Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫрӗ (тĕпĕ: хуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавра ҫил пек ҫаврӑнса, Ҫӗмӗртсене ҫӗмӗрсе, Сикрӗ-тухрӗ ҫырмаран, Пӗкке хуҫрӗ ҫурмаран…

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Нумай-нумай ӗмӗтсене вӑрҫӑ пӗр шелсӗр ҫапса хуҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан ухмаха ернӗ пек ҫӳҫне тӑпӑлтарасшӑн аллисене пуҫӗ ҫине хурсан, ӑна тепӗр кӗтменлӗх ҫапса хуҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна ҫав курӑка авӑрлӑ пысӑк алюмини куркана хурса-ярса вӗретрӗ те савӑчӗпе сивӗ шыва лартса «урине» хуҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ӑна майӗпен авса хуҫрӗ те, чалӑшшӑн пӑрӑнса, трактор каллех кивӗ йӗр ҫине ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫил-тӑман лапка-лапка юрпа пите ҫапрӗ, юр питҫӑмартине, куҫсене чиккелерӗ, ҫулҫӳревҫе авкаларӗ, хуҫрӗ, унӑн тумтирне силлерӗ, турткаласа ҫурма хатӗр пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Павӑл ҫӗрте выртакан чылаях хулӑн туйрана (вӑл хӗлле вӑрман турттарнӑ чухне кӳсек вырӑнне пулнӑ пулас) икӗ хулӑн аллипе ярса тытрӗ те шатӑрт! тутарса хуҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак статья мана самаях хуҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Хыпарӗ кӑмӑла хуҫрӗ тени сахал, чукмарпа ҫапнӑ пекех, чуна амантрӗ: «ман сӑвӑсене пула «Сунталӑн» виҫҫӗмӗш номерне тытса чарни ҫинчен ӑна Рзай ҫырса пӗлтернӗ имӗш!

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Пуринчен ытла ҫамрӑк шӑмшаксене сивӗ хуҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вунвиҫҫӗрех кӑмака турӗ, вунпиллӗке кайсан, нӳхреп чаврӗ те стенине шурӑ чулпа ҫирӗплетрӗ, ачаллах кирпӗч те ҫапрӗ, ҫӑпата та хуҫрӗ, сухапуҫ хыҫҫӑн та утрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Кам пӗлет, тен, тата эпӗ йытта йытӑ вырӑнне ҫеҫ хурса калаҫни те унӑн кӑмӑлне хуҫрӗ, манпа часрах уйрӑлма васкатрӗ пуль ӑна…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Ҫапах та кӑҫал десантниксен ушкӑнӗ уява хутшӑнманни кӑмӑла кӑштах хуҫрӗ, — палӑртрӗ Леонард Левый.

Куҫарса пулӑш

Патриотсем пуртан ҫӗршыв тӗреклӗ // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Кӗтмен усал хыпар кӑмӑла ҫурмаранах ҫапса хуҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑн чухне редакци сотрудникӗсем Тарановӑн пӗр калавне пичете хатӗрлесе ҫитернӗччӗ, редактор сӗтелӗ ҫине пырса хунӑччӗ, анчах лешӗ — Саркай, эппин — калава тӗпӗ-йӗрӗпех ҫапса хуҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Упӑшка мӑшкӑлӗ пулни хул-ҫурӑма хуҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Тем пулнӑн: савнийӗн кӑкӑрӗнчи кӑвак ҫӗмрене ярса тытрӗ те карт! туртса кӑларчӗ, унтан ӑна икӗ аллипе ярса тытрӗ, чӗркуҫҫийӗ ҫине ҫапса ҫурмаран хуҫрӗ, икӗ хуҫӑкне те ҫӗре пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Калӑпӗ юрӑхлӑ пулнӑ пулас, ҫавӑнтах ларса Якур пичче ҫӑпата хуҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шакмаклӑ ҫӑпата // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӑштик-хӑштик сывлакаласа, Ула Тимӗр кукленсе ларчӗ те кӑвайт майлама пуҫларӗ: вӗтӗ хӑрӑк туратсене кирлӗ пек шарт та шарт хуҫрӗ те пӗр тӗле типтерлӗн, шайлаштарса пӗр-пӗрин ҫине хучӗ — купа купаларӗ; ҫакна пӗр хыпаланмасӑр тусан, кӗсйинчен зажигалка кӑларчӗ те чӑрт! чӗртсе ячӗ, анчах… ҫулӑмне купа патне илсе пыма васкамарӗ, пӗчӗк ҫулӑма куҫ ытамне илсе, тарӑн-тарӑн шухӑша ӳкнӗ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку хыпар ҫамрӑк хӗрарӑма ҫапсах хуҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех