Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушӑран сăмах пирĕн базăра пур.
хушӑран (тĕпĕ: хушӑран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хушӑран экспериментсем ирттеретӗп.

Иногда провожу эксперименты.

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Хаҫат та вулатпӑр, хушӑран кӗнеке те…

И газеты тоже читаем, и книги, случается, почитываем…

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Унтан каллех питӗ шӑп пулчӗ, хушӑран хуллен ӗсӗклесе илнисем ҫеҫ илтӗнкелерӗҫ, кайран пачӑшкӑ аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те кӗлтума тапратрӗ.

Снова наступила проникновенная тишина, прерываемая время от времени глухими рыданиями, а потом пастор начал читать молитву, простирая вперед руки.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хушӑран пур тӗнче — йӑлӑнтарнӑ экран, Чи юнтармӑш сассем те халь темшӗн паха.

Иногда целый мир - обиженный экран, и Самые капризные голоса сейчас почему-то важны.

«Хушӑран пур тӗнче — йӑлӑнтарнӑ экран...» // Марина Карягина. Хум пӑшӑлтатӑвӗ. Шупашкар, 1995. — 103 с.

Хам эп вӑл япалана пӑхмастӑп та, анчах хушӑран хушӑ куҫ тӗлне пулсан чӑн та тӗлӗнетӗп.

Сам я такие вещи не смотрю, но если время от времени попадается на глаза, действительно удивляюсь.

Ҫынсем ухмахлана пуҫланӑ-ши? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4757.html

Ҫук иккен, эпӗ ҫеҫ мар, калав авторӗ те ҫут ҫанталӑк сайра ҫуратакан ҫак феномена хушӑран шалт хытса кайса сӑнать, врач пулнӑ май, чирлӗ ҫынна кӳренме кирлӗ мар текен философипе сапӑрланать.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Тен, хушӑран автор операци технологийӗпе техникине ытлашширех пусӑмлатса ҫырса кӑтартать, анчах та ҫакна тимлени вӑл чӑн-чӑн профессионал, Турӑ чуптунӑ хирург пулнине туйса илме май парать; пурнӑҫ сухи тарӑн пынӑ ҫӗрте дилетантизм валли вырӑн ҫук, шӑпах ҫак тӳрре кӑларать пуль тетӗп эпӗ автора хӑш-пӗр кӑлтӑк-сӑлтӑк пирки тиркешсе калаҫма кӑмӑллисен умӗнче.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ҫав вӑхӑтрах чӑваш культуринче юман йӑхри аслӑ ӑрури арҫынсене те — аттене, асаттене, мӑн асаттене, хушӑран пиччене те — пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Хаш та хаш сывларӗ хушӑран.

Несколько раз глубоко вздохнул.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

«Ветеран» кружока юрлама ҫӳретӗп, хушӑран ялти спектакльсенче вылятӑп.

Куҫарса пулӑш

«Дояркӑсем ҫывӑрмаҫҫӗ, ирех юрлаҫҫӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Халӗ те хушӑран ӗне сӑвас килет манӑн.

Куҫарса пулӑш

«Дояркӑсем ҫывӑрмаҫҫӗ, ирех юрлаҫҫӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Хушӑран ҫӑмӑлрах сӑнарсем парса артистӑн чунне уҫӑлтармаллах.

Иногда предлагая образы полегче душу артиста надо проветрить.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Унӑн чӗрҫи ҫинче ларни хушӑран тӗлӗк пек тӗтреллӗ аса килет..

Изредка, как во сне расплывчато вспоминаю себя на его колени.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Хушӑран стадионта е паркра хатӗрленетӗп.

Иногда готовлюсь на стадионе или в парке.

Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, сывлӑхӗ ҫирӗп // А.ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Хушӑран фронтовиксем, хӑйсен хушшинче темшӗн тавлашса та каятчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Хушӑран йӗретчӗҫ те.

Временами и плакали.

Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Хушӑран кашкӑр ҫури пекех тытатчӗ вӑл хӑйне.

Иногда вел себя словно дикий волчонок.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫирӗп кӑмӑллӑ эпӗ, хушӑран хытӑ ятлама та пултаратӑп.

Я с железным характером, иногда могу и сильно отругать.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Хушӑран хӑй те ҫыркалать.

Изредка и сам пишет.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Аслисем хушӑран кӑштах сыпаҫҫӗ-ҫке.

Старшие ведь изредка чуть пьют.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех