Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, хӑй чысне ҫак машина айӗнчи лапрапа сирпӗтсе хӑварнӑн туйса, юнӑхса, пӗр авӑк ӑсӗ-пуҫӗпе чӑлханса тӑчӗ, варарахран тин куҫӗ, тилӗрнӗ юнпа тӑвӑнса, хаярлӑх вучӗпе ялкӑшкаласа илчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Бурмистрова хӗрарӑм темскерле йывӑр та ҫеп-ҫемҫе япалапа пӗр харӑсах пӗтӗм ӳт-пӗвне тивертмеллех ҫапса хӑварнӑн туйӑнчӗ, куҫӗ умӗнче унӑн симӗс те хӗрлӗ ҫаврашкасем вылянса илчӗҫ, вӑл яр уҫӑ алӑкӑн тӗттӗм ани ҫинелле тӗлсӗр-палсӑр пӑхса тӑчӗ, унтан, аллисене лӑштӑрах усса ярса, Симӑна тинкерсе пӑхма тытӑнчӗ: ҫамрӑк йӗкӗт кровать айӗнчен хӑйӗн ҫурри ҫарапакка тӑсланкӑ ӳт-пӗвне йывӑррӑн сӗтӗрсе тухать, хӑй пысӑк калта пекех йӑшаланать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫак ҫунӑк сӑрт кӑна тахӑшӗ киревсӗррӗн сухаласа тӑкнӑ пек, ҫуркаланса пӗтнӗ евӗр, курӑнса выртать; ун ҫийӗн хӑрушӑ ҫавраҫил иртсе кайнӑн, ҫав ҫавраҫил вара ӑна вилесемпе, тумтир ҫурӑкӗсемпе, пӑрахса хӑварнӑ хӗҫпӑшалпа, противогазсемпе тата вӑрҫӑн ҫӗре ҫӳпӗлемелли ытти ӑпӑр-тапӑрӗсемпе витсе хӑварнӑн туйӑнать.
XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл вара, паянхи эрлӗкле те мӑшкӑллӑ пулӑмсене пӗтӗмпех ҫӑратса, хӑйне хӑй кӳреннӗн, телейсӗррӗн, хевтесӗррӗн те пурте пӑрахса хӑварнӑн тата хӑйне айккинчен хӗрхенсе пӑхнӑн курӑнма тӑрӑшса, асӗнче юриех каллех те каллех иртсе кайнӑ куна йыхӑрчӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах Ромашов тусан ӑшӗпе аякалла кайса пыракан Николаевӑн шурӑ, ҫирӗп ӗнсине пӑхрӗ те, ӑна сасартӑках, ун пурнӑҫӗнчен халь ҫеҫ мӗскер-тӗр чи-чи пысӑккине, чи-чи тӗппине касса тӑпӑлтарчӗҫ тейӗн, хӑйне пӗтӗм тӗнче пӑрахса хӑварнӑн, кӗтмен ҫӗртенех хӑр-пӗчченнӗн тӑрса юлнӑн туйӑнса кайрӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫак ҫӗр ҫине хӑйне пӗр-пӗччен тӑратса хӑварнӑн туйӑнчӗ ӑна.Кажется, он, наконец, понял, что его оставили на земле одного.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
- 1