Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑвармасӑр (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫивӗч ыйтусене ырана хӑвармасӑр халех татса памалла — «эпир пулӑшӑпӑр».

Куҫарса пулӑш

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Ҫӗрти-ҫӳлтине хӑвармасӑр ылхана-ылхана, кӗпине ҫӗклерӗ Кулюкка, икӗ пысӑк кӗсйинчен тем чухлӗ тулӑ пушатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Коммунистсем хушшинче те пӗр хӑвармасӑр иртмерӗ ку.

Куҫарса пулӑш

34 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑнлан эсӗ, ку вӑл сӑваплӑ парне — этеме юратма пӗлни, хамӑн мӗн пуррине пӗр хӑвармасӑр ӑна халаллани.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫылӑхӑн вак-тӗвек енӗсене нимӗн хӑвармасӑр каласа паракансем те тупӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав асаилӳсене Ӑраман ним улӑштармасӑр, салтак кутамкки пекех, хӑйӗнчен ниҫта та хӑвармасӑр ҫирӗм пилӗк ҫул асӗнче ҫакса ҫӳрерӗ мар-и?

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Вӑрмана йӑлт тӗппипех, нимӗн хӑвармасӑр каснӑ, ҫӗнӗрен вӑрман ӳстересси ҫинчен шутламан.

Вырубали лес начисто, истребляли, не думая о его восстановлении.

Вӑрман хуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хуралҫӑ тем пекех, ҫӗрти-ҫӳлтине хӑвармасӑр ҫухрашса килет пулин те, «пӗчӗк разбойниксем» хӑйсен ӗҫне васкамасӑр, лӑпкӑн тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ытлашши юлнине пӗр пус хӑвармасӑр каялла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ухахви вара ӑнланнӑ: ҫӗршыва ҫӑлса хӑвармасӑр, тӑшмана хӑваласа ямасӑр, никам пичӗ ҫинче те савӑнӑҫ выляс ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫӗр хуҫи ака ӗҫӗсене шутлӑ кунсенче, ырана хӑвармасӑр пурнӑҫлама ӗлкӗрмеллине лайӑх ӑнланать.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Эпӗ пӗр кил хӑвармасӑр ҫапла каласа тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Ленин // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Арҫури!» — яшлаттарчӗ кӑрнтлатса тапакан чӗрине, хальхинче кун пирки нимӗнле иккӗленӳ те хӑвармасӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Республика ытти регионсенчен экспортӑн пысӑк тӳпине (80 процент ытла) тирпейлесе ярса панипе уйрӑлса тӑнине палӑртса хӑвармасӑр май ҫук.

Нельзя не отметить и то, что республика экспортирует продукцию с высокой долей переработки – более 80 процентов, что выгодно отличает ее от других регионов

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

— Халь кӑна вокзал буфетӗнче куртӑм-ҫке эп ӑна: вӑл буфетчицӑна, ҫӗрти-ҫӳлтине манса хӑвармасӑр, тӗрлӗ усал сӑмахсемпе вӑрҫатчӗ; унӑн пичӗ илемсӗрччӗ, куҫне йӗрӗнчӗклӗн хӗснӗччӗ, пиҫмен пилеш ҫинӗ пек, тутине пӑркалатчӗ…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вара, ӗҫе ырана хӑвармасӑр, ҫула тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Пасарти пасарта мар та, Михаил Петрович, ҫапах сӑмах каласа хӑвармасӑр тӳсме ҫук.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тарье вара упӑшкине ҫӗрти-ҫӳлтине хӑвармасӑр ятларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тупаймарӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ, авӑ, аттене хирӗҫ ҫӗҫӗ ҫӗклерӗ, ҫӗрти-ҫӳлтине хӑвармасӑр ятлаҫса пӗтрӗ, килтен хӑвалама, тӗрмене хуптарассипе хӑратма пуҫларӗ».

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иккӗмӗшне тултарчӗ — ӗҫсе яма ӗлкӗреймерӗ: ун ҫине ҫӗртине-ҫӳлтине хӑвармасӑр ятлакан карчӑкӗ сиксе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех