Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халӑх харсӑрлӑхӗ пур, Ҫавӑ пулчӗ хӑвату.
«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
— Сӑлтавӗ питӗ нумай, — хытарса каларӗ Кораблев, — санӑн вӗт хӑвна ху ҫирӗп тытас хӑвату ҫитмест.— По многим причинам, — твердо сказал Кораблев, — Прежде всего, потому, что у тебя слабая воля.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сана пӗр хутчен юратса тӑнӑ хӗрарӑм ытти арҫынсем ҫине йӗрӗнмесӗр пӑхаймасть, эсӗ вӗсенчен лайӑхрах пулнипе мар, эх, ҫук! анчах сан ӑшӑнта пӗр хӑвна ҫеҫ пӳрнӗ темӗнле уйрӑм хӑват, темӗнле асамлӑх та мӑнаҫлӑх пур; сассӑнта,— ху кирек мӗн каласан та — никам ҫӗнтерейми хӑвату пур; никам та хӑйне ҫавӑн пек ялан юраттарасшӑн тӑрӑшма пултараймасть; никам куҫӗ те ҫав тери ырлӑха ӗмӗтлентереймест; никам та хӑйӗн вӑйлӑ енӗсемпе ҫав тери тасан усӑ курма пултараймасть, тата никам та сан пек ҫав тери чӑн-чӑннипех телейсӗр пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен никам та ҫав таран хӑйне телейлӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшмасть.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
50. Санӑн мухтавлӑ хӑвату, ху ҫине янӑ шӑрӑх ҫитсессӗн, чечек типнӗ пекех типсе ларӗ.50. И слава могущества твоего засохнет, как цвет, когда настанет зной, посланный на тебя.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсӗ Хӑвӑн вӑю тӗлӗшӗнчен иккӗленекенсене вӑйна кӑтартатӑн, вӑйна пӗлекеннисен чӑрсӑрлӑхне питлетӗн; 18. анчах, хӑватлӑ пулсассӑн та, Эсӗ хӗрхенсе сут тӑватӑн, пире ырӑ кӑмӑлпа тытса тӑратӑн, мӗншӗн тесессӗн Санӑн хӑвату яланах Хӑвӑн аллунта.
Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Санӑн хӑвату тӗреклӗ, Санӑн аллу вӑйлӑ, сылтӑм аллу ҫӳлте тӑрать!14. Крепка мышца Твоя, сильна рука Твоя, высока десница Твоя!
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18-19. Эй Турӑҫӑм, ватӑлса ҫитиччен, ҫӳҫӗм шураличчен, ҫак ӑрӑва Санӑн вӑй-хӑвату ҫинчен пӗлтериччен, пӗтӗм килес ӑрӑва Санӑн хӑвату ҫинчен пӗлтериччен, Санӑн тӳрӗлӗхне ҫӳле ҫити аслӑличчен, Эсӗ пултарнӑ аслӑ ӗҫсене тӳпене ҫити мухтиччен ан пӑрахсам мана, Турӑҫӑм; эй Турӑҫӑм, Сан пекки кам пултӑр тата?
Пс 70 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Санӑн хӑвату паллисенчен ҫӗр хӗрринче пурӑнакансем те сехӗрленӗҫ.
Пс 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ман чӗлхем калакан чее сӑмахпа чурине — ҫулпуҫӗ умӗнче, ҫулпуҫне хӑйӗн чури умӗнче пӗтерсемччӗ, вӗсен мӑнаҫлӑхне арӑм аллипе аркатсамччӗ: 11. Санӑн вӑйу йышра мар, Санӑн хӑвату хӑватлисенче мар; Эсӗ — йӑвашшисен Турри, Эсӗ — кӗҫӗне юлнисене пулӑшаканӗ, хевтесӗррисен хутне кӗрекенӗ, халтан кайнисене хӳтӗлекенӗ, шанчӑка ҫухатнисене ҫӑлаканӗ.
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1