Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушӑрах (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав хушӑрах вӑл Белокопытова тӗл пуласса ӗненмерӗ те.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак кӗске хушӑрах ӑҫтан тупмалла-ха никӗс валлилӗх ача?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑрах тата вӗсене ӑнланас та пулать.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑрах Гаврилапа икӗ хусах аллисене ҫыхнӑ Ахпӑлатпа пупа илсе кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ара, эсӗ ӑна ҫурчӗ-мӗнӗ ҫунтарса ятӑм темерӗн-и-ха? — тӗлӗнсе, ҫав хушӑрах улталанине тытас тесе ыйтрӗ Аҫтӑрхан.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паллах, ҫынни вӑл хӑй евӗрлӗскер пулас, сӑмаха кивҫен каймасть, ҫав хушӑрах ҫилӗ тытма та юратмасть пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах хӑйне хӑй хытарчӗ, ҫав хушӑрах тата шутласа та илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑрах тата хӑй чи усал тӑшманӗ ҫинчен те манмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пирӗн пата патька-патша хӑй хӑнана килчӗ, ҫав хушӑрах тата, ав, кин мунчана кайрӗ, ҫӗнӗ кайӑк илме.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шанать вӑл ӑна, ҫав хушӑрах тем пуласса пӗлсе, ӳпкеленӗн куҫӗнчен пӑхать: «Мӗн тӑвасшӑн-ха эсӗ?

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑрах вӗсем хӑйне евӗрлӗ, кӑсӑк сӗнӳсем те ҫыратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Мӑшкӑланӑ хушӑрах Мухтаса та илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Е тата ҫӗр янӑ хушӑрах, Ҫур ҫӗрте, автансем авӑтсан.

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Нумаях пулмасть округ администрацийӗн Пысӑк залӗнче иртнӗ канашлура районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсене тишкерчӗҫ, ҫав хушӑрах врентӳ тытӑмне те пӑхса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur

Ҫав хушӑрах пӳрт тӑрринелле — мӑрье ҫине — пӑха-пӑха илетӗп.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Вӗреннӗ хушӑрах хӑй ҫамрӑк чух ӗҫленӗ вырӑнта -Шупашкарти промышленноҫра усӑ курмалли тракторсем тӑвакан заводра — вӑй хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Манӑн ӗҫре тӗрекленнӗ, спортра тимӗрленнӗ алӑсем шуранка, ҫемҫешке нимӗҫ аллисене наччас хушӑрах каялла пӑрса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Ҫав хушӑрах сулахай аллинчи пакетри эрех кӗленчисем, хивре сулӑма пула пӗр-пӗринпе ҫапӑнкаласа, чанклатса,чанкӑлтатса илчӗҫ, анчах йӑнкӑрянкӑрах ванмарӗҫ, калтах катӑлмарӗҫ пулас-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паллах, ку хыпар та Ула Тимӗр чун-чӗрине ҫур ӑшши кӳмерӗ, ҫав хушӑрах вӑл пач хуҫӑлса та ӳкмерӗ, шанӑҫа та ҫухатмарӗ — Ш.-ри вӑтам шкулта вӗсем Полинапа каллех пӗрле пулӗҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫав хушӑрах ун ӑшӗнче темскер, ытла та хаклӑскер, йӑшӑлт вӑранчӗ те пӗтӗм чун-чӗрине ыррӑн-ыррӑн хускатса, хумхантарса ячӗ, кӑштахран вара куҫӗ умне майӗпен ытла та ҫывӑх ӗлке, чӗрери ҫурхи хӗвел — Полина сӑнарӗ — ҫӗкленсе-тӗсленсе, хӗрелсе-чечекленсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех