Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑех сăмах пирĕн базăра пур.
хӑех (тĕпĕ: хӑех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗлӗнмеллиех те ҫук: вӑл вӗт хӑех корректор, хӑех редактор пулнӑ тата ҫыраканӗ те хӑех пулнӑ.

Да и немудрено: он работал и за корректора, и за журналиста, и за редактора.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Хӑех пырать, хӑех вырать, хӑех авӑнне ҫапать!

Сам идет, сам жнет, сам молотит!

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Катюша вӑкӑра пахчана пӗр кӗтесе илсе кӗнӗ, карта хӗррине хӑех лупас тунӑ, ҫамрӑк чӑрӑшсемпе хупланса ларнӑ клевер пуссинчен хӑех клевер илсе килнӗ, вӑкӑрне хӑех ҫуса тасатнӑ.

Она водворила бычка в углу на огороде, сама смастерила навес у изгороди, сама ходила за клевером на заброшенное, заросшее молодым ельником клеверище, сама мыла и чистила своего питомца.

8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ачисене вӑл хӑех таканара шыва кӗртетчӗ, Хӑех вӗсене килти аптекӑпа сиплетчӗ, хӑех вӗсем валли ҫӗвӗ машинипе лифчиксем, панталонсемпе кӗпесем ҫӗлетчӗ.

Детей своих он сам купал в корытцах, сам лечил их домашней аптечкой и сам шил им на швейной машине лифчики, панталончики и рубашечки.

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хӑех вут тӗртнӗ пуль те, хӑех тӳрлетет, — текенсем те пулчӗҫ Ҫимун ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑех касать, хӑех турттарса тухать ку трактор.

Куҫарса пулӑш

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫак кӗвӗ те хӑех пулнӑ та хӑех хӗлӗхсем ҫине пырса ларнӑ-тӑр.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Турунов вӗсене, ҫыру ҫырса яракансене, бригадӑран хӳтерни хӑех тӗрӗсмарлӑх, хӑех Туруновран тем те кӗтме май пурри ҫинчен калакан тӗслӗх.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл пӗлмен ӗҫ ҫукчӗ пулмалла: катка-пичке те хӑех майлаштаратчӗ, ҫурлине те хӑех шӑллатчӗ, ҫавине те туптатчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав нӑрра типӗтсе порошок тумалла та ху суйланӑ хӗрӗн апачӗ ҫине сапса памалла — вӑл вара, темле сивӗ чунлӑ пике пулсан та, хӑех сан майлӑ ҫаврӑнать, хӑех сан ҫумна ҫыпӑҫать, имӗш.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Сутӑ та хӑех тӑвать, таварсене те Пӑваран хӑех кайса илет.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑйпе пӗрле пӗчӗк Сергее лартса, Пӑвари хуҫасем патне кайнӑ, вӗсенчен тавар туянса киле илсе килнӗ, хӑех пушатнӑ, хӑех суту тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урасӑр ҫын ҫине Микул турӑ сӑнне лартсанах, ҫын хӑех сиксе тӑчӗ те чиркӳрен кӗлӗ пӗтсен хӑех утса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ан чӗн, ан кӗт: хӑех шырать, Хӑех, кӗтмесӗрех, пырать.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Затвор патрона патроннике хӑех тӗртсе кӗртнӗ, курока та хӑех пеме хатӗрлесе лартнӑ.

Затвор сам вдвинул патрон в патронник и взвел курок.

Красноармеецсен винтовки // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Вырӑнсенче, тӗрӗссипе, пайтах ҫӗрте меньшевиксем пек шухӑшланӑ: «Хальхи пек, ҫӑмхасене пурнӑҫ хӑех, урӑхла каласан движени хӑех малалла аталанса ӳссе пынӑ май сӳтсе кӑтартать», тенӗ меньшевиксем.

На местах, впрочем, многие считали в духе меньшевиков, что «как сейчас, сама жизнь, то есть само движение, продолжает развиваться и развиваться».

XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Чӗрӗ наркӑмӑш, яд, вӑл хӑех кама та пулин пӗтересчӗ тесе ҫӳрет, хӑех шыраса тупать.

Живой яд, который сам движется, сам разыскивает, кого отравить.

II сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Юлия Александровна, унчченхи йӑлана пӑхмасӑр, хӑех тӑвар суланчипе салат савӑтне илсе килет, ывӑлне те хӑех чӗнет.

Юлия Александровна, нарушив ритуал, сама приносит супник, миску с салатом, сама зовет сына.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ан тив, вӑл хӑех ура ҫине тӑтӑр та, хӑех малалла уттӑр…

Пусть встанет на ноги и сам идёт дальше.

«Хамах тупӑнтӑм» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Анчах эпӗ ҫутҫанталӑк хӑех туса, хӑй майӗпе хӑех ишнине пӗлетӗп пулсан, тунӑ чухне вӑл хӑйӗн вӑйӗсемпех усӑ курнине пӗлсе тӑратӑп пулсан, ҫав вӑйсем пирӗншӗн ӑнланмаллах мар, ҫапах та пурпӗрех материаллӑ вӑйсем пулса тӑнине пӗлетӗп пулсан, апла вара турӑ текеннисене епле ӗненмелле-ха?

Но когда вы убеждены, что природа творит и разрушает сама по себе, и что, творя, она пользуется всеми своими силами, не всегда нам известными, но все-таки всегда силами материальными, то как можно верить в так называемых богов?..

XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех