Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑварнӑччӗ (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӑйӗн хӗр юлташӗсене ҫапла каласа хӑварнӑччӗ, мӗншӗн тесен… малтанах ӑҫтан пӗлен-ха?

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Паҫӑр ӑна курӑк хӳхӗм ӳсекен уҫланкӑна кӑкарса хӑварнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӑрҫа каяс умӗн кӗмӗл сехетне, кӑнтӑрти чикӗре паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн хӑй ятне ҫырсах парнеленӗ кӗмӗл сехете, пиччӗшне упрама парса хӑварнӑччӗ шӑллӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кинпе мӑнука татӑк ҫӑкӑрсӑр хӑварнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хутаҫ сана йӑтма кансӗр-ленипе эпӗ ӑна урамах хӑварнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна, салтака кайнӑ чухне, кирлӗ пулмасть тесе хывса хӑварнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Пӗр ҫамрӑк ҫыравҫӑ журнал редакторӗ патне кӗрсе тӑчӗ те: — Эп пилӗк уйӑх каяллах сирӗн журнала калав парса хӑварнӑччӗ, — терӗ кӳренчӗклӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнмаллах пуль… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 8 с.

Хӗлӗх Хӗлимунӗ те вунӑ улмуҫҫи лартса хӑварнӑччӗ Раман Дубов та сад ҫинчен ӗмӗтленет — ӑҫта, хӑш тӗлте мӗнле, миҫе йывӑҫ пулмаллине палӑртса хунӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эп килӗшмерӗм те, мана вӑл ҫапла ҫунтарса хӑварнӑччӗ: «Хулара упӑшкаллӑ пулаймасан, тухатӑп та каятӑп аннесем патне вӑрмана, шыраса тупатӑп Ромашока, чӗртетӗп тахҫанхи юратӑвне унӑнне» — тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эпӗ уҫса хӑварнӑччӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сӗт нумай туса илекенсене патшалӑх хавхалантарнине ҫӳлерех палӑртса хӑварнӑччӗ, ҫавна май тӑкаксене субсиди виҫипе саплаштарса пыма пулать.

Куҫарса пулӑш

Сӗтшӗн тивӗҫтерекен патшалӑх пулӑшӑвӗ тӑкаксен курӑмлӑ пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%81e%d1 ... %ba%d1%81/

Аса илтеретпӗр, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Патшалӑх Канашне ҫулсерен тухакан Ҫырӑвӗнче Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерствипе Шупашкар хула администрацине регионта Ҫамрӑксен ҫуртне йӗркелесе яма хушса хӑварнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

1949 ҫулта иккӗмӗш кӑларӑмпа И.С. Тукташ пухса хатӗрленӗ «Чӑваш фольклорӗ» кун ҫути курни пирки ҫӳлерех палӑртса хӑварнӑччӗ.

Мы уже отмечали факт появления в 1949 г. второго выпуска «Чувашского фольклора», составленного И. Тукташем.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Курӑкне куна Анатолий Семенович ҫуркунне хӑй акса хӑварнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче эпир вӗсене ялта, упӑшка амӑшӗ патӗнче, хӑварнӑччӗ

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Мунчине вӑрмана пыричченех хутса хӑварнӑччӗ, унтанпа икӗ сехет майлӑ иртрӗ — шӑп та лӑп пулса ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Леш Улатӑрта чухне Укаслу ҫыннисенчен пӗри ӑна хӗҫӗпе ҫапса амантса хӑварнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗнӗ чух хыҫалти алӑка уҫӑ хӑварнӑччӗ, ун витӗр тухрӗҫ те, Кирук хупса, малтанхи пекех ҫаклатса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Унччен те пӗр-ик йывӑҫ ҫапла майпа «шаккит парса» илнӗччӗ-ха Пуриса, ҫамкине «ҫиҫӗм ҫунтарнӑ шӗшкӗ мӑйӑрӗ» пек шишка мӑккӑрттарса хӑварнӑччӗ, ку вара ниепле те юнавран сыхланса ӑса кӗрсе ҫитеймест.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑнах та, ҫав каччӑ йӑнӑш кӗрсе тухнипех Симӑна питӗ пӑлхантарса хӑварнӑччӗ ун чухне.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех