Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутӗнче (тĕпĕ: хут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ятӗнче театр икӗ хутчен кӗл ӑшӗнчен феникс евӗр ҫӗкленнине палӑртнӑ — пӗрремӗш хутӗнче пушарӗ хыҫҫӑн, иккӗмӗш хутӗнче судра тавлашусем иртнӗ хыҫҫӑн.

В названии отражено то обстоятельство, что театр дважды подымался как феникс из пепла — первый раз после пожара 1774 года и второй после судебных баталий.

Ла Фениче // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0_% ... 1%87%D0%B5

Апла пулин те тикӗт курӑкне вӗсем икӗ хут тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе улӑштарма пултарнӑ, анчах виҫҫӗмӗш хутӗнче ӗҫ тухман — 13 матрослӑ кимме португалсем арестленӗ.

Тем не менее удалось совершить два обмена продовольствия на гвоздику, но на третий раз удача покинула их и лодка с 13 матросами была арестована португальцами.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Законсене питӗ лайӑх пӗлекен Иван Петрович ку хутӗнче ытла та кулӑшла сӗнӳ панӑ:

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Иртнӗ хутӗнче тӗл пулсан…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫапӑҫусенче Монтекассино аббатлӑхне, Нурсири Бенедикт анӑҫри мӑнахсен канонӗсене йӗркеленӗ ҫӗре, тӗппипех аркатнӑ (ҫакӑ асӑннӑ мӑнастире пӗрремӗш хут аркатни пулман, унсӑр пуҫне, сарацинсем аркатнӑ хыҫҫӑн ӑна сахалтан та икӗ хут тӑшман туртса илнӗ, ҫав шутра пӗр хутӗнче ун ҫине Наполеон ҫарӗ тапӑннӑ).

В ходе боёв древнее аббатство Монте-Кассино, где Бенедикт Нурсийский сформулировал каноны западного монашества, было полностью разрушено (хотя это был не первый случай разрушения данного монастыря и после разрушения сарацинами, его захватывали по меньшей мере, ещё дважды, причём один раз монастырь брала армия Наполеона).

Монтекассино // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Ратушӑн пӗрремӗш хутӗнче хулан тӗп пайӗн аталанӑвне кӑтартакан Ганноверӑн тӑватӑ моделӗ пур.

На первом этаже ратуши находятся четыре модели Ганновера, отражающие развитие центральной части города.

Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)

Ку хутӗнче Венюк хӑю ҫитерчӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ку хутӗнче кулиса хыҫне Хӗлипе те чӗнтӗм.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ку хутӗнче Таня пирӗнпе апат шырама кайма килӗшмерӗ, анчӑксенчен хӑрани ҫине йӑвантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Вӑхӑт машинине ку хутӗнче те каялла ҫавӑрттарса илес килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Ку хутӗнче тӗрлӗ ӗҫрен темшӗн час пушанаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

Ку хутӗнче те ҫаплах пулчӗ: парламент сасӑсен пысӑкрах шучӗпе 50%-лӑ ҫӑмӑллӑха ҫирӗплетекен саккун проектне ырларӗ.

Куҫарса пулӑш

50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i

Ку хутӗнче те ҫурҫӗр иртсе кайнине сисмерӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ку хутӗнче йывӑҫ ҫине ҫапнӑ клишене сӗтел ҫине ывӑтмарӗ, кӑшт куларах алӑран тыттарчӗ, ыран ҫуралнӑ кунӗ пулнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Нускисене шутлама тӑрсан, пӗр хутӗнче — пиллӗк, тепринче ҫиччӗ тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче строительсенчен тӑрса юлнӑ ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ чухне, — пулса иртнине тӗплӗнрех палӑртма тӑрӑшса-ши е кӑмӑлӗ питех маррипе-ши, — васкамасӑр ҫырчӗ вӑл:

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ку хутӗнче вӑл мана асӑрхаттарма-ятлама пултарайманнишӗн савӑнса Ирина Алексеевна патне чупсах васкарӑм, — ура сӑнчӑртан ҫакланчӗ, — ун умне, ури патне, хӗвелре ӗнтӗркенӗ ӑман пек, тӑсӑлса выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Суятӑн-юптаратӑн, виҫҫӗмӗш хутӗнче сана палламасӑр тӑма пултарайман вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗр каҫхине ҫакӑн пек ҫутӑ лампа ялкӑшӑвӗ Ирина Осипова ӗҫлекен строительство компанийӗ ҫӗклекен ҫуртӑн виҫҫӗмӗш хутӗнче, пулас хӑна ҫурчӗн икӗ пӳлӗмлӗ номерӗнче, чылайччен сӳнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Енчен чӑнахах та анне патне ҫыру яратӑрах пулсан, эпӗ пулас ҫуртӑн чи ҫӳллӗ хутӗнче ӗҫлени ҫинчен, тархасшӑн, ан ҫырӑр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех