Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑймастчӗ (тĕпĕ: хӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Итлетчӗҫ ӑна, хирӗҫ калама никам та хӑймастчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Каламасӑрах паллӑ, ҫаптарасси пирки хӑй мӗн шухӑшланине кукамай ӑна ӑнлантарнах, ҫавӑнпа вӑл пире ҫаптарма хӑймастчӗ; апла пулин те, вӑл час-часах, уйрӑмах мана, чӗр хулӑсемпе хӑрататчӗ тата fouetter сӑмаха (темле fouatter тенӗ пекрех) ҫав тери йӗрӗнтермелле тата мана ҫаптарасси ӑна питӗ савӑнтарас пек сасӑпа калатчӗ.

Само собою разумеется, что бабушка объяснила ему свое мнение насчёт телесного наказания, и он не смел бить нас; но, несмотря на это, он часто угрожал, в особенности мне, розгами и выговаривал слово fouetter (как-то fouatter) так отвратительно и с такой интонацией, как будто высечь меня доставило бы ему величайшее удовольствие.

XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗр кӗтӳҫ те вӗсем патне пыма хӑймастчӗ вӗт.

Ведь ни один пастух не смел подойти к ним.

ХLVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

«Мадемуазель Анне Ильиничне Ульяновой» тесе ҫырнӑ конвертсене вара пурпӗр никам та тӗкӗнме хӑймастчӗ.

Но конверты, на которых крупным, размашистым почерком написано: «Мадемуазель Анне Ильиничне Ульяновой», — неприкосновенны.

Яланлӑхах // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Хальччен апла калаҫма хӑймастчӗ Джим.

Прежде Джим никогда не посмел бы так разговаривать.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ӗлӗкрех, лайӑхах астӑватӑп-ха, вӑл унпа кун пек калаҫма хӑймастчӗ.

Но прежде, помнится, он не осмеливался так разговаривать с ней.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех