Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушӑрах (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чукилона итленӗ хушӑрах хӗр Коля ҫине пӑха-пӑха илчӗ, Коля та, юлташне итленӗ май, Таня ҫинчен куҫне илмесӗр пӑхса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кӗске хушӑрах, нушаллӑ тепӗр 1972-мӗш ҫулта, типӗ шӑрӑх ҫанталӑк тата нумай асаплантарчӗ юмансене.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Майласа тиенӗ хушӑрах лавҫӑсене пӳрнисемпе юна-юнах лава мӗнле пушатса калча кӗлтисене ҫӗрпе мӗнлерех витсе хумаллине тӑнлантарма тӑрӑшатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ҫав хушӑрах вӗсем килти, колхоз уйӗнчи, чугун ҫул ҫинчи ӗҫсене те вӑхӑтра тума ӗлкӗретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Унтан Кӗркури ҫине пӑхрӗ те: — Эх, Кӗркури, Кӗркури! Сана тӑван ывӑл пекех юратса, хӗрхенсе пӑхса ӳстертӗмӗр-ҫке, ҫак ӗҫе тӑвасса пӗлмерӗмӗр… Петӗрне лайӑх пӗлместӗп, тен, ӑна пула туса хутӑн-и вара!? Ах, тур-тур, пӗтертӗр, пӗтертӗр пире, — терӗ, ача пекех хӑйӗн куҫҫулӗпе хӑех чыхӑна-чыхӑна йӗрсе, хӑй ҫав хушӑрах чӗтрекен аллисемпе, пуҫӗнчи тутӑр вӗҫӗсемпе куҫҫульне шӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хам ӗҫпе кӑштӑртатнӑ хушӑрах ҫав ҫулпала камсем мӗнле йывӑҫ турттарнине тимлӗн асӑрхатӑп.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑй ҫав хушӑрах клуб «хуҫине» куҫран тинкерчӗ:

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Бригадир калаҫнӑ хушӑрах аллинчи пысӑк туяран кӑкарнӑ вӗрене пуҫтарма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Лешӗ ӗҫнӗ хушӑрах хӑлхисене вылятса ман ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Телефонпа калаҫнӑ хушӑрах аллипе сулса мана ларма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫав хушӑрах, Микула ӑнланнипе ӑнланманнине тӗрӗслесшӗн, ыйтусем пачӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав хушӑрах, Микула хутне кӗрсе, Анукран кулакансем те тупӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав хушӑрах килти ӗҫсене те кая хӑварма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Калаҫнӑ хушӑрах амӑшӗпе хӗрӗ сӗтел ҫине майлаштарма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Учительсем мӗн каланине Иванпа Санюк пуҫӗсене усса итлерӗҫ, ҫав хушӑрах пӗр-пӗрин ҫине те пӑха-пӑха илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрарӑмсем калаҫнӑ хушӑрах сӗтел ҫине майлаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей ашшӗн ку сӑмахӗсемшӗн савӑннӑ пек пулчӗ, ҫав хушӑрах шикленни те пур.

Куҫарса пулӑш

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗркеллӗ калаҫса ларнӑ хушӑрах Якку атте пуканӗ ҫинчен пӑнкӑлт! туса урайне ӳкрӗ те, алли-урипе турткаланма пуҫларӗ, ҫӑварӗнчен юн юхса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав хушӑрах чиркӳ ҫыннисем те ҫывӑрман.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Спасибо, спасибо сире ырӑ хыпаршӑн», — тесе мӑкӑртатнӑ, ҫав хушӑрах учитель енне ҫаврӑннӑ та: «Мӗн чул тӳлемелле?» — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех