Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушши сăмах пирĕн базăра пур.
хушши (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ ҫул хушши хӗсметре тӑрса эпӗ чылай професси алла илтӗм, анчах чим, васкас мар-ха, йӗркипе каласа каяс.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Ватӑ ҫын мӗнле васкать, пачӑшкӑ та ҫавӑн пекех хыпаланса алтаре кӗрсе кайрӗ те хӑйӗн тӗрлӗ-тӗрлӗ тумне майларӗ: стихарь ҫийӗн сулахай хулпуҫҫи урлӑ орарьне ҫакса хӳрисене пӗрне ҫурӑм ҫине, теприне мал енне меллӗн вырттарчӗ, нумай ҫул хушши усӑ курнипе кивелнӗ, анчах ылтӑн эрешне ҫухатман «поручи» текеннипе ал сыппине сӑрса ылтӑн тӗслӗ вӑрӑм кантрапа ҫирӗплетсе пӗтӗрчӗ те пуҫӗ ҫине куфья тӑхӑнса васкамасӑр кадила ӑшӗнчи тӗтӗм кӑларакан катӑксене шӑрпӑкпа чӗрте пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Джинсӑн хыҫалти кӗсйинчен тарпа нӳрленме ӗлкӗрнӗ пилӗк тенкӗлӗх укҫана кӑларса аллинчен вӑр-вар тыттартӑм манӑн пурнӑҫ урапин ямшӑкне: «Пилӗк минут хушши кӗт те, кайран кайма пултаратӑн», — тесе университет ҫуртне чупса кӗрсе кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Нумай вӑхӑт хушши ларчӗҫ ҫапла.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Чылай вӑхӑт хушши ним тума аптраса тӑчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Пит куляннипе виҫӗ кун хушши ҫу кунӗнчех шӑрӑхра вӗриех мар кӗлетре сулхӑнта аташса выртрӗ те вилсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Собора 54 ҫул хушши хӑпартнӑ.

Собор строился на протяжении 54 лет.

Сӑваплӑ Стефан базилики // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D3% ... 0%BA%D0%B8

Апла пулин те вӑл темиҫе ӗмӗр хушши ислам тӗнӗ сарӑлнине чарса тӑма, хӑйӗн христиан тӗнне тата политикӑлла никама пӑхӑнманлӑхне упраса хӑварма пултарнӑ.

И тем не менее ей в течение долгих веков удавалось сдерживать исламское наступление и сохранять своё христианство и свою политическую независимость.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Ҫӗнӗ патшалӑхӑн XVIII династийӗ вӑхӑтӗнче Нуби, Нилӑн тӑваттӑмӗш тата пиллӗкмӗш шарлакӗсем таранах, Египета пӑхӑнса тӑнӑ, тата тепӗр пилӗ ӗмӗр хушши вӑл Куш патша ывӑлӗ ятлӑ фараон наместиникӗсене пӑхӑннӑ.

Нубия, вплоть до четвёртого и пятого порога Нила, была включена в состав Египта при XVIII династии Нового царства и на пять веков подчинена наместникам фараона, носившим титул царский сын Куша.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Пирӗн ялпа Крахъян ӳснӗ ял хушши инҫе мар, пурӗ те виҫӗ ҫухрӑм кӑна, пӗлетпӗр кам мӗнле пурӑннине.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Португали 1868 ҫултанпа темиҫе тапхӑр хушши Мадейра валли ятарлӑ почта маркисем кӑларнӑ.

Португалия выпускала специальные почтовые марки для Мадейры в течение нескольких периодов с 1868 года.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Вуншар ҫул хушши эртелпе тунӑ ӗҫе пӗччен тума пултаракан машинӑшӑн пурте савӑнар.

Куҫарса пулӑш

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Темиҫе сехет хушши кӗрленӗ ҫулӑма аран чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Индири паллӑ туйӑм энциклопедийӗ — Камасутра — виҫӗ пин ҫул хушши пухнӑ пӗлӳпе опыт чӑмӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нумай та шухӑшламарӗ, Дорофей Матвеевич сиксе тӑчӗ, унтан каллех ларчӗ, аллипе сухалне шӑла-шӑла илчӗ, куҫне хупса хускалмасӑр самай вӑхӑт хушши ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫапӑҫу темиҫе кун хушши пынӑ.

Битва продолжалась в течение нескольких дней.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Выҫса ҫитнӗ пек, шывсӑр чылай вӑхӑт хушши аптранӑ хыҫҫӑн ӗҫсе тӑранма ӗмӗтленнӗ пек пӑхрӗҫ пӗр-пӗрин ҫине, мӗн-тӗр курмасӑр, асӑрхамасӑр юласран хӑранӑн куҫӗсене те мӑчлаттармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акӑ сана та ҫирӗм пилӗк ҫул хушши салтакра сыхларӑмӑр, тӑван кил-ҫуртна та салатмарӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Ҫирӗм пилӗк ҫул хушши хӗсметре асапланса хӑйӗн урисем валли атӑ илсе те тӑхӑнайман тейӗҫ ялта.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Ҫирӗм пилӗк ҫул хушши хӗсметре тӑнӑ Ӑраман тинех тӑван килне таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех