Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыпарӗсене (тĕпĕ: хыпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шупашкар хыпарӗсене пӗлтер хӑвӑртрах.

Куҫарса пулӑш

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пурне те сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн ял хыпарӗсене пӗлтерчӗ вӑл малтан.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сана ял хыпарӗсене пӗлтерес терӗм.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрҫӑ хыпарӗсене чӗлӗмсӗр итлеме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ӑҫтан килетӗр капла? — ял хыпарӗсене ытти чух-ие никамран малтан пӗлсе тӑраканскер, хальхинче хӑй ҫывӑрса юлнинчен хӑй тӗлӗнчӗ Хумкка.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Нинук ял хыпарӗсене ыйтса пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Съезд хыпарӗсене кайран ҫырса пӗлтерчӗҫ: съездра Хусанкай поэзи ҫинчен доклад тунӑ, съезд хыҫҫӑн ҫӗнӗ правлени ӑна председателе суйланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Раҫҫей, республика хыпарӗсене «Кӗскен» рубрикӑпа пухса йӗркеленине аван тесе шутлатӑп.

Куҫарса пулӑш

«Ял ӗҫченӗ — чи ҫывӑххи» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... /1/16/yal/

Мускав хыпарӗсене пӗлтернӗ хушӑра княҫсем систерсе хучӗҫ: аслӑ князь Шигалей хан Хусанта хӑйне мӗнле тыткаланипе питех те кӑмӑлсӑр.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл Хусан хыпарӗсене ҫеҫ ытларах ыйтса пӗлме тӑрӑшрӗ, тавлашма, ытти ӗҫсене сӳтсе явма ӗлкӗрӗпӗр терӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Статйисемпе хыпарӗсене те тишкерсе тухрӑм.

Я проанализировал также их статьи и новости.

Тӑван чӗлхене манмасан малашнехи ҫул яланах ҫутӑ! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6137.html

Кун хыҫҫӑн патшапа Сильвестр атте унран Хусан хыпарӗсене кашни кун ыйта-ыйта пӗлчӗҫ, Адашева кремльтен кӑлармарӗҫ те темелле.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак ӗҫе йӗркелесе ирттерни – телерадио хыпарӗсене итлекенсен тата куракансен йышне ӳстерме май пачӗ.

Это позволило значительно увеличить аудиторию потенциальных слушателей и зрителей Национальной телерадиокомпании.

Михаил Игнатьев Радио кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/05/06/news-3564453

Вӑл Утар хыпарӗсене, паллах, сиртен лайӑхрах пӗлет…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗтри Сӑпанирен ял хыпарӗсене ыйтса пӗлкелерӗ, калаҫмашкӑн тесе, хӑй тытса тӑракан хӑна ҫуртӗнчи чайнӑя чӗнсе кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Свифт кунта улпут таврашсем хушшинчи ҫӗнӗ элек хыпарсемпе политика хыпарӗсене пӗлнӗ, литература тавлашӑвӗсене ним чӗнмесӗр итлесе ларнӑ.

Свифт узнавал здесь последние политические новости и салонные сплетни, прислушивался к литературным спорам и молчал.

1 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Кунсӑр пуҫне тата Свифт Англирен килекен ҫӗнӗ политика хыпарӗсене пӗлме тӑрӑшнӑ, Темпль тусӗсемпе ҫыхӑнусем тытнӑ тата, май пулсанах, Лондона кая-кая унта нумайччен пурӑннӑ.

Вместе с тем Свифт жадно ловил политические новости, шедшие из Англии, поддерживал связи с друзьями Темпля и при всяком удобном поводе отлучался в Лондон и подолгу там задерживался.

1 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Паян ҫӗнӗрен пӗлсе килнисем каҫхи разведкӑн хыпарӗсене ҫирӗплетсе параҫҫӗ: флангсенче ҫын пурӑнман вырӑнсем пуҫланаҫҫӗ, ҫавӑнпа тӑшман унта уйрӑм хуралсем те пытарса лартман.

Дополнительные данные подтверждали результаты ночной разведки: в глубине флангов начинался такой глухой край, что враг не считал нужным выставлять там даже отдельные засады.

XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

«Прочес» пуҫланнӑранпах Катя ахаль ҫынсем хушшинче пулнӑ: «Тӑван ҫӗршыв хыпарӗсене» вуласа панӑ, хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑмсене лӑплантарнӑ.

С самого начала прочеса она все время была среди гражданского населения, читала им «Вести с Родины» и успокаивала встревоженных женщин.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Вӑрттӑн ӗҫлекен центра «Муся», «Хрен», «Савва» тата ытти подпольщиксем пӗлтернӗ разведка хыпарӗсене ятӑм, хулари политикӑлла лару-тӑру тата подпольнӑй организаци ӗҫӗсем ҫинчен ҫыру ҫыртӑм.

Я послал подпольному центру разведданные, полученные от «Муси», «Хрена», «Саввы» и других подпольщиков, а также подробное письмо о политической обстановке в городе и о положении в подпольной организации.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех