Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушсах (тĕпĕ: хуш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла майпа вӗсем, ҫамрӑк «предпринимательсем», пус ҫумне пус хушсах учебниксем, хут-кӑранташ туянмалӑх та, лавкара тутанса пӑхмалӑх пӗремӗк илме те укҫа тукалатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах эс ӑна ан пӑх, Тукай ӗмпӳ, мана ӗҫ хушсах тӑр…

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫапах та эс мана, Левентей, паянтан пуҫласа йывӑртарах ӗҫ хушсах тӑр-ха.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем халӗ ыйтнӑ ҫеҫ мар, ӳкӗтленӗ ҫеҫ те мар, императорӑн ватӑ гвардине ҫапӑҫӑва кӗртме кирлӗ тесе хушсах каланӑ.

Они уже не просили, не уговаривали, а требовали послать в бой старую императорскую гвардию.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Тӑрах, — хушсах тӑратрӗ Сергей.

Вставай, — распоряжался Сергей.

V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Ҫыру вӗҫнелле ыйтни илтӗнмен, хушсах каланӑ.

Кончалось письмо уже не просьбой, а в повелительном тоне.

LIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Халӗ ӗнтӗ ҫывӑрмалла, ҫывӑрмалла, — хушсах каларӗ Мария Александровна, хӑй ёлка ҫинчи ҫуртасене сӳнтерчӗ.

— А теперь спать, спать, — решительно сказала Мария Александровна и погасила свечи на елке.

Чее сӗтел // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Тухтар та Элентей патне пымасӑр юлмасть, вӑл вара ыттисем калаҫнине мӑштах итлесе ларать, хӑй сӑмах хушсах каймасть.

Приходит к Элендею и Тухтар, но он больше слушает других, чем говорит сам.

XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Турра ӗненесси пирки мар, Акимушка, вӑл сана кирлӗ мар, — хушсах хӑварнӑ Куҫма.

Ну, что касаемо веры церковной, она тебе, Акимушка, ни к чему, — спохватился Кузьма.

Ӗмӗрхи депутат // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Хӑшпӗр чух Томӑн шанчӑкӗ ҫунат хушсах ҫӳле ҫӗкленчӗ, ун пек чух вӑл хастарланса та чӑрсӑрланса хӑйӗн значокӗсене комодран кӑларчӗ, тӗкер умӗнче вӗсене ҫаклатса пӑхрӗ.

Иногда судья подавал надежды — и настолько, что Том вытаскивал все свои регалии и любовался на себя в зеркало.

22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ку таранччен нихӑҫан та никамӑн юбилейӗпе ҫыхӑннӑ мероприятиӗнче те пит сӑмах хушсах курманччӗ пулмалла-ха эп.

Куҫарса пулӑш

Юбилеюпа сана, Атнер пичче! // Николай Лукианов. https://chuvash.org/content/4710-%D0%AE% ... B5%21.html

— Участок милиционерӗсене хушсах тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫлемен ӗҫ — тӗплемен витре // Н.Краснов. «Капкӑн», 1987, 10№

6. Ҫакна эпӗ хушсах каламастӑп, ӑс парса анчах калатӑп.

6. Впрочем это сказано мною как позволение, а не как повеление.

1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Хӑйӗн ашшӗ Манассия ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашланнӑ пулсассӑн, ку йӑвашланма пӗлмен; пачах урӑхла, Амон хӑйӗн ҫылӑхӗсене хушсах тӑнӑ.

23. И не смирился пред лицем Господним, как смирился Манассия, отец его; напротив, Амон умножил свои грехи.

2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Унтан каланӑ: Симӑн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ; Ханаан Симӑн чури пулӗ; 27. Турӑ Иафет йӑхне хушсах пытӑр, вӑл Сим чатӑрӗсене кӗрсе вырӑнаҫтӑр; Ханаан унӑн чури пулӗ, тенӗ.

26. Потом сказал: благословен Господь Бог Симов; Ханаан же будет рабом ему; 27. да распространит Бог Иафета, и да вселится он в шатрах Симовых; Ханаан же будет рабом ему.

Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех