Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыпать (тĕпĕ: хып) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Раман, пуҫне каҫӑртса, шӑн ҫырласене шӑлпа тата-тата хыпать.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унта та кунта хыпать ҫулӑм, Снаряд ухлатса вӑркӑнать.

Куҫарса пулӑш

Фронтовик сӑмахӗ // Михаил Мерчен. Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. [Т. 2]: Поэзи. — 2013. — 598 с. — 347 с.

Вилкӑпа ҫатма ҫинчи ҫӗрулми турамӗсене пӑлхатать-пӑлхатать те кӑштах тӑрӑнтарса хыпать.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Виҫҫӗмӗшсем: «Хӗветли инкен ывӑлӗ, вунвиҫӗ-вунтӑватӑ ҫул таран вӗреннӗ те, ялта икӗ ҫул пулман та — ҫав сурӑх кӗтӗвӗ пӑхакан ҫичӗ ҫул ҫеҫ вӗреннӗ ял хӗрӗшӗн питех хыпать пулӗ…» — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Сӗтел ҫине хӑрах чавсипе тӗревленнӗ те — помидорпа хӑяр татӑкӗсене васкамасӑр иле-иле хыпать, мӑраннӑн чӑмлать.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл ӑш-чик ҫуннине пусарас тесе юр ывӑҫла-ывӑҫла хыпать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Ах, ӑш хыпать.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— А-ах, ӑш хыпать, — анасласа илет Павӑл, — тӗлӗкрех лайӑхчӗ, ӑҫта-ши халь арӑм сӗнсе паракан ҫав кӑпӑклӑ сӑра, ах.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Улӑм парт! тивсе каять, валь-валь ҫулӑм хаплатса хыпать, сиккелесе, ялтӑртатса ҫунма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Халӗ ҫуллахи шӑрӑх вӑхӑтсенче кашни ҫыннӑн ӑш хыпать, станок умӗнчисен вара пушшех.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Халь апат парасса кӗтсе лармасть, кӑмака ҫинчен хӑех сиксе анать те ӑҫта мӗн курать, ҫавна пырса хыпать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Е выльӑх валли пӗҫернӗ ҫӗрулмие иле-иле хыпать.

а то и перехватит картошки, сваренной для скотины.

Ят шырани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лавҫӑ ҫул хӗррипе утать, пӗшкӗнмесӗрех темӗн тата-тата хыпать.

Возница шел краем дороги — надоело, видать, ухать по колдобинам; почти не склоняясь, он срывал на ходу какие-то ягоды и деловито кидал в рот.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хура уссиллӗ этем чӗлӗмне хыпать те леше ҫӳнменнине кура аллине лашт чӗркуҫҫи ҫине хурать.

Видя, что трубка безнадежно погасла, усатый вынул ее изо рта и вместе с нею уронил обе руки на колени.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Какай пиҫнӗ вӑхӑтра пулсан ҫуррине вӑрттӑн татса илсе хыпать, тути-ҫӑварне пӗҫерте-пӗҫерте ӗселенет.

Выхватит мясо, ополовинит его и тут же, обжигаясь, проглотит.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тепӗр чухне вара, ҫырлана-мӗне кайсан, ҫынсем ҫӑкӑр татӑкӗсем кӑларса ҫиеҫҫӗ, вӑл енчӗкӗнчен ҫӑнах ывӑҫла-ывӑҫла хыпать.

Иной раз пойдет с девками, бабами в лес по грибы, по ягоды, находятся они там, начинают все из тряпиц, из кошелок еду какую-нибудь доставать, а она муку ладонью зачерпнет и горсть за горстью в рот кладет.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ҫак Мултиэ ваа…» — тесе Чӑлах Эрнюк чӗлӗмне ҫавӑрса хыпать.

— Да ну тебя! — отмахнулся Эрнюк и принялся та трубку.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кирек ӑҫта вӑлта яр — пулӑ хыпать.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хыпать, унтан каялла кӑларать.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хыпать-хыпать те ҫӑварӗнчи пӗрчине каялла кӑларать, унта-кунта пӑхкаласа илет, татах хыпать.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех