Шырав
Шырав ĕçĕ:
хытнӑскерсем (тĕпĕ: хыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах вӑл манран лайӑх пӗлнӗ, — эпир, хамӑра тӑрантаракан киммӗмӗр ҫумне шуйттан мӑйракисем пек ҫыпҫӑннӑ та, ун айккипе ҫапӑна-ҫапӑна лӳчӗркеннӗскерсем, халтан кайса чылаях шӑнса хытнӑскерсем, тусем пек ҫӳлӗ хумсем хушшипе ярӑнса пыратпӑр.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Салтакӗсем ҫиллентермен, тарӑхтарман, — вӗсем шӑнса хытнӑскерсем, анӑрасем, мӗскӗнсем ҫеҫ пулнӑ; чылайӑшӗ ҫан-ҫурӑмӗ чӗтренине ниепле те чарайман, сиксе чӗтренӗ, шӑлӗсене шатӑртаттарнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Бензин шӑршиллӗ хускалман ҫын кӗлеткине шӑршласа пӑхсан, упа уҫланкӑ еннелле юлхавлӑн утса кайрӗ, унта ҫакнашкалах хускалман этем кӗлеткисем, юрпа шӑнса хытнӑскерсем, выртнӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫапах та вӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри хӳтлӗх патне ҫитрӗҫ те, пӗтӗмпех чӑрмаланса пӗтнӗскерсем тата йӗпенсе шӑнса хытнӑскерсем, парӑс карса тунӑ хӳтлӗхе пытанчӗҫ.Наконец один за другим они добрались до навеса и забились под него, озябшие, перепуганные.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Страницăсем:
- 1