Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫасран (тĕпĕ: хуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Саня хӑй ӑшӗнче кулса илчӗ те, амӑшӗн кӑмӑлне хуҫасран нимӗн те шарламасӑр, пӳртрен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫтаппан кӑмӑлне хуҫасран шикленчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кирлӗ мара калаҫатӑн, ачам, — ывӑлӗн ӑраскалне те инкек ҫапса хуҫасран хӑраса пӑшӑлтатрӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Эсӗ ватнӑ кӗпер ҫинчен ӳксе ӗнсене хуҫасран хӑратӑп, Савтепи.

— Побоялся, вдруг ты снова подрубишь мост, и загремлю я с него в реку!

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эсӗ ытла та ырӑ, савнӑ тусӑм; ман кӑмӑла хуҫасран, хӑван ӗҫӳсем чӑннипе епле пулса пынине пытаратӑн; ҫапах эпӗ ҫакна тӗшмӗртетӗп; эсӗ, ахӑртнех, питӗ нумай выляса янӑ, анчах эпӗ тупа тӑватӑп сана, ҫакӑншӑн пӗртте кӳренместӗп; ҫавӑнпа ку ӗҫе тӳрлетме май пулсан, тархасшӑн ун пирки нумай ан шухӑшла, кӑлӑхах ан хуйхӑр.

Ты так добр, милый друг, что из страха огорчить меня скрываешь настоящее положение своих дел; но я догадываюсь: верно, ты проиграл очень много, и нисколько, божусь тебе, не огорчаюсь этим; поэтому, если только дело это можно поправить, пожалуйста, много не думай о нем и не мучь себя напрасно.

XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Манра хӑй патнелле ҫав тери вӑйлӑн туртӑнас кӑмӑл вӑратнисӗр пуҫне, эпӗ ун кӑмӑлне хуҫасран, ӑна мӗнпе те пулин кӳрентересрен, ӑна килӗшмесрен хытах хӑраттӑм: тен, ку унӑн пичӗ мӑнаҫлӑ курӑннинчен, е эпӗ хам ҫи-пуҫран йӗрӗнсе, ҫынсем илемлӗрех пулнине ытла пысӑка хурса хакланӑран, е, ку чи тӗрӗсреххи, ҫакӑ эпӗ ӑна чӑнласах юратнине кӑтартакан паллӑ пулнӑран килет.

Кроме страстного влечения, которое он внушал мне, присутствие его возбуждало во мне в не менее сильной степени другое чувство — страх огорчить его, оскорбить чем-нибудь, не понравиться ему: может быть, потому, что лицо его имело надменное выражение, или потому, что, презирая свою наружность, я слишком много ценил в других преимущества красоты, или, что вернее всего, потому, что это есть непременный признак любви.

XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл темшӗн вӑтанать, кухня тӑрӑх урай хӑмине хуҫасран асӑрханнӑ пекех ерипен уткалать.

И вообще он стеснялся и ступал по кухне неуверенно, осторожно, точно боялся проломить пол.

Ӑнланма май ҫук япала // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Геркулес хӑйӗн хӑватлӑ сассипе ӑна кӑшкӑрса чӗнчӗ те, энтомолог ҫавӑнтах мӑйне хуҫасран та хӑрамасӑр чӑнкӑ ҫыранранах анчӗ.

Геркулес позвал его во всю силу своих богатырских легких, и почти тотчас же энтомолог спустился с крутого откоса, рискуя сломать себе шею.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Павел Васильевич хӑйӗн йӑмӑкне чӗнсе илме васкаман, палламан ют ҫын вӗсен килне пырса кӗни Ваҫҫукӑн кӑмӑлне хуҫасран хӑранӑ.

С вызовом сестры Павел Васильевич медлил, боясь причинить сыну неприятность появлением в доме чужой, незнакомой Ваську женщины.

4 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Наградӑсем панӑ чух ашшӗ пирки никам та сӑмах тапратман, ӑна Сергей лайӑх астӑвать, анчах ашшӗн кӑмӑлне хуҫасран именсе вӑл ун ҫинчен каламарӗ.

И он помнит хорошо, что во время торжественного вручения наград об отце его никто не спрашивал, но сказать сейчас об этом не решался, боясь обидеть старика.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӑна вӗсем «Пирӗн Петр Акиндинович» тесе чӗннӗ, япӑх ӗҫлесе ун кӑмӑлне хуҫасран асӑрханнӑ.

Они называли его «наш Петр Акиндинович» и старались работать так, чтобы он был доволен.

Вунпӗрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Тӗрӗссипе ҫырса яма хӑяймасӑр, чирлӗ амӑшне тӑрук ҫапса хуҫасран хӑраса, унӑн халь ҫырусенче Ольӑна улталама тӳр килнӗ, улталанӑ май хӑй ытларах та ытларах пӑтрашса пынӑ.

Не решившись написать правду, боясь убить больную мать, он принужден был теперь обманывать Олю в письмах, запутываясь в этом обмане с каждым днем все больше и больше.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ун чух та тӗммине хуҫасран, ватасран хытӑ сыхланас пулать, мӗншӗн тесен вӑл питӗ вӑрах ҫитӗнет, чипер упрасассӑн виҫ ҫӗр ҫула яхӑнах ларать.

Куҫарса пулӑш

Сентябрь // Георгий Орлов. https://vulacv.wordpress.com/2018/09/27/ ... %be%d0%b2/

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех