Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйнӑ (тĕпĕ: хӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман ҫемьене, хуҫалӑха пырса тӗкӗнме ан хӑйнӑ пултӑр.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ ҫакна ҫеҫ каласшӑн: мана мӑшӑкӑллани, ман кил-ҫурта ҫаратни сахал пулнӑ сана, эсӗ ман тӳрӗ те таса кинӗме намӑса кӗртме хӑйнӑ!

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тупмасан, мана элеклеме хӑйнӑ сӗмсӗрккесемпе танах сире те уретник умӗнче сӑмах тытма тивӗ! —

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кам ӑна хирӗҫ калама хӑйнӑ, вӗсене вӑл пурне те сутӑнчӑк теме пултарнӑ ҫав.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн Оля майлӑ пулма хӑйнӑ, Завьялов чӗринче шанчӑк ҫуратнӑ, унтан ӑна ҫав тери хаяррӑн улталанӑ ҫак ют хӗрарӑм ҫине пӑхас килмест.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Пӗр-ик-виҫ кахалшӑн халӑха ҫапла калама ан хӑйнӑ пултӑр!

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Епле хӑйнӑ вӗсем!

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Епле хӑйнӑ вӗсем? — кӑшкӑрса ячӗ Укаслу.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак офицершӑн хӑй чӑнласах та этем мар, хуҫине хирӗҫ тӑма хӑйнӑ чура ҫеҫ иккенне Асмантей асне илме те пултарайман…

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл пӗрре Асмантей, тепре вырӑс ҫине пӑха-пӑха илчӗ, юлашкинчен, хӑйне «пӳтсӗр ҫын» теме хӑйнӑ хресчен енне аллипе сулчӗ:

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кам хӑйнӑ ӑна ҫакма?!

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тарӑхнине пулах-и, тен, чееленсе тӑмарӗ, хӑйне тапӑнма хӑйнӑ йытта тытма хӑтланса, шӑтӑкран пӗррех миххе тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

— Ман приказа пӑсма мӗнле путсӗр хӑйнӑ вара? — тарӑхнӑ пек хыттӑн кӑшкӑрчӗ Пую.

— Какой это негодяй осмеливается нарушать мой приказ? — закричал Пую.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл сирӗн аҫу ҫине тапӑнма хӑйнӑ пулсан, унта ӗҫ тата урӑхларах.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрарӑмсем Миххана хур кӳме хӑйнӑ паттӑр ятне пӗлесшӗн ҫунса ҫӳрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Таса хӗре ҫав тери хур кӳме хӑйнӑ пулсан, унашкал тӑшман пурах пирӗншӗн.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юратни ҫинчен уҫҫӑн калаҫма тата чуптума хӑйнӑ хыҫҫӑн юратӑвӑн вӗҫӗ те ҫавӑнтах пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла, ҫирӗм ҫул ытла ӗнтӗ вӑл вӑрӑ ӗҫӗпе пурӑнать, анчах ҫак хушӑра ун патне пӗр-пӗччен, куҫа-куҫӑн кӗме хӑйнӑ ҫын пулманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав каҫах урамсенче унта та кунта тулли сапа е чӗрес йӑтнӑ хӗрсем курӑнса кайрӗҫ — вӗсем чаплӑ уяв вӑхӑтӗнче ӗҫ тытма хӑйнӑ е ваттисем асӑрхаттарнине пӑхмасӑр пӗветнӗ кӗпе-йӗм тӑхӑннӑ тантӑшӗсене шывпа сапма сыхласа ҫӳрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай сӑмах чӗнме хӑйнӑ хӗрарӑм еннелле ҫиллессӗн пӑхса илчӗ те саламатне айккинелле ывӑтса хапха патнелле утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех