Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑвачӗпе (тĕпĕ: хӑват) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн хӑвачӗпе чапне малашне тата ҫӳлерех ҫӗклесси — пирӗн, писательсен, хисеплӗ тивӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Малашлӑхра – энергин ҫӗнелекен ҫӑл куҫӗн хӑвачӗпе ӗҫлекен электростанци тӑвасси, электромобильсене зарядламалли станцисем уҫасси.

В перспективе – строительство электростанции на возобновляемых источниках энергии, открытие зарядных станций для электромобилей.

Олег Николаев Энергетик кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/22/chva ... ergetik-ku

Ҫӑнӑх авӑртмалли арман та, ҫӑм тапакан, кӗрпе ҫуракан машинӑсем те 20 лаша вӑйӗллӗ двигатель хӑвачӗпе ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Шартлама сивӗ хӗл ӳт-тире тумтир витӗр чӗпӗтекен, ҫырмасене витнӗ пӑра шатӑртаттарса ҫуракан хаяр хӑвачӗпе мӗнпур тавралӑха ыталаса пӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпир ку тапак — хӑвачӗпе фашистсене ҫунтарӑпӑр, пичче!

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Турра хирӗҫ тӑма вӗрентнӗ шалти туйӑм ҫав самантра чиркӳ хӑвачӗпе хирӗҫсе кайрӗҫ темелле.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Чун-чӗре хӑвачӗпе ӑшӑ та ырӑ туйӑм кӑна кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Санӑн утту вара асамлӑ хӑвачӗпе ҫӗр хӑвӑлӗнчен туртса кӑларӗччӗ; вӑл хӑйӗн ҫепӗҫ кӗвви-ҫеммипе илӗртет.

Но твоя походка позовет меня, точно музыка, и я выйду из своего убежища.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Эпир упӑшкапа интернетра станок хӑвачӗпе тӑватӑ-пилӗк йӑрӑм касса кӑларма май пуррине куртӑмӑр.

— Мы с мужем увидели в интернете, как можно вырезать с помощью станка четыре-пять полосок.

Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3475759

Ҫиллӗ чухне — ҫил хӑвачӗпе.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пурнӑҫ хӑвачӗпе пӗлтерӗшӗ ҫинчен тӗплӗн шухӑшламасӑр, ҫиелти илеме ҫеҫ курса ӳкернӗ картинӑсем ҫеҫ халь вӗсем маншӑн…

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Эппин, пирӗн выставка залӗсенчи стенасене мӗнле те пулин тултарасси ҫинчен мар, ҫынсен чунне шухӑш-туйӑм хӑвачӗпе, ытарайми илемпе тытса илекен картинӑсем ӳкересси ҫинчен шухӑшламалла.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫак ӑс-пуҫа сӗрӗмлентерекен, кӑмӑла авакан хӗрхӳ кӗвӗҫӳпе касӑлса, хӑрушӑ чиртен хӑтӑлса пӑртак йӑл илнӗ, анчах самаях ҫӳхелнӗ Ула Тимӗр ҫу уйӑхӗн пӗтмӗшӗнче, пӗр ирхине, тухтӑрсен йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн пуҫтарӑнкаласа, Республика сыватмӑшӗнчен Шупашкарӑн пӗр урамне тухса тӑчӗ, анчах киле сехет тӑрӑх ҫӳресе таврӑнма васкамарӗ — чи малтанах Атӑла курас, аслӑ юханшывӑн асамлӑ илемӗпе, хӑвачӗпе киленес кӑмӑл вӗлтӗртетрӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юрату хӑвачӗпе хӗмленсе тӑракан чӗре Ирӑна вӗренӳре пачах та чӑрмантармарӗ, малалла тата та ытларах, лайӑхрах вӗренме хистерӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫын юрӑ хӑвачӗпе ҫунатланса кайрӗ, хӑйӗн йывӑр пурнӑҫне те ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫи-пуҫне те, ватлӑхӗ ҫитнине те манчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эрех хӑвачӗпе анкӑ-минкӗленнӗ Плаки вара юратнӑ хӗрне ҫухатнӑ каччӑран елпӗрсе куласшӑн пулчӗ:

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ ҫиелтен ҫеҫ вулакалатӑп, витӗр вӗрекен ҫил хӑвачӗпе йӑтӑнса килнӗ пӑлханӑва туятӑп.

Я читал невнимательно, испытывая смуту, нахлынувшую с силой сквозного ветра.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Чӑваш АССР гражданинӗ Совет государствин интересӗсене хӳтӗлеме, унӑн хӑвачӗпе авторитетне ҫирӗплетмешкӗн пулӑшма тивӗҫ.

Гражданин Чувашской АССР обязан оберегать интересы Советского государства, способствовать укреплению его могущества и авторитета.

Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.

Ҫапла вара, рационалистсем, эмпириксем, натуралистсем Калиострӑна, хӑйӗн хӑвачӗпе вилӗмсӗрскере, никам тӗкӗнме пултарайманскере, вилесле ӑмсаннӑ та кӗвӗҫнӗ.

Итак, рационалисты, эмпирики и натуралисты смертельно завидовали Калиостро, бессмертному и неуязвимому в своей мощи.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.

— Ҫапла, эпӗ кайрӑм, — Давенант ӳпкин пӗтӗм хӑвачӗпе сывласа кӑларчӗ, ҫапла майпа сивлек ҫак кӗтменлӗх пусӑмне сапаласа ярас терӗ.

— Да, я пойду, — Давенант вздохнул всей силой легких, чтобы рассеять тяжесть этой мрачной неожиданности.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех