Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушмасӑрах (тĕпĕ: хуш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Никам хушмасӑрах шӑв-шав лӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем патне никам хушмасӑрах Укань йӑпӑртатса чупса пычӗ:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимун хӑй те никам хушмасӑрах правлени еннелле кайса килесшӗнччӗ, анчах темшӗн тытӑнсарах тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫамрӑксем хӑйсем те такам хушмасӑрах, хӑйсен пуҫарӑвӗпе, хавхаланӑвӗпе уявсенче, канмалли кунсенче тупӑшусем йӗркелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт – пурнӑҫ йӗрки // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%81%d0%b ... %ba%d0%b8/

Вӑл палланӑ мучие сӑмах хушмасӑрах ирттерсе ярас тесе чӑматан ҫинче пуҫне усарах ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Турӑҫӑм, нивушлӗ урӑх кураймастӑп эпӗ ӑна… Нивушлӗ манпала сӑмах хушмасӑрах тухса кайӗ? Пулӑшсам, турӑҫӑм. Ҫитес вырсарникун тата хаклӑрах ҫурта лартӑп», — хӑй тӗллӗн пӑшӑлтатрӗ Лукарье.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваттисем никам хушмасӑрах кӳршӗ ялсене кайса ҫӳрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр хушмасӑрах ҫапла калама пулать: кунти вӑрман ҫавнашкал илемлӗ те пуянни пуринчен ытла Палюк мучи тӑрӑшнипе пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Утарта // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 49 с.

Сӑмах хушмасӑрах тухса утрӗ учитель.

Куҫарса пулӑш

Сӑмахпа кӑмӑл // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85–87 с.

Сахруна ку питех те кӑмӑла кайрӗ — ывӑлӗ никам хушмасӑрах хӑва касма килнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку усал хыпар яла сарӑлсан ҫынсем никам хушмасӑрах хӑйсен пуссисене, арпалӑхӗсемпе мунчисене тӗрӗслерӗҫ, ниҫта та ун пек-кун пек япала тупӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Санитар Крапивин хушмасӑрах айккине пӑрӑнчӗ, Телегина, лайӑхрах ҫыхса яма тесе, пӳрте илсе кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Е эпӗ ӑна хамах, эс хушмасӑрах

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗҫ-вӗҫ пуҫланас савӑнӑҫа кӗтсе, ҫенӗкренех ихиклетсе кӗрекенскер, кӑмака хыҫӗнчен кӑнтарса таракан револьвера курсан, милиционер ҫӑварне карнӑ халлӗнех хытса кайрӗ, никам хушмасӑрах аллине ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑмах хушмасӑрах урампа анаталла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Партизансем никам хушмасӑрах пурте ҫӗлӗкӗсене хыврӗҫ.

Партизаны без чьего-либо приказа сняли головные уборы.

Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Лартнӑ хыҫҫӑн вӑл, хушмасӑрах, вӗсене кашни кун, ир те каҫ та шыв сапатчӗ, кӑнтӑрла, хӗвел пӗҫересрен, хупах ҫулҫисемпе витетчӗ.

Рассаду он без напоминаний поливал каждый день утром и вечером, днём накрывал от солнца лопухами.

Улмуҫҫи // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ырӑ каҫ, тутлӑ тӗлӗк сунӗ те хӗре, урӑх ним сӑмах хушмасӑрах, таплаттарӗ-и килнелле Никандр?

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вара сухалсӑрри сӑмах хушмасӑрах хир чӑххине илет те унӑн тӗкне иртме тытӑнать.

Тогда безбородый молча взял дрофу и стал ее ощипывать.

Виҫӗ сунарҫӑ // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 40–44 с.

Никам хушмасӑрах Ангелина Семёновна Мелике вырӑн ҫине тирпейлесе вырттарчӗ.

Ангелина Семеновна уложила Веника в постель, хотя никто ей этого не советовал.

Кӗтмен экзамен // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех