Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫма (тĕпĕ: хуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӗркеллӗ ашшӗ-амӑшӗ ҫуратнӑ йӗркеллӗ чӑваш нихҫан та ӑсран тайлӑк пулман: ҫавӑн пек чӑвашсем пурнӑҫпа тӗнче тытӑмне тавҫӑрса илме, шухӑш шухӑшлама, тепӗр чухне, тавлашма та, хирӗҫ тавӑрса калама та, тӑшмана сӑмахпа ҫапса хуҫма та пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Хамӑр хӑтана пиртен лайӑх пӗлекен ҫук, — хуҫма пуҫланӑ ҫӑпатине урайне пӑрахса, таҫта кайма хатӗрленчӗ Хумкка.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимӗк каҫӗ уйӑх ҫутинче ҫимӗк курӑкӗ татма, ҫӗнӗ милӗк хуҫма килетчӗҫ кунта.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аслӑ прапорщик, эпӗ куҫа уҫнине курчӗ те, пӗшкӗнсе янаха тытса пӑхрӗ, унталла-кунталла хускатрӗ, Ҫӗрпӳ район каччине Миша Трофимова: «Маттур, Трофим, кирзачпа янахӗнчен виҫеллӗ тапрӑн. Ҫӑварӗ уҫӑлнӑ. Сывлать ҫын. Хытӑрах тапнӑ пулсан янах шӑммине хуҫма та пултарнӑ», — тесе ырларӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Раман, шыв урлӑ каҫса, хурӑнлӑхра милӗк хуҫма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑтам хаксене йышӑнман вӑл, яланах ҫапса хуҫма юратнӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӗнесем пӗр-пӗринпе тӗрткелешнӗ, вылянӑ чухне ун ҫине тӑрӑнса урисене хуҫма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унӑн туратне шатӑрт! хуҫма ҫук.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӗслӗхрен, ура хуҫма пултаратӑр.

Например, вы можете сломать ногу.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах ӑна хуҫма та нумай кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Ӑна эп… чиччас ҫапса пӑрахатӑп, — шӗшкӗ хулли хуҫма пикенчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ывӑлӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри шӑпӑра тытса хуҫма тӑрӑшса пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Темиҫе минутран Федя пысӑк хыр хыҫне тӑчӗ те хӑрӑк туратсене хуҫма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Палӑртнӑ вӑхӑта ҫитейменшӗн хам та пӑшӑрханатӑп, анчах ӗҫке каяс умӗн арӑм кӑмӑлне хуҫма шутламастӑп, чӗнместӗп.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Тепӗр сехет пек исленчӗҫ-ши, ҫӑвӑнчӗҫ-ши вӗсем пӑчӑр-пӑчӑр вӗри тарпа, ҫук-ши, ҫулмалли те пыл хурт вӗллисем тавра кӑна юлнӑччӗ, хӗвеланӑҫӗнчен тем вӑхӑтра кусса-пӗтӗрӗнсе ҫитнӗ вӗҫкӗн сивӗ ҫил ачисем, пӑвӑннӑ сывлӑша сирсе вашкӑрттарса, таврара алпастӑланса чупма, арҫуриленсе пӗтӗрӗнме, йывӑҫсене лӑскама, вӑл-ку хӑрӑк-харӑка, хавшак япалана хуҫма, ҫӗкле-ҫӗкле ывӑтма, вӑйкӑнтарма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ун «алӑкӗ» патне ҫитсен, рюкзакне чӑрӑш айне сылтӑм еннерех шутарса лартрӗ, вара «матрас» та «минтер» майлас тесе, йывӑҫ тавралла ҫаврӑнса, ун кӗҫӗн тураттисене хуҫма, ҫӗр ҫинчи пур-ҫук курӑка ҫӑлма-татма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис куҫ тӗлне пулнӑ катари пӗр уртӑш тӗмӗ патне танкӑшса пычӗ те ӑна туратти-вулли мӗнӗпех хатӑррӑн хирме, хуҫма-чӗрме, урипе тапса та хуҫма пуҫларӗ, ытамӗ самаях мӑнттайлансан, хашӑлтаткаласа, ӑна машини патне йӑтӑрласа таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Канса илсен «урӑх хуҫма пурпӗрех меллӗреххине тупаймӑп» тесе йывӑҫа тепӗр еннелле тӑрӑнт та тӑрӑнт сиктерсе, каллех турткалама пуҫларӗ, ӗнтӗ авӑннӑ тӗлте йывӑҫӑн «ӳт-тирӗ» сӳсленсе, чӗнленсе пӗтрӗ, тӑсӑлса, тӗллӗн-тӗллӗн татӑлса та кайрӗ, анчах хӑй шартах хуҫӑлмарӗ, тӗпӗнчен те тӑпӑлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ытлашши шалах та кӗмерӗ — пуҫларӗ алла мӗн лекет, ҫавна шачӑр-шачӑр, шӑрт-шарт туса хуҫма, тӑпӑлтарма, чӗрме-сӳме…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кактус йӗпписем унӑн аллине ыраттармаллах чикрӗҫ — ҫав йӗпсем унӑн ывӑҫ тупанне мар, чуннех пырса тӑрӑннӑ пек туйӑнчӗҫ; вӑл сасартӑк ҫав тери хытӑ тарӑхса кайрӗ те йывӑҫа тымарри мӗнӗпех кӑклама, хуҫма пуҫларӗ.

Колючки кактуса больно царапали ему руку, и он, внезапно разъярясь, словно они впивались ему не в ладонь, а в душу, принялся выдергивать растения из земли, мять их, ломать одно за другим.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех