Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑвалакан (тĕпĕ: хӑвала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир куна-ҫула хӑвӑрт хӑвалакан аслӑ саманара пурӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

— Сана никам та хӑвалакан ҫук-ха.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл пулӑшман пулсан «Икӗ мулкача хӑвалакан пӗрне те тытайман», тенӗ пек пулса тухатчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хыҫалтан хӑвалакан пулмарӗ Ҫавӑн пек вӗҫленчӗ вӗсен тӑкӑрлӑкри тӗлпулӑвӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Хӑлхара кунӗпех йӗтем ҫинчи тапкӑчра ут хӑвалакан ачасем «О-йо-йой-йо-ой! Ну-ну-ну-у-у!..» тесе харӑслатса ӗрлешни илтӗнсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хамӑр хыҫҫӑн ӑру хӑварасси, ҫемье пӗлтерӗшӗ ҫинчен калаҫнӑ май Людмила Никандровна: «Ҫемье пурнӑҫӗн тӗп шухӑшӗ тата тӗллевӗ - ачасене воспитани парасси. Воспитанин тӗп шкулӗ вара упӑшкипе арӑмӗ, ашшӗпе амӑшӗ хушшинчи хутшӑнусем. Ача-пӑча аслисене курса ӳсет-ҫке», - пӗлтерет сакӑр теҫеткенелле хӑвалакан этемлӗхӗн черчен пайӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

… Юлташӗн ӳтне ҫӗклесе илме тӑнӑ Укаслу хӑйне хӑвалакан ут ҫывӑхрах хӑртлатнине илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу мӗн пулнине те сиссе юлаймарӗ, хыҫалтан хӑвалакан ут самантрах каярах юлнӑ Карлай учӗпе танлашрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗлӗх Хӗлипӗ-хӗрӗхелле хӑвалакан мӗштеркке.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Ҫав вӑхӑтра алӑкран инҫех те мар клиентсене пӗр шелсӗр таптаса каясла пысӑк хӑвӑртлӑхпа нольсемпе пуҫланакан номерлӗ «тойота» ҫӑмӑл автомашина ҫитсе чарӑнчӗ, унтан, мӑраланса, шыҫам, шӑлан ҫырли питлӗ, йӗкӗр янахлӑ, куҫӗ тӗслех тӗм хура ҫӳҫне кӗске шӑртла каснӑ,ҫӑмпа лавсанран тӗртнӗ пусмаран ҫӗленӗ куҫа ӗмекен хура костюм, хӑмӑрпа симӗс ылмат-хутӑш йӑрӑмлӑ кӗпе, урине лакпа витнӗ хура туфли тӑхӑннӑ, вӑтӑралла хӑвалакан кутамас арҫын тухрӗ, алӑка шалтлаттарса хупрӗ, хӑрӑм тӗслӗ яр-яр галстукне тӳрлетсе илчӗ, вара кӗмӗл питӗркӗчӗллӗ хура дипломатне сулмаклӑн сулкаласа, офисалла танлӑн танкӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пӗр самант, вӑштӑр ҫил вӗрсе иртнӗ вӑхӑт хушши ҫеҫ, анчах ҫак кӗске самант та хӗрарӑмӑн юлашки вӑхӑтра пӑрланма пуҫланӑ чӗринчи сивве хӑвалакан хӗлхем чӗртме пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ун пирки кӗтӳ хӑвалакан инкесем те, ӑнсӑртран тӗл пулакан палла тӑран та, ӗҫкӗ-ҫикӗре те, пасарта та, чиркӳре те калаҫрӗҫ, уйрӑмах ҫӑл кутӗнче пухӑнакан кӑтӑклӑ чӗлхеллӗ маткасене, хаяр евчӗсене, Матви ҫумне темӗнле ют хӗр ҫыпӑҫни питӗ кӑсӑклантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хыҫалтан хӑвалакан пулман-и вӗсене? — васкатрӗ Сергей.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тек хыҫран хӑвалакан пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссемпе ҫав тери хирӗҫсе пурӑнакан этем, халӑха пӗр вӑрҫӑран тепӗр вӑрҫа хӑвалакан, пахча картине кӗртнӗ утӑ капанӗсене хуҫинчен ыйтмасӑр тиеттерсе яракан мӑрса ырӑ ҫын мар-тӑр-ха вӑл.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вязьма хулинчен малалла, хӗвеланӑҫнелле тухса каяс умӗн Григорьев Ваҫукпа ытти салтаксем утакан колонна ячӗпе Мускавран ҫакӑн пек депеша (васкавлӑ ҫыру) пынӑ пулнӑ: вырӑс ҫарӗн тӑшмана хӑвалакан тӗп вӑйӗсене ҫитме васкамалла мар; пӗр куна — ик куна чарӑнса ҫывӑхра пурӑнакан ҫынсене пулӑшса хӑварма тӑрӑшмалла; тавралӑха тирпей кӳрес ӗҫе те нумая тӑсма юрамасть, ҫулла эпидеми сарӑлма пултарать.

Перед тем, как двинуться от Вязьмы вперед, на запад, на имя колонны, в которой вместе с другими солдатами шагал Василий Григорьев, поступила депеша: основные силы продолжают преследование врага, а им велено остановиться на несколько дней с целью навести порядок в прилегающих территориях во избежание эпидемии.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Икӗ-виҫӗ кун каялла ҫеҫ таракан франци ҫарӗсемпе вӗсене хӑвалакан Раҫҫей салтакӗсем иртсе кайнӑ кунтан.

Три дня назад здесь прошли удирающие французы и преследующие их русские солдаты.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсене пурне те Наполеон эшкерне хӑвалакан ватӑ салтаксене пулӑшма илсе каяҫҫӗ.

Их, молодых, ведут в помощь пожилым солдатам, гнавшим наполеоновские войска уже довольно долго.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шурӑ хирте хӑвалакан тутарсен ҫар ушкӑнӗ икке пайланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

«Чӑнах та, ман ӑшра ҫӗлен ҫук-ши? — вӗҫрӗ пуҫра хӑй хӑвалакан усал шухӑш.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех