Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыҫҫӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хыҫҫӑн (тĕпĕ: хыҫҫӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр семестр хыҫҫӑн тепри ҫитет; хӗл хыҫҫӑн ҫурхи зачетсем ҫывхараҫҫӗ, экзаменсем пуҫланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Оркестр хыҫҫӑн фортепианӑпа, сӗрме купӑспа тата виолончельпе пӗрин хыҫҫӑн тепри туха-туха каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫурт хыҫҫӑн ҫурт лартать те арӑм хыҫҫӑн арӑм туянать.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хӑйӗн пек чарусӑр ачасемпе лав хыҫҫӑн е юлан ут хыҫҫӑн ӑмӑртмалла чупатчӗ, ҫытма йӗмне тин ҫеҫ пӑрахнӑскер, пӳскелле е пытанмалла вылятчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кун хыҫҫӑн тепӗр пиччен черет ҫитрӗ, вӑл та чылайччен ҫӳренӗ хыҫҫӑн лашана хулӑпа ҫаптарса сӑрт ҫинчен лаша вити патне ҫитиччен сиккипе чуптарчӗ.

После старшего сел другой брат, и он ездил долго и тоже хлыстом разогнал Воронка и проскакал из-под горы.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

Ун хыҫҫӑн ытти каччӑсем те, нумай шухӑшласа тӑмасӑрах, пӗрин хыҫҫӑн тепри шыва чӑмрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫав ҫӑлтӑр хыҫҫӑн кайсан, халӗ эпир, революцие хамӑр алпа тунӑ хыҫҫӑн, чӑн-чӑн пӗр тан ҫемье пулӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӑнкӑрав хыҫҫӑн учениксем пурте ҫапах актовӑй зала пухӑннӑ, яланхи пекех класӗ-класӗпе, икшерӗн пӗрин хыҫҫӑн тепри тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кунсем // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Курка хыҫҫӑн курка, черкке хыҫҫӑн черкке тиврӗ хӑнасене.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сӑмах хыҫҫӑн сӑмах тапратнӑ хыҫҫӑн Сарт Ҫеменӗ ҫӗнӗ пӳрт пураса лартайманни пирки тарӑхса каларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Микур лашине таппӑрӗ те «шуйт[т]ан» хыҫҫӑн сиккипе ячӗ, пурте ун хыҫҫӑн вӗҫтерчӗҫ.

Но тут Мигур поддал лошади в бока и помчался вслед за «шайтаном», остальные — за ним.

III // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Ун хыҫҫӑн пӳртре пуҫтарӑннӑ ҫынсем те ҫав сӑмахсене пӗрин хыҫҫӑн тепри каларӗҫ, сӑхсӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Энохин тухтӑр чӑнах та юн зараженийӗпе вилнӗ, анчах Сашшана операци тунӑ хыҫҫӑн мар, усал флегмонӑпа чирленӗ хыҫҫӑн: больницӑра выртакансем яланах ӳстереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӑшт иккӗленнӗ хыҫҫӑн, Сашша чупрӗ ҫав путсӗр этем хыҫҫӑн вӑрӑм тунисемпе икшер аршӑн ярӑнтарса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Суха хыҫҫӑн йӗр юлать, йӗрри хыҫҫӑн курак вӗҫет — апат шырать, апӑрша.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Конторго черетпе ҫапнӑ хыҫҫӑн «2» паллӑллӑ виҫӗ шар шӑтӑксем тӗлне кусса ҫитрӗ, хӑйсемпе пӗрин хыҫҫӑн тепринпе выляма, ҫапла вара ҫӗнтерме илӗртеҫҫӗ.

После очередного удара Конторго три двузначных шара встали против луз, соблазняя сыграть их все один за другим и, таким образом, выиграть.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пилӗк хыҫҫӑн пилӗк, алӑ хыҫҫӑн алӑ унка янӑравлӑ та килентерекен ҫавра ҫилпе тултараҫҫӗ.

Талия за талией, рука за рукой наполняют круг звучным и упоительным вихрем.

XXIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ӗҫме те, пурнӑҫне йӳнеҫтерсе пыма та ҫитет ҫав укҫа; иккӗмӗш черкке хыҫҫӑн Илле шкул ҫулӗсене аса илчӗ, Эверкки ун чухнех пултаруллӑ художникчӗ иккенне вӗҫӗмсӗр палӑртрӗ, мухтарӗ; виҫҫӗмӗш черкке хыҫҫӑн кичемлӗх пусрӗ-ши ӑна, тем пулчӗ, нӑшӑклатма, куҫҫӳлленме тытӑнчӗ, хӑйӗн ӑнман пурнӑҫне ылханчӗ-вӑрҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн океанри тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ пирки калав хыҫҫӑн канав юхрӗ.

Отсюда пошли рассказы о разных происшествиях в океане.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Манӑн сирӗнтен ыйтмаллахчӗ ахӑр, — терӗм эпӗ унӑн тӳлек сассинчен каллех тӗлӗнсе, — ҫапла, ыйтмаллах: хӑвӑрӑн теветкеллӗ утӑмӑр хыҫҫӑн — пире ылханлӑ ҫак шлюпка ҫинче океан варрине куҫа-куҫӑн тӑратса хӑварнӑ хыҫҫӑн — эсир хӑвӑра мӗнле туятӑр?

— Скорее мне следовало бы спросить вас, — сказал я, снова удивясь ее спокойному тону, — да, именно спросить, как чувствуете себя вы — после своего отчаянного поступка, бросившего нас лицом к лицу в этой проклятой шлюпке посреди океана?

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех