пӗвӗпе темле каччӑн чунне те ҫунтарма пултаракан, пурнӑҫ ӑнлавӗ те пысӑк хӗр килнӗшӗн хӗпӗртерӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Аслӑраххисем, хӑйсене танлӑрах тытнинчен сисӗнет, кӗҫӗнреххисене институтра, академире мӗнлерех пулмаллине ӑнлантараҫҫӗ, хӑйсемпе пулса иртнӗ пӑтӑрмахсене те кулӑшла пулӑмсене каласа параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вӑл хӑйсемпе пӗрле вӗреннисенчен ташӑ-юрра маҫтӑр ҫамрӑксене аса илчӗ, общежитие те ҫитме пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Вӗсем пире хӑйсемпе ӑмӑртса ӗҫлеме чӗнеҫҫӗ-ыйтаҫҫӗ», — пӗлтерчӗ пухӑва ертсе пыраканӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Арапсем хӑйсемпе пӗрле ислам тӗнне илсе килнӗ.

Арабы принесли с собой ислам.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Салтака каякансем Ҫилевӗр тавра виҫӗ хутчен ҫаврӑннӑ, хӑйсемпе пӗрле унӑн йӗкелӗсене чиксе кайнӑ, упранӑ, вӗсем каялла сывӑ таврӑнма пулӑшасса шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӑшӑрсем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, килӗшӳллӗ пурнӑҫӑн вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьесем фестивале пухӑнчӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Ачасем хӑйсемпе пулса иртнӗ пӑтӑрмахсене каласа параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унтан хӑйсемпе мӗн пулса иртнине васкаса каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех