Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушӑра (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав хушӑра, 1965 ҫулта, иккӗмӗш сыпӑкри пиччем вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав орденне тивӗҫнӗ // Сергей БАРИНОВ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/3544- ... enne-tiv-n

Ҫав хушӑра вӑл ҫул ҫӳрекен ҫынна та, хӑй ҫине тиенӗ япаласене те темиҫе ҫӗр ҫухрӑм илсе кайма пултарать.

За это время он может перенести и путешественника и груз за несколько сот километров.

Пушӑ хирсенчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Темиҫе ӗмӗр иртнӗ те, этем ҫав хушӑра сыпӑкран сыпӑка тӑрӑшса ӗҫленипе хутӑш вӑрмансен зонине палламалла мар улшӑнтарса янӑ.

Прошли века, и труд многих поколений людей сделал зону смешанных лесов совершенно неузнаваемой.

Хутӑш вӑрмансен зони мӗнле улшӑннӑ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫавӑн пек кӗрмешнӗ хушӑра пире юр пӗтӗмпех витсе лартрӗ.

Пока мы возились, снег совсем завалил нас.

Хӗлле тундра тӑрӑх кайни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫав хушӑра пӗр сас та кӑлармарӗ.

Не вскрикнул.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Темиҫе сехет ним чӗнмесӗр утнӑ хушӑра каҫ сӗмӗ тавралӑха хупларӗ, тӳпере ҫӑлтӑрсем вӑййа тухрӗҫ.

Долгие часы мы шли молча; наконец стемнело, и в небе стали загораться звезды.

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Им-ҫам сутуҫин историне итленӗ хушӑра эпӗ пур пек шыва тумлам хӑварми ӗҫсе ятӑм.

И, слушая про торговца пилюлями, я выпил последний глоток воды.

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Анчах эсӗ мана алла илентерсен пирӗн хушӑра ҫыхӑну тӗвви тӗвӗленет.

Но если ты меня приручишь, мы станем нужны друг другу.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пӗчӗк принц ун ҫине сӑнаса пӑхнӑ хушӑра хунарҫӑ ытларах та ытларах хӑйӗн кӑмӑлне кайма пуҫланине туйса илчӗ: этем мӗн тери тӗплӗн туса пырать хӑйне хушнӑ ӗҫе!

Маленький принц смотрел на фонарщика, и ему все больше нравился этот человек, который был так верен своему слову.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ку вӑл ҫав тери ерипен пулса иртетчӗ, тепӗр чух шухӑш ҫӑмхине сӳтнӗ хушӑра.

Он рассказывал об этом понемножку, когда приходилось к слову.

V // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Калаҫнӑ хушӑра ачасем ҫак паттӑр ҫынсен мӗнле пахалӑхсем пулмаллине геройсене характеристика панӑ.

В ходе беседы дети дали характеристику героям,какими качествами должны обладать эти мужественные люди.

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулти "Пысӑк ӗҫ ҫинчен калаҫни" занятине спецназовецсене халалланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3491057

Ҫав хушӑра пин километр ытла тӑсӑлса выртакан ҫӗрте летчиксем пур еннелле сарӑлса каякан вӑрмансене те кураҫҫӗ.

Почти все это время на протяжении более тысячи километров летчики видели уходящие во все стороны непроходимые леса.

Поляр ункинчен тропик патне самолетпа кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пароход ҫинче пынӑ хушӑра пассажирсем радио тӑрӑх Европӑпа та, Америкӑпа та калаҫма пултараҫҫӗ.

В течение всего перехода пассажиры могут по радио говорить и с Европой и с Америкой.

Европӑран Америкӑна // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пакша хыҫҫӑн ҫӳренӗ хушӑра эпир ҫул енне ҫухатнӑ курӑнать.

По-видимому, мы потеряли направление, когда побежали за белкой.

Эпир мӗн пирки аташса кайрӑмӑр // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑл леш пӳртре иксӗмӗр хушӑра пулса иртнӗ калаҫу ҫинчен пӗр сӑмахпа та асӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫапла, эпир пӑр касса вак тунӑ, хамӑр ҫурта ҫирӗплетсе лартнӑ, метеорологи хатӗрӗсене вырнаҫтарнӑ, мачта чиксе ун ҫине ялав ҫакнӑ хушӑра кун иртсе те кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унтан хам та хӗрсе кайрӑм, — унччен малтан эпӗ нихҫан та наукӑлла ӗҫсем ҫырман, ҫара практик кӑна пулнӑ, анчах халӗ хут ҫинче хамӑн шухӑшсене аталантарса пыма тытӑнтӑм: хӗрӗх ҫул ӗҫленӗ хушӑра манӑн интереслӗ сӑнавсем ҫителӗклӗ пухӑннӑччӗ…

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Спецгородок тунӑ хушӑра вӗсем хваттерте хулара пурӑнатчӗҫ, ӗҫлеме эпир вӗсене хамӑрӑн ҫуртсенчен пӗрине патӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫул ҫинче пынӑ хушӑра Николай Александровича вӑрманҫӑсен паянхи ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарма ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

Хунавран йывӑҫ ӳстермешкӗн сахал мар вӑй хумалла // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%85%d1% ... b9-%d1%85/

Вӑл ӗҫленӗ хушӑра хуҫалӑха виҫӗ хутчен ҫӗнӗлле йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех