Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑвармасть (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вилнисене асӑнса ҫырнӑ хута кӗлӗре вулакан пуп пек, пӗрин ятне те сиктерсе хӑвармасть.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑй йывӑҫ каснӑ вырӑна нихҫан тасатса-йӗркелесе хӑвармасть.

Куҫарса пулӑш

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл хӑйне хисеплекене тухӑҫсӑр хӑвармасть.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Пӗр япала та хӑвармасть ӗнтӗ!

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Ҫакӑн пек ҫынсене патшалӑх пӗччен хӑвармасть, социаллӑ ӗҫченсем вара вӗсемшӗн чи шанчӑклӑ тӗрев пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене патшалӑх тимлӗхсӗр хӑвармасть.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Ҫапла, Зиминцев ҫакӑн пек меслетпех (анчах ку меслет Люся ҫулӗнчи тата ун вырӑнӗнчи хӗрачашӑн шӑпах чи витӗмли пулма пултарнӑ та, тата вӑл Зиминцевшӑн хӑйшӗн те начар пулман, мӗншӗн тесен ниҫта та нимӗнле йӗр те хӑвармасть), — ҫапла вӑл ҫакӑн пек меслетпех Люсьӑна ӗҫӗн питӗ аван мар вӗҫӗ патне илсе пыракан ҫул ҫине кӗртсе яма пултарнӑ, Евгений.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫука хӑвармасть вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу хресчен патши Емельян Пугачевӑн полковникӗ, унӑн чи шанчӑклӑ ҫарпуҫӗсенчен пӗри пулса тӑрать, чи йывӑр вӑхӑтра та, йӗри-тавра тӑшмансем хупӑрласа илнӗ, юлташӗсем сутнӑ чухне те ӑна пӑрахса хӑвармасть.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Кутник сакки ҫинче, алӑк патӗнче — Ялти чаплӑ кӗслеҫӗ Ҫиментей Ӗҫкӗне сиктермест, кӗслине хӑвармасть, Ун кӗсли вӑййисӗр Урхан ӗҫки пулаймасть.

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӑҫтан килсе кӗчӗ пирӗн фермӑна ҫав путсӗр хӗр, амӑшӗ те усалччӗ те, ку вара унран та ирттерет, сӑмсине чиксе пӑхман шӑтӑк хӑвармасть вӗт.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Суту-илӳ ӗҫӗпе революци ӗҫне хутӑш туса пыни хресчен ӗҫӗ валли вӑхӑт хӑвармасть пулмалла.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Инҫе ҫула каяс пулсан нихҫан та киле хӑвармасть хӑй: «Иливан, утсене йӗнерле», «Иливан, ухӑ такмакне туллирех ту».

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр шӑши хӑвармасть, йӑлт тытса ҫиет.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халех, паянах тытас пулать ку пакшана, хӑйне тытмасан, вӑл пӗр ҫӑмарта хӑвармасть.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Тӗрӗс калаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл кайӑк вӑрманта ҫӗрӗк хуртӗнчен тасатман хӑрӑк йывӑҫ хӑвармасть.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

Хӗрарӑмсен канашӗн Ыркӑмӑллӑх фончӗ йывӑрлӑха лекнӗ ентешсене ураланма пулӑшать, инкекре пӗчченлӗхре хӑвармасть.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Кампур хуҫи хушнине питӗ итлет, хушнине тумасӑр хӑвармасть.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Клавье те пӗтӗмпе пӗлет, ҫавӑнпа упӑшкине ниҫта та пӗччен кӑларса ямасть, пӗччен хӑвармасть.

И Клавье тоже все знает, потому мужа теперь одного никуда не пускает и не оставляет.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Арӑмӗ ӑна каламан сӑмах хӑвармасть, куҫне-пуҫне чавса кӑларма хатӗр.

Пожалуй, не осталось ни единого бранного слова, какое бы не сказала мужу жена, готовая выцарапать ему глаза в любую минуту.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех