Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫасшӑн (тĕпĕ: хуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ача кӑмӑлне хуҫасшӑн пулмарӑм…

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Хитре хӗрарӑм! — терӗ Завьялов, малтанхи пекех ун кӑмӑлне хуҫасшӑн мар пулса.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Тен, ҫапла та-и, — ҫын кӑмӑлне хуҫасшӑн мар пулса килӗшрӗ те Завьялов, унтан хӑй пачах кӗтмен ҫӗртенех ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавӑнпа ман кӑмӑла хуҫасшӑн мар».

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Михала ашшӗн кӑмӑлне хуҫасшӑн пулмарӗ: килӗшрӗ унпа.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Пассажирпа ҫапса хуҫасшӑн мана… — мӑкӑртатрӗ Мард.

— Хотят, — проговорил Мард, — чтобы я срезался на пассажире.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Никам та сан кӑмӑлна хуҫасшӑн марччӗ.

— Никто тебя не хотел обижать.

XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Нимӗҫсем, ахӑрнех, пирӗн хулан кӑмӑлне ыйӑх памасӑр хуҫасшӑн пулас.

Немцы, должно быть, хотели подавить волю города постоянной бессонницей.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Малтанхи кӑтарту кӑшт япӑхрахчӗ манӑн, ҫавӑнпа хумханнӑччӗ те. Финалта кӑтарту лайӑхланни кӑмӑла ҫӗклерӗ. ИААФ йышӑнӑвӗ савӑнтармарӗ пулин те шанӑҫа ҫухатмастӑп-ха. Доклада вуласа тухрӑм та — пирӗншӗн пит начарриех ҫук иккен унта. Вӗсем пирӗн ҫунатсене хуҫасшӑн кӑна. Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗн сӑмахӗ витӗмлӗрех пуласса кӗтетӗп. Ырри усала ҫӗнтеретех», — яланхи пекех хаваслӑ йӑл кулӑ ҫиҫрӗ спортсменӑн питӗнче.

"Мои первые показатели были чуть хуже, поэтому и волновался. Улучшение результата в финале подняло настроение. Решение ИААФ хоть и не обрадовало, надежды не теряю. Прочел доклад - такого плохого там для нас нет оказывается. Они только хотят сломать наши крылья. Жду, что слова Международного Олимпийского комитета окажутся весомей. Добро все же побеждает зло", - как обычно сияло лицо спортсмена улыбкой.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Пӗрисем принципиально вӗренесшӗн мар, хӑйсен пӗлӗвне ӳстермесӗр туйӑм ҫине ытларах шанаҫҫӗ; произведени идейине кураймасӑр, уйрӑм сӑмахсене, уйрӑм предложенисене ҫӑлса илсе, авторӑн урине чукмарпа ҫапса хуҫасшӑн хӗрӗнсе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

5. Тӳрӗ ҫынна сутра ҫапса хуҫасшӑн усал ҫын майлӑ пулни аван мар.

5. Нехорошо быть лицеприятным к нечестивому, чтобы ниспровергнуть праведного на суде.

Ытар 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех