Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйранине (тĕпĕ: хӑйра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗтмен ҫӗртенех Васса хӑй Павӑлпа пуртӑ хӑйранине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эс, Хмельной, ҫак гражданин Трофим ятлӑ гражданина шӑл хӑйранине, вӑл пуҫиле шухӑшлине пӗлнӗ, анчах ӑна сирсе ярас тесе нимӗн те туман.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ревлен Петрович барабана ҫавӑрса каскӑча мӗнле хӑйранине тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ильсеяр, ҫывӑхарах пырса, старик мӗн хӑйранине курсан, хыпса ӳкрӗ, нимӗн калама аптрарӗ.

Когда Ильсеяр, подойдя поближе, увидела, что точил старик, ее даже оторопь взяла.

VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Ирхине вӑл ҫинҫе пӑта вӗҫӗсене тараса пуканӗ ҫинче лапчӑтнине, унтан вӗсене хӑйранине аса илтӗм.

Я вспомнил, как он утром сначала расплющивал на гире тонкие гвозди, а затем обтачивал напильником.

Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Темӗн чӑмланӑ пек, ҫӑварӗсене вылянтарса, темӗнле сасӑ кӑларнӑранах эпӗ сыснасем хӑйсен асавӗсене хӑйранине туйса илтӗм.

По тому, как двигали они челюстями, и по тому звуку, который долетал до меня, я понял, что они подтачивали клыки.

Хӗлле хир сыснисене тытма кайни // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 88–91 с.

Сан ӑшунта халь хӗрарӑм тарӑхӗ вӗчӗлтетет, ман чуна мӗн хӑйранине, мӗскер ман юна ӗмнине ӑнкарма пултараймастӑн эсӗ.

В тебе одна бабья лютость зараз горит, а до того ты не додумаешься, что мне сердце точит, кровя пьет.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Эпӗ хатӗр!» терӗ пан Данило, вӑр-вар кӑна хӗҫӗпе сывлӑшра хӗрес хурса, хӑйӗн хӗҫне мӗн тума хӑйранине пӗлнӗ пекех.

— Я готов, — сказал пан Данило, бойко перекрестивши воздух саблею, как будто знал, на что ее выточил.

III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех