Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑвапа (тĕпĕ: хӑва) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ту айӗнчен хӑватлӑ хӑвапа юнашар ҫӑлкуҫ юхса тухать.

Рядом с могучей ивой из под горы течет родник.

Интереслӗ те пӗлӳллӗ ҫулҫӳрев // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/t-van-tavral ... ev-3354977

Петӗр пичче калашлех, хӑвапа йӑмрана касса пӗтернӗ хыҫҫӑн утрав ним хака та тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Касса хатӗрленӗ хӑвапа йӑмрана пӑрахса хӑварас килмерӗ вӗсен.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑвапа йӑмрана тасатнӑ хыҫҫӑн пӗр-ик ҫултан утравра ухлӗм курӑк кашласа ӳсессе пурте пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата хӑвапа йӑмрана касса тӑкнӑшӑн вӗсем сирӗнтен пилӗк пин тенкӗ укҫа шыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнелсем эрне хушшинче утраври хӑвапа йӑмрана нумай хӑвармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑвӑртрах кайӑр та хӑвапа йӑмрасене касма пуҫлӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Часрах кайччӑр та хӑвапа йӑмрасене касма тытӑнччӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Миҫе ҫултанпа ӗнтӗ унта хӑвапа йӑмра ирӗклӗн ӳсет.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамрӑк вӑл хӑвапа пӗрех.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Каҫ пуличчен ҫамрӑксем хӑвапа тата темиҫе хутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫыранӗсем унӑн хӑвапа та ҫирӗкпе хуплансах ларнӑ иккен.

Ольхой и плакучими ивами заросли берега.

Кокушкино // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Тӳрӗ каҫса ҫӳрекен ӑшӑк вырӑнтан аяларах ҫырма сарӑларах каять, чулсем тӑрӑх вӑл темиҫе юплӗн лӑпкӑн шӑкӑртатса, хӗрлӗ хӑвапа чие ҫырли тӗслӗ сайра ҫӳҫе тӗмисем хушшипе юхса выртать.

После переката у брода река разливалась шире, образуя несколько протоков, вода тихо журчала по камням, обмывая редкие заросли краснотала.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Тул ҫутӑлас умӗн чарӑнатпӑр та — шыв лӑпкӑ тӗле, ҫыран айне, сулла кӑкаратпӑр, унтан ӑна хӑвапа тирек турачӗсем касса хуплатпӑр.

Бывало, как только ночь подходит к концу, мы останавливаемся и привязываем плот — почти всегда там, где нет течения, под отмелью, потом нарежем ивовых и тополевых веток и спрячем плот под ними.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Хӑна пӳлӗмӗ ҫинчен каланӑччӗ эпӗ; унти кантӑксем ҫинче ӳкерчӗклӗ шурӑ карӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ: явӑнса ӳсекен хӑвапа хупланнӑ илемлӗ керменсем, шыв ӗҫме аннӑ кӗтӳсем ӳкернӗ вӗсем ҫине.

Так вот, я уже рассказывал про гостиную; на окнах там висели красивые занавески, белые, с картинками: замки, сплошь обвитые плющом, и стада на водопое.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Анчах ҫырана ҫитсен, атте унта курӑнмарӗ; вара эпӗ кимме хӑвапа иҫӗм аври кашласа ӳсекен юханшыв вӑррине илсе кӗтӗм, ӑна тӗплӗрех ҫӗре пытарма шутларӑм, кайран вӑрмана тарас вырӑнне юханшыв тӑрӑх пӗр аллӑ миля анатарах анӑп терӗм, вара пӗр вырӑнта ытларах пурӑнӑп, мӗн-ма ҫуран ҫӳресе асапланас манӑн?

Но когда я добрался до берега, отца еще не было видно, я завел челнок в устье речки, заросшее ивняком и диким виноградом; и тут мне пришло в голову другое: думаю, спрячу его получше, а потом, вместо того чтоб убежать в лес, спущусь вниз по реке миль на пятьдесят и поживу подольше на одном месте, а то чего ради бедствовать, таскаясь пешком!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Ак эп ӑна хӑвапа шӑхӑртса илем-ха!

— Я вот ей хворостиной пожужукаю!

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Ҫуртсен чӳрече хупписене тайнӑ; урамра пӗр чун курӑнмасть; иртенпех тӑкӑрлӑксенче сулланса ҫӳрекен пӑрусем те ҫырма хӗррине кайнӑ, хӑвапа ҫӳҫесен сулхӑнне пытаннӑ.

Ставни в домах закрыты; на улицах безлюдно; даже телята, с утра праздно скитавшиеся по проулкам, скочевали к речке, попрятались в густой тени белотала и верб.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех