Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хамӑр хушшӑмӑртан автоматчиксене те эпир ҫапла майпах вӗрентсе хатӗрлерӗмӗр (ун чухне пирӗн пӗтӗм отрячӗпе те вун-вуник автоматран ытла пулман).
Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫавӑнпа пирӗн хушшӑмӑртан часах ҫав чаплӑ хирурга нимӗҫсем патӗнчен вӑрласа килме хапӑл тӑвакан хӑюллӑ йӗкӗтсем тупӑнчӗҫ.Так что сейчас же нашлись смельчаки, решившие во что бы то ни стало выкрасть этого хирурга у немцев.
Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Хамӑн хушшӑмӑртан разведчиксем, минӗрсем уйӑртӑмӑр, ыттисене икӗ ушкӑна пайларӑмӑр.Выделили разведчиков, минёров, остальных разбили на две боевые группы.
Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Тӑнларӑм та паян (ну, паян мар ӗнтӗ — ҫӗркаҫ, у-у-у, вӑхӑчӗ те тӗпӗртеттерет кӑна иккен — ав, паҫӑрах ҫур ҫӗр иртсе иккӗмӗш сехет енне сулӑннӑ), бал-маскарадра сана, ну, пирӗн хушшӑмӑртан та поэт тухать иккен, тесе шухӑшласа илсеттӗм.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эпир пӗр-пӗринпе нихӑҫан та урлӑ илмен вӗт-ха, нихӑҫан чӑнласа тавлашса-ятлаҫман, нимӗнле кушак чупса иртмен пирӗн хушшӑмӑртан — хури те, ули те.Ведь мы с тобой не ссорились, не бранились, между нами никакая кошка не пробегала.
19 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
— Хамӑр хушшӑмӑртан нихӑшӗ те пӗрне-пӗри ан улталар тесе, эпир ҫурта ҫинче тупа тума пултаратпӑр.— Чтобы никто из нас не изменил друг другу, мы можем дать клятву на свечке.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хамӑр хушшӑмӑртан ун пек ӗҫе пӗлекен ҫын вӗрентсе ҫитериччен, Островнова завхозрах тытса усратпӑр.Пока не возрастим своего такого знающего, до тех пор будем держать Островного в завхозах.
38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
13. Сире те — ҫылӑхпа вилнӗскерсене, ӳтӗре кастарманскерсене — пирӗн пӗтӗм ҫылӑхӑмӑра каҫарса, Турӑ Христоспа пӗрле чӗртнӗ; 14. пире айӑплакан, пире хирӗҫ ҫырнӑ ҫырӑва Вӑл пирӗн хушшӑмӑртан илсе хӗрес ҫумне пӑталанӑ, пӑрахӑҫланӑ; 15. пуҫлӑхсенӗн, хӑватсенӗн вӑйне пӗтернӗ, Хӑй хӑвачӗпе ҫапла пурин умӗнче те ҫӗнтерсе вӗсене намӑса хӑварнӑ.
Кол 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Нумайччен сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Петр тӑнӑ та вӗсене ҫапла каланӑ: эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! эсир пӗлетӗр ӗнтӗ: Евангели сӑмахне суя тӗнлӗ ҫынсем ман чӗлхе-ҫӑвартан илтсе ӗненччӗр тесе, Турӑ малтанхи кунсенчех хамӑр хушшӑмӑртан мана суйласа илчӗ.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Пирӗн хушшӑмӑртан хӑшӗ-пӗрисем тупӑклӑх патне кайса пӑхрӗҫ те, хӗрарӑмсем каланӑ пекех пулнӑ, анчах Хӑйне курман, тенӗ.24. И пошли некоторые из наших ко гробу и нашли так, как и женщины говорили, но Его не видели.
Лк 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫынсем пурте хӑраса кайнӑ, вӗсем ӗнтӗ Турра мухтаса: пирӗн хушшӑмӑртан аслӑ пророк тухрӗ, Турӑ Хӑйӗн халӑхне хӑтарма килчӗ, тенӗ.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Израиль ывӑлӗсем Турӑ ҫуртне кайнӑ та Турӑран ыйтса ҫапла каланӑ: Вениамин ывӑлӗсемпе ҫапӑҫма пирӗн хушшӑмӑртан малтан кам тапӑнса тухать? тенӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иисус вилсессӗн, Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫаран ҫапла ыйтнӑ: ханаансене хирӗҫ пирӗн хушшӑмӑртан малтан кам тапӑнса тухать? тенӗ.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Леш яш ачасем ҫывӑрма выртиччен арӑм вӗсем патне ҫурт тӑррине улӑхнӑ та 9. каланӑ вӗсене: эпӗ пӗлетӗп — ку ҫӗре Ҫӳлхуҫа сире панӑ: эсир пире сехӗрлентерсе пӑрахрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте сирӗнтен хӑраса тӑраҫҫӗ; 10. эпир илтнӗ ӗнтӗ: эсир Египетран килнӗ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн умӑрти Хӗрлӗ тинӗс шывне мӗнле типӗтнине, Иордан леш енче аморрейсен икӗ патшине — Сигона тата Ога — эсир мӗн кӑтартнине, мӗнле тӗп тунине пӗлетпӗр; 11. ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн пирӗн чӗремӗрсем хавшаса ӳкрӗҫ, вара [пирӗн хушшӑмӑртан] сире хирӗҫ тӑмашкӑн никамӑн та хал тупӑнмарӗ: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Турӑ пулса тӑрать-мӗн; 12. апла Ҫӳлхуҫа [Туррӑр] ячӗпе ман умра тупа тӑвӑр: эпӗ сире ырӑ тунӑ пек, эсир те манӑн аттем килне ырӑ тума пулӑр, 13. манӑн аттемпе аннеме, пиччем-шӑллӑма, аппам-йӑмӑкӑма тата вӗсен мӗнпур кил-йышне чӗрӗ халлӗн хӑварӑпӑр, пирӗн чунӑмӑра вилӗмрен хӑтарӑпӑр тесе мана шанчӑклӑ паллӑ парса шантарӑр, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1