Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑварӗҫ (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран вӗсемпе ҫыхӑнса илӗпӗр, мӗн те пулин суйсан ман ҫынсем сан пата килне пырса мӑйран сӗрсе хӑварӗҫ, — тет асли.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Аслӑ классенче 2590 сехетрен 2516 хӑварӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Ҫавӑн пекех килес ҫул ҫамрӑк вӑрман чӗртсе тӑратмашкӑн ҫӗр те хатӗрлесе хӑварӗҫ, ҫуркунне ҫав лаптӑк ҫинче лиственница лартма палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хунавран йывӑҫ ӳстермешкӗн сахал мар вӑй хумалла // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%85%d1% ... b9-%d1%85/

Хуҫалӑхӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Юрий Галкин пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗр улмине 250 гектар ҫинче лартса хӑварӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Пӗрчӗллӗ культурӑсене 205,7 пин га ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче акса хӑварӗҫ, ҫурхисене 310 пин га ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче акма хатӗрленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑри хуҫалӑхсенче тыр-пула ҫанталӑк лӑпкӑ тӑрсан пилӗк – вунӑ кун хушшинче акса пӗтерӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/perc ... publikri-h

«Хӑвӑртрах тухса тарас кунтан, унсӑрӑн ҫаппа-ҫарамас хӑварӗҫ», — тесе шут турӗҫ, тет те, тухса шӑвӑнчӗҫ, тет, хӑйсен ҫӗршывне.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каласа парӑп та ҫавӑнтах пӑрахса хӑварӗҫ тесе шутланӑччӗ вӑрӑ-хурах.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппанпа Макҫӑм сассинче хӑравҫӑлӑх пуррине илтсен, вӑрӑ-хурахӑн ҫӑлӑнас шанчӑкӗ ҫирӗпленчӗ: «Кӗҫех сӑхсӑхӗҫ те мана пӑрахса хӑварӗҫ».

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл инҫе ҫула ыррӑн вӗҫлесси пулмасть пулӗ тыткӑна ҫакланнӑ этемӗн: е тутарсем касса ваклӗҫ ӑна, е кансӗрлетӗн тесе вырӑссем хӑйсем пӗр-пӗр тӗпсӗр шӑтӑка ывӑтса хӑварӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ара, хула шӑпанисем пан улми вӑрлама кӗрекенсем мар ҫав, кӗпе-йӗмсӗрех хӑварӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Ун чухне инҫетри Сахалина мар, ҫывӑхри лутра яла леҫсе хӑварӗҫ, ҫавӑ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Ятӑмӑра ҫырса хӑварӗҫ Трон кӗлӗ, ванчӑкӗ ҫине.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Юрӑхлӑ ҫын пулсан, мӗншӗн илмесӗр хӑварӗҫ? — терӗ.

Будешь подходящим человеком, отчего же и не принять?

ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ку мӗнех вара, апатсӑр хӑварӗҫ, урӑх нимӗн те пулмӗ, — терӗм эпӗ, Тимка хӑйне ятласран тата самах тивесрен питех хӑранине пӗлсе ӑна юриех йӗкӗлтесе илтӗм.

Ну что же, без обеда оставят, только и всего, — умышленно спокойно поддразнил я, зная, что Тимка беда как боится всяких выговоров и замечаний.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Пирӗн валли власть хӑварӗҫ тесе шухӑшлатӑн-и?

Думаешь ли ты, что они оставят нам власть?

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ӗҫ докуменчӗпе килӗшӳллӗн, чӳречесене малтанхи пекех упраса хӑварӗҫ.

Окна, согласно рабочей документации, сохранят в первоначальном виде.

Шупашкарта хулан пӗрремӗш аптека ҫуртне юсама тытӑннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28815.html

Лашапах леҫсе хӑварӗҫ.

На лошадях отвезут.

IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Авиацири пулас ҫитӗнӳсем эпир халь тунӑ ҫитӗнӳсене хыҫала тӑратса хӑварӗҫ.

Прогресс авиации оставит далеко позади достижения наших дней.

Автортан // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Нивушлӗ пӑрахса хӑварӗҫ вӗсене?

Неужели их бросят?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ялта шыв кӗрӗвӗ пуррине пӗлсен, ют ялсем пӗр-пӗр тӑвӑллӑ каҫ, Утламӑша вӑрттӑн килсе, хамӑра вут тӗртсе ҫунтарӗҫ, ял варри тӗлне кӑмрӑкран юпа лартса хӑварӗҫ.

Из мести они могут и деревню спалить, где жених-то живет, а посредине ее выложат из угольев столб — и вся недолга.

XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех