Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушӑран сăмах пирĕн базăра пур.
хушӑран (тĕпĕ: хушӑран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анюта та, ырӑ мара сиснӗ пек, чӗнмесӗр выртрӗ, хушӑран упӑшкипе питӗнчен асӑрхануллӑн сӗртӗнкелесе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах Раман ӑна туймасть те, асӑрхамасть те, сулахай аллине хыҫалалла янӑ, сылтӑммипе хушӑран сулкаласа, Мерчӗк клубӗнчи пекех, Маяковский сӑввине сулмаклӑн калать.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пурнӑҫӗ ӑн-маннишӗн хушӑран кулянкалать, арӑмне аса илет.

Куҫарса пулӑш

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Илемлӗ, кӑмӑллӑ сӑн-питлӗ, яштака ҫамрӑк хӗрарӑм ҫине хушӑран Раман хӑй те юратуллӑн пӑхкаласа илет.

Куҫарса пулӑш

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗм кутӗнче йӑшӑлтатакан хурт-кӑпшанка пӑхса выртать, хушӑран урине хыпашласа айлатса илет.

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ҫавраҫил вӑл хушӑран, тен, кирлӗ те пулӗ, уҫӑ ҫилӗ вара яланах кирлӗ, — терӗ те Арсентьев Тарина ытти бригадӑсем ӗҫленӗ ҫӗре ертсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Йӑкӑнат хушӑран килкелесе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хушӑран тем кулнӑ пекки те илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хушӑран леопард хӑрлатни илтӗнет.

Порой слышалось рычанье леопарда.

Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хушӑран вӑл ӑна аллинчен тытма пикенет, анчах Лиза аллине карт! туртса илет, Завьялов тӗртӗнни ун аллине вутпа пӗҫертнӗ пек пӗҫертет тейӗн.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хушӑран пӗр-пӗрин патне хӑнана ҫӳретпӗр, пулӑ пӗҫерсе, кӑмпа ӑшаласа, пӗрне-пӗри сӑйлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Тата паян радио хушӑран астутаркалать ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Хушӑран чун киленӗҫӗ валли те вӑхӑт тупать тата: пахчара тем тӗрлӗ чечек ҫитӗнтерет, кавирсем тӗрлет, тухья-хушпу ӑсталать, сӑвӑ ҫырать.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Хушӑран хушӑ амӑшӗ пуҫне ҫӗклемесӗрех чӗпписене тем ятлакаласа илет те, лешсем ҫав-ҫавах хӑлхана чикменнине кура, сасартӑк чарӑнса нарт! тесе хӑтӑрса пӑрахать.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫак шӑплӑхра хушӑран хушӑ ҫеҫ ҫерем ҫинче амӑшӗ апат тупса парасса кӗтсе ларакан курак чӗпписем, ҫунаттисене сарса, уҫӑлсах ҫитмен сассисемпе хӑрушшӑн хурахлатса кӑшкӑрса яраҫҫӗ, унтан темскер тупнӑ амӑшне хирӗҫ ынатланса сиксе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хушӑк, ун ҫине пӑхсан-пӑхсан, ҫап-ҫавра пулать, вӑл пӗрре ҫуталса, тепре тӗксӗмленсе килет — ун тӗлӗпе йывӑҫ тӑрри сулланать иккен, йывӑҫ тӑрри хушӑран хушӑ хӗҫтимӗре перӗнсе чӑнкӑртаттарать.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Текех, каччи сисмен хушӑран, тути хӗррине ҫыртса, Славик еннелле хурлӑ куҫне йӑлтӑртаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Пӳлӗмре ура ҫинче тӑракан шурӑ кӗпеллӗ арҫын ача, янаххипе кӑшт ҫеҫ сӗрме купӑс хӗстерсе, хушӑран нота хутне уҫса хума ҫеҫ чарӑнкаласа, музыка шӑрантарать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хушӑран вӑл йӑпӑрт ҫеҫ каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те, ача айӑплӑн куҫне тартнине кура, йӑл кулса илчӗ, кӗлеткипе алхасуллӑн вылянса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Пуйӑс ураписем, хушӑран сӑкӑлтӑкласа илсе шалттин! шалттин! туса пыраҫҫӗ, вакуна енчен енне сулӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех