Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушшунтан (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
11. Ҫавӑ кун унчченхи пек тӗрлӗ ӗҫӳпе Ман умӑмра ҫылӑха кӗрсе, эсӗ хӑвна ху намӑс кӑтартмӑн: ун чухне Эпӗ санӑн чапупа мухтанакансене сан хушшунтан кӑларса ярӑп, Манӑн таса тӑвӑм ҫинче текех мухтанаймӑн вара.

11. В тот день ты не будешь срамить себя всякими поступками твоими, какими ты грешил против Меня, ибо тогда Я удалю из среды твоей тщеславящихся твоею знатностью, и не будешь более превозноситься на святой горе Моей.

Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ҫав кун акӑ епле пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа: санӑн хушшунтан ҫар учӗсене пӗтерсе, ҫар ураписене ҫӗмӗрсе тухӑп, 11. санӑн ҫӗрӳнти хуласене аркатӑп, хӳме хӳсе ҫавӑрнӑ хӳтлӗхӳсене пурне те ишсе антарӑп, 12. санӑн аллунтан асам ӑсталӑхне туртса илӗп, пӗлӗтсене пӑхса юмӑҫ яраканӗсем те пулмӗҫ санӑн; 13. санӑн хушшунтан хӑв пуҫҫапакан суя турӑсен кӗлеткисене тата йӗрӗхсене пӗтерӗп, эсӗ вара текех хӑвӑн аллу тунӑ япаласене пуҫҫапмӑн.

10. И будет в тот день, говорит Господь: истреблю коней твоих из среды твоей и уничтожу колесницы твои, 11. истреблю города в земле твоей и разрушу все укрепления твои, 12. исторгну чародеяния из руки твоей, и гадающих по облакам не будет у тебя; 13. истреблю истуканов твоих и кумиров из среды твоей, и не будешь более поклоняться изделиям рук твоих.

Мих 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Эй Вифлеем-Ефрафа, эсӗ Иудӑн пин-пин ҫынлӑ хулисенчен кӗҫӗн-им вара? сан хушшунтан Ман валли Израильре Патша пулаканӗ ҫуралӗ, Вӑл чӑн пуҫламӑшӗнчен, ӗмӗрхи кунсенчен тухӗ.

2. И ты, Вифлеем-Ефрафа, мал ли ты между тысячами Иудиными? из тебя произойдет Мне Тот, Который должен быть Владыкою в Израиле и Которого происхождение из начала, от дней вечных.

Мих 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ултавлӑ суту-илӳ ӗҫӗнче тӗрӗсмарлӑх туса тултартӑн, ҫапла сӑваплӑ вырӑнусене ирсӗрлерӗн; санӑн хушшунтан Эпӗ вут кӑларӑп, ҫавӑ ҫунтарса ярӗ те сана: хӑвна курса тӑракансем умӗнче Эпӗ сана ҫӗр ҫинчи кӗл тӑвӑп.

18. Множеством беззаконий твоих в неправедной торговле твоей ты осквернил святилища твои; и Я извлеку из среды тебя огонь, который и пожрет тебя: и Я превращу тебя в пепел на земле перед глазами всех, видящих тебя.

Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех