Шырав
Шырав ĕçĕ:
Капла пире нимсӗр шӑхӑртса ан хӑварччӑр.
XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Халӑх пурӑнакан вырӑнсем ҫӗнелсе улшӑнччӑр тата программӑна малашне те хутшӑнмалли вӑйлӑ енӗсене сыхласа хӑварччӑр тесен палӑртнӑ пӗтӗм ӗҫе лайӑх пахалӑхпа тата вӑхӑтра пурнӑҫламалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
— Кайран, темиҫе кунтан, леҫсе хӑварччӑр ӑна, — терӗ вӑл.
7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тем туса, тем чӑтма хатӗр старик, чӑвашра ҫеҫ хӑварччӑр ӑна.Он одно свое: все перетерплю, только оставьте меня истинным чувашином.
Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Ытла кӗркуннене кӑна ан хӑварччӑр ӗнтӗ, эп ав мӗн ҫинчен шутлатӑп.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
«Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен вырӑна пушатмасан пире 50-100 пин штраф ҫырса параҫҫӗ. Ачасем шкула ҫӳреҫҫӗ, вӗсен пурӑнмалли вырӑн пулмӗ. Эпир нумай ыйтмастпӑр, пире хамӑр ҫуртсенчех хӑварччӑр ҫеҫ. Эпир кунта ӳснӗ, кунтах ватӑлнӑ…» - теҫҫӗ чикансем.
Чикансем Президентран пулӑшу ыйтнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31215.html
Хӑйсене ӑҫта турттарса кайнине ҫынӗсем пӗлмен пек, хӑйсене пароходран кирек ӑҫта антарса хӑварччӑр, вӗсемшӗн пурпӗрех пек туйӑнать.Мне кажется, что люди не знают, куда их везут, им всё равно, где их высадят с парохода.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑйсен мӑнукӗсене, ачийӗн ачин ачисене — вуннӑмӗш ӑрӑва ҫитиех каласа хӑварччӑр!..Чтоб заказали всем внукам и правнукам — до десятого колена!..
XXX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Ҫутӑ курӑнсанах, ҫырана тухатпӑр, — терӗм, — ҫӗр утӑм анатарах е тӑварах, кимме тата сана хӑвна пытарма юрӑхлӑ вырӑн тупса чарӑнатпӑр та, эпӗ вара малалла мӗн тумаллине хам пӗлеп, ҫынсене кайса калас пулать, ан тив, ҫав хурах ушкӑнне тытса ҫӑлса хӑварччӑр, кайран, хӑйсен шалчи тулсан, хуть те ҫакса вӗлерччӗр.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Мана пӗр япала ҫеҫ пӑшӑрхантарать: иксӗмӗр съезд уҫӑлас умӗн калаҫнисем санӑн пурӑнӑҫӑнта йывӑр йӗрсем ан хӑварччӑр.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Унта ӗҫлекенсенчен ҫурри вилсе пӗтни нимех те мар, ытти халӑхсем хӑйсен ҫӗрне нимӗҫсем валли хӑварччӑр, ҫавӑншӑн вӑрҫӑ пырать те.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пурте кӑшкӑрашса та кулса-ахӑлтатса ҫӗкленчӗҫ; дамӑсем хӑйсен шлепкисемпе сунчӑкӗсене шыраса тупрӗҫ те перчеткисене тӑхӑнса ячӗҫ; Тальман, бронхитпа асапланаканскер, ӑшӑ тутӑрсене мантарса ан хӑварччӑр тесе, янӑрашрӗ пӗтӗм пӳлӗме; хаваслӑ тӗркешӳ хускалчӗ.
XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
«Вӗсем пире баркаса кӑна хӑварччӑр тесе шухӑшлаттӑм эпӗ ӑшӑмра, ӑна кайран тӳрлетсе йӗркелеме йывӑрах мар, ун пек кимӗпе эпӗ ҫил утравӗсем патне ҫӑмӑлах ҫитме пултарӑп.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
11. Вӗсем хӑйсем мӗн тунинчен пуринчен те намӑсланаҫҫӗ пулсан, эсӗ вӗсене Турӑ Ҫурчӗн ӗлкине-сӑнне, вӑл мӗнле ларнине, унӑн тухмалли-кӗмелли вырӑнӗсене, унӑн пӗтӗм сӑнне, пӗтӗм йӗркине, пӗтӗм сӑнарне, унӑн пӗтӗм саккунне кӑтарт, вӗсем унӑн пӗтӗм сӑнне, пӗтӗм йӗркине сыхла са хӑварччӑр, ҫавсене тытса пурӑнччӑр тесе, ҫакна пӗтӗмпе вӗсен куҫӗ умӗнче ҫырса хур, терӗ.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сана ӗнтӗ канаш паракансем ӗшентерсех ҫитернӗ; пӗлӗте сӑнакансем тата ҫӑлтӑрҫӑсем, малашлӑха уйӑх тулнине кура пӗлтерекенсем килччӗр те сана хӑвна мӗн пулассинчен ҫӑлса хӑварччӑр.
Ис 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Патша умӗнче ан курнӑҫлан, аслӑ пуҫлӑх вырӑнне те ан тӑр: 7. куҫу курнӑ чаплӑ ҫын умӗнче сана кӗҫӗне ан хӑварччӑр, ун вырӑнне хӑвна: «кунта кил, ҫӳлерех хӑпар» тени аванрах.
Ытар 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манӑн халӑхӑма сыхласа хӑварччӑр — эпӗ ҫакӑншӑн тархаслатӑп!
Эсф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Патша майри Эсфирь ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: патша, эпӗ санӑн куҫу умӗнче кӑмӑллӑ пултӑм пулсассӑн, патшаран ыйтма юрать пулсассӑн, манӑн пурӑнӑҫа сыхласа хӑварччӑр — эпӗ ҫакӑн ҫинчен ыйтатӑп!
Эсф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫынсем хушшинче тавӑҫ тухсассӑн, вӗсене сута илсе пырса сут туччӑр, тӳррине тӳрре кӑларччӑр, айӑплине айӑпа хӑварччӑр; 2. айӑплине хӗнемелле пулсассӑн, тӳре ӑна айӑпне кура миҫе хутчен ҫапнине шутласа тӑма хӑй умӗнче вырттарса хӗнеме хуштӑр; 3. ӑна хӗрӗх хутчен ҫапма юрать, унтан ытла мар: нумай хӗненипе тӑвану сан куҫу умӗнче сӑнсӑрланса ан пӗттӗр.
Аст 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 10. Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсенчен е вӗсен йӑхӗнчен кам та пулин вилнӗ ҫын ӳтне сӗртӗнсе тасамарланнӑ пулсассӑн е инҫе ҫула кайнӑ пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа Пасхине унӑн та тумалла; 11. ун пеккисем иккӗмӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине Пасха туччӑр, ӑна вӗсем тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсемпе, йӳҫӗ курӑксемпе ҫиччӗр; 12. ирччен унран нимӗн те ан хӑварччӑр, унӑн шӑммисене ан ватчӑр; ӑна вӗсем Пасха тӗлӗшӗнчен хунӑ пӗтӗм йӗрке тӑрӑх туччӑр; 13. кам та кам таса халлӗнех е [инҫе] ҫула кайман чухнех Пасха тумасть, ҫав чун хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗттӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫана вӑхӑтра парне кӳмерӗ: ҫав ҫын хӑй ҫине ҫылӑх илӗ; 14. сирӗн патӑрта ютран килнӗ ҫын пурӑнать пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа Пасхине унӑн та тумалла: вӑл ӑна Пасха тӗлӗшӗнчен хунӑ йӗрке тӑрӑх, унӑн йӑлине кура тутӑр; ютран килнӗ ҫыншӑн та, ҫак ҫӗр ҫыннишӗн те Пасха тӑвас йӗрке сирӗн пӗрре пултӑр, тенӗ.
Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1