Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑварасси (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн тӗп тӗллевӗ — йӑлари халӑх культурине упраса хӑварасси, ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратасси, ачасене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне пӗлӳ парасси.

Его основная цель — сохранение и восстановление традиционной народной культуры, передача знаний детям и их родителям.

Нюксеница // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 1%86%D0%B0

Районта культура сферинче «2013—2015 ҫулсенче Нюксеница муниципаллӑ районӗн культура потенциалне упраса хӑварасси тата аталантарасси» тӗллевлӗ программа пурнӑҫланать.

В районе реализуются целевая программа в сфере культуры «Сохранение и развитие культурного потенциала Нюксенского муниципального района на 2013—2015 годы».

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

Хайлавӗсенче Михаил Николаевич паянхи куншӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ыйтусем хускатать: тӑван чӗлхене упраса хӑварасси, атте-аннене хисеплесси, асатте-кукаҫи ҫӗрне манса каймалла марри…

В произведениях Михаил Николаевич затрагивает важные для сегодняшнего дня вопросы: сохранение родного языка, уважение к родителям, любовь к родной земле, доставшейся от дедушек…

Ара Мишин пултарулӑх каҫӗ иртнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35946.html

Хамӑр хыҫҫӑн ӑру хӑварасси, ҫемье пӗлтерӗшӗ ҫинчен калаҫнӑ май Людмила Никандровна: «Ҫемье пурнӑҫӗн тӗп шухӑшӗ тата тӗллевӗ - ачасене воспитани парасси. Воспитанин тӗп шкулӗ вара упӑшкипе арӑмӗ, ашшӗпе амӑшӗ хушшинчи хутшӑнусем. Ача-пӑча аслисене курса ӳсет-ҫке», - пӗлтерет сакӑр теҫеткенелле хӑвалакан этемлӗхӗн черчен пайӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Вӗсен йышӗнче – кредит каникулӗсемпе тивӗҫтересси, ҫапӑҫусене хутшӑннӑ вӑхӑтра ӗҫ вырӑнне упраса хӑварасси, коммуналлӑ пулӑшусен тӑкакӗсемшӗн пенисенчен хӑтарасси тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

Уншӑн пулсан, ҫын кӑмӑлне хӑвариччен хӑйӗн кӑмӑлне пин хут хӑварасси ҫӑмӑлтарах.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шикленни, хӑрани мӗнпур ырӑ туйӑма путарать, ун чухне хӑвӑн пурнӑҫна мӗнлерех сыхласа хӑварасси ҫинчен кӑна шухӑшлатӑн.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мӗншӗн тесен чи малтан хӑмла сорчӗн тасалӑхне палӑртса хӑварасси тата тӗрлӗ сертификатсемпе тивӗҫтересси.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑн» ҫитӗнтересшӗн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60643

Акцин тӗп тӗллевӗ: историн чӑнлӑхне упраса хӑварасси.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

тӗп тӗллев — истори чӑнлӑхне упраса хӑварасси.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

– Паянхи кун ҫынсене пысӑк пурнӑҫ стандарчӗсемпе тивӗҫтерсе, ыранхи ӑрусене ҫак экологи ҫутҫанталӑка сиен кӳмесӗр вӗсене парса хӑварасси.

Куҫарса пулӑш

Ярмӑркка пӗр тӗвве пухӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60696

Тӗрӗс акса хӑварасси пирӗн ака лаптӑкӗсен структурисене тӑвасси.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кластер тӑвасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60719

Ҫитменнине тата, ӗҫ кунта кӳрентерни ҫинче кӑна та мар, ӗҫ чыс, совет ҫыннин чысӗ ҫинче, ӑна таса та ҫирӗп упраса хӑварасси ҫинче…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Паянхи кун халь питӗ пысӑк тата йывӑр ӗҫ вӑл чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси».

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем сахалланман // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=osDYnrmxBp4

Халӑхӑн чӗлхипе культурине, ҫыруллӑх палӑкӗсене упраса хӑварасси, информаци ресурсӗсемпе усӑ курассине йӗркелесси, Раҫҫейӗн тӗрлӗ вырӑнӗсенче сапаланса пурӑнакан чӑвашсене кӗнеке урлӑ пӗрлештересси – республикӑри тӗп библиотекӑн ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп тӗллевӗ пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/

Хамӑр чунсене ҫӑлса хӑварасси ҫеҫ юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӳлӗм тумалли те сахал мар, чи кирли пирӗн халӗ пуҫсене сыхласа хӑварасси….

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ман унта пупа ҫука хӑварасси мар-ха, хам тутӑ пурӑнасси.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйӗн килне ҫӑлса хӑварасси пирки халӗ ӗнтӗ Савантер асне те илеймерӗ…

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗл пулаймасан, пӗрне тепри мӗнле паллӑсем хӑварасси ҫинчен Алюнпа вӗсем лерех, патька-патша тапӑрӗнче чухне калаҫса татӑлнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех