Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫисене (тĕпĕ: хуҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрать, тавӑҫсене вӑл е ку пурлӑх хуҫисене палӑртмасӑрах тӑратма ирӗк панӑ — хуҫисен кӑтартӑвӗсене суд хӑй ыйтса илет.

Куҫарса пулӑш

Парӑмсем чӑрмав кӳреҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/paramsem-charmav-kyrecce

Хуҫисене чӑрмантарнӑ пек туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Сумкине майласа, кил хуҫисене: «Тепре куриччен чипер юлӑр-ха!» — тесе тухса утать телейпе хуйхӑ валеҫекен хӗрарӑм ял тӑрӑх малалла.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кил хуҫисене ырӑ сунса, тав туса, ҫенӗк алӑкне уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсен килӗ умне аранах ҫитрӗмӗр, кӳршӗ вӗтӗр-шакӑра кӑчӑк туртса чӗнсе илтӗмӗр те уя кайса кил хуҫисене чӗнсе килме ыйтрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫакӑ, паллӑ ӗнтӗ, ниҫта кайса кӗрейменнипе — выҫлӑхпа, нишлӗлӗхпе, чи йывӑрри — кил хуҫисене — арҫынсене ҫухатни ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав хушӑрах техника хуҫисене тата ытти кӑсӑкланакан ҫынсене обязательнӑй требованисене пурнӑҫлас тата вӗсен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ыйтусем тӑрӑх консультаци ирттерӗҫ.

При этом будет проводиться консультирование владельцев техники и других заинтересованных лиц по вопросам соблюдения обязательных требований и обеспечения их безопасности.

"Прицеп" профилактика декадникӗ иртет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... et-3454196

Кил хуҫисене хытарса хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тав сӑмахӗ калас килет рынок хуҫисене те, йӗркелесе условисем туса панӑшӑн – 500-600 тӑваткал метр ҫинче лайӑх лаборатори туса панӑ».

Куҫарса пулӑш

Паха тавар сутаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60663

«Тепре ку сурӑхсене курсан, пусатӑп», – тенӗ вӗриленсе кайса Ҫемен сурӑхсен хуҫисене.

«Еще раз увижу этих овец, зарежу их», — с горяча сказал Семен хозяевам овец.

117 ҫулхи старик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/548

Вӗсен хуҫисене вӑратсах хваттер ыйтма чун шикленет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пырса кӗрсессӗнех, кама та пулин тупӑпӑр, тесе салтаксем хапхасене пыра-пыра шаккарӗҫ, пӳрт-ҫурта кӗре-кӗре кайса арӑш-пирӗш ҫавӑрттарса тухрӗҫ, хуҫисене шырарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах хуҫисене тивӗҫтерсе ҫитереймен, ав, — ҫыхсах илсе каяҫҫӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эпир хуҫисене йывӑрлӑха кӗртсе ӳкерме пултаратпӑр…

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Киле таврӑнма та вӗсем, пашшул пӑттине лармасӑрах, кил хуҫисене ӗрете чӗннӗ пекки тукаласа, ытти хӑнасен хӳрешкисем пулса, чи юлашкинчен тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Автан, пуҫне апла та капла чалӑштаркаласа, малалла ывӑткаласа, пиҫсех ҫитмен хӗрлӗ хурлӑхан пек куҫӗсемпе хуҫисене тӗсесе пӑхкаласа илчӗ (сывлӑх сунчӗ пулинех?), вара пуҫне пӗкрӗ, ҫӳп-ҫапа ывӑткаласа, тусан ҫӗклесе, чавкалама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Чӗлхесӗр янаварсене сипленипе пӗрлех хуҫисене кирлӗ канаш-сӗнӳ пама та ӳркенсе тӑмасть вӑл.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Сывӑ-и, чипер пурӑнаҫҫӗ-и? — терӗ хӑна, кил хуҫисене алӑ парса, вара Наҫтук аппа ятарласах ун валли шӑлса тасатнӑ сак ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Апат ҫисен, хуҫисене тав турӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫисе тӑранмалла мар, — терӗ Ҫтаппан сӑхсӑхса кил хуҫисене ал панӑ май.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех