Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑймаҫҫӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Миҫе талӑк пурӑнатпӑр ӗнтӗ — куҫа курӑнма хӑймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кур-ха эсӗ, арӑмӗсенчен хӑраса Уккана мухтама хӑймаҫҫӗ.

Ишь, нахваливают суп, сваренный Уккой!

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсем кунта килсе ҫӳреме хӑймаҫҫӗ.

Они не смеют сюда прийти.

LXXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Иккӗшӗ те пӗр шухӑшах шухӑшлаҫҫӗ, анчах нихӑшӗ те пуҫласа калама хӑймаҫҫӗ.

Оба думали об одном и том же, но никто не решался первым высказаться.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кулӑшла такмаксем каласа та юрларӗ старик, шур илнӗ куҫӗсене выляткаласа, куракан ҫын пек, халӑх ҫинелле пӑханҫи те пулчӗ вӑл; пӳрнисем ҫине вӑл шӑмӑран тунӑ шӗвӗр пӳрнескесем лартса янӑ та, ҫав пӳрнесем вара хӗлӗхсем ҫийӗпе шӑна пек вӗл-вӗл вӗҫеҫҫӗ; хӗлӗхӗсем хӑйсем тӗллӗнех янӑраҫҫӗ тейӗн; йӗри-тавра халӑх тӑрать, — ваттисем пуҫӗсене уснӑ, ҫамрӑккисем старик ҫине пӑхнӑ та, пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатса илме те хӑймаҫҫӗ.

Пел и веселые песни старец и повоживал своими очами на народ, как будто зрящий; а пальцы, с проделанными к ним костями, летали как муха по струнам, и казалось, струны сами играли; а кругом народ, старые люди, понурив головы, а молодые, подняв очи на старца, не смели и шептать между собою.

XVI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӗсем мӗн хӑтланасса пӗлетӗп эпӗ, тӳрех вӗлересшӗн мар хӑйсем мана, хӑймаҫҫӗ, хаяр ӳкесрен те шикленеҫҫӗ.

Я разгадал их приемы, убить прямо они не желают, да и не смеют, опасаясь злого наважденья.

VII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех