Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушшинчен (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йывӑҫсем хушшинчен шап-шурӑ кӗпе вӗлтлетни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса сӗтел хушшинчен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тихон Иванович сӗтел хушшинчен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Проза вӑл, пӗр ҫырма тытӑнсан, сӗтел хушшинчен тухмасӑр, ниҫталла пӑркаланмасӑр ларма хушать.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

— Ӑхӑ, савӑт тетӗр-и? — хайхи мучи ҫынсем хушшинчен маларах тухать.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

«Пӑрҫа паттӑр» юмах оригиналӗнче: Хӗр сукмакпа пынӑ чухне сӗлӗсем хушшинчен пӗр пӑрҫа хӑмӑлӗ курать.

В оригинале сказки «Пырзя-батыр» читаем: девушка идет по тропинке и вдруг среди овса «видит стебелек гороха»(«пӗр пӑрҫа хӑмӑлӗ курать»).

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Халӑх пултарулӑхӗн участникӗсем хушшинчен талантлӑ писательсем, художниксем, музыкантсемпе артистсем тухӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Вара ташланӑ хыҫҫӑн сӗтел хушшинчен тухса сӗтел умне кукленсе ларса пуҫ ҫапмалла пиллӗкӗн, улттӑн.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Пӗрин хушшинчен сасартӑк хут листи сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Кирилл сӗтел хушшинчен тӑрса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Вӗсем паян хӑйсен хушшинчен виҫҫӗшне каллех инҫе ҫула ӑсатаҫҫӗ: таҫта, тахӑш ҫӗре — торф кӑларма, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑйлӑ ҫӑлкуҫлӑ сулхӑн вар хушшинчен тухакан юпсем Сурӑм шывӗн таппи пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Куҫ хупанкисем хушшинчен икӗ кӗмӗл ҫип хӗсӗнсе тухрӗ, варринелле туртӑнса чӑмӑртанчӗ, пит тӑрӑх чупса кайрӗ, ҫунӑхса тӗлкӗшекен тута хӗррине лексе ҫатӑрах чӗпӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Юлашкинчен, хӗрӗн вӗтелекен куҫне текех тӳссе лараймасӑр, сӗтел хушшинчен сиксе тӑчӗ те пӳртрен тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Чан та, такамӑн транзисторӗ вальс янраттарса ячӗ те, сӗтел хушшинчен тухнӑ хӗрпе каччӑ алӑк патӗнчерехри пушӑ вырӑнта ҫаврӑнкалама та тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

— Вӗсем-и? — Николаев сеялкӑран вӑрлӑх ывӑҫласа илет те ӑна шӑршласа пӑхать, унтан пӳрнисем хушшинчен каялла юхтарать.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Кӑлтӑрмач пек хутланса ӳксе, ҫӗрте йӑваланчӗ, ахлатрӗ, хӗстерсе лартнӑ куҫ хупанкисем хушшинчен сӑрхӑнса тухакан куҫҫульпе тӑпрана йӗпетрӗ Пахом Петрович.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Павӑл, сӗтел хушшинчен тухса, пирус тивертсе ячӗ, анчах ӑна пӗрре ӗмсе илсенех кӑмака ҫӑварне печӗ те: — Каяс пуль, анне, клуба, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Йывӑҫ вуллисемпе кантӑксем ҫинче тачка ҫӗр сӑхса илме ӗлкӗреймен шыв кӳлленчӗкӗсен ҫути вылять, хӗвел ӑшшинче хускалмасӑр ларакан улмуҫҫисемпе ҫырла тӗмӗсем хушшинчен палӑри-палӑрми пӑс ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫавӑнпа та Аннушкин ҫуртсем хушшинчен тухсанах йытӑ ҫурине аллине илет те ҫул урлӑ каҫса тепӗр квартала кӗрсен тин ҫӗре ярать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех