Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутшӑнмасан (тĕпĕ: хутшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уявсене хутшӑнмасан аван, вӑя ан тӑкаклӑр.

Оградите себя от праздного общения. Не тратьте зря энергию.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Ку ӗҫе пирӗн хутшӑнмасан та юрать те-ха, ҫапах та тӗрӗсне пӗлес килет.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вырӑссем кансӗрлеҫҫӗ имӗш ӑна тӑп пурӑнма, эпир хутшӑнмасан хан княҫсемпе ним чухлӗ те хирӗҫмелле мар…

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслисен калаҫуне хутшӑнмасан та юрать.

Моду взял во взрослый разговор лезть! —

«Правда» номерӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 39–45 с.

Тепӗр 5 минутран казак лаши ҫине утланса ларнӑ Калугин (учӗ ҫине вӑл каллех темӗнле, уйрӑммӑнах казакла утланнӑ, ҫапла утланни адъютантсене пурне те уйрӑммӑнах кӑмӑла кайнине асӑрханӑ эпӗ) генерал хушнӑ тӑрӑх, вӑл панӑ хӑш-пӗр приказанисене кирлӗ ҫӗре ҫитерес шутпа тата ҫапӑҫу мӗнпе вӗҫленнине татӑклӑн пӗлсе килес тесе, бастиона юрттарчӗ; ҫапӑҫу ҫывӑхрах иккенне пӗлсе тӑракан ҫын, хӑй ҫав ҫапӑҫӑва хутшӑнмасан та, хытӑ пӑлханать, Гальцин князь та, ҫавӑн пекех пӑлханса, урама тухрӗ те, пӗр тӗлсӗр-мӗнсӗр каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳреме тытӑнчӗ.

Через пять минут Калугин сидел верхом на казачьей лошади (и опять тон особенной quasi-казацкой посадкой, в которой, я замечал, вес адъютанты видят почему-то что-то особенно приятное) и рысцой ехал на бастион, с тем чтобы передать туда некоторые приказания и дождаться известий об окончательном результате дела; а князь Гальцин, под влиянием того тяжелого волнения, которое производят обыкновенно близкие признаки дела на зрителя, не принимающего в нем участия, вышел на улицу и без всякой цели стал взад и вперед ходить по ней.

5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Ҫӗнӗ сывлӑш пула тӑмасан, пӗр-пӗринпе хутшӑнмасан, пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре куҫса ҫӳремесен, сывлӑш ҫӗр ҫинче витрери пӗр хускалмасӑр тӑракан шыв пек пӗр тапранмасӑр тӑрӗччӗ.

Если бы газы не делались новые, не смешивались бы с другими, не переменялись бы, то воздух бы стоял над землею и не шевелился бы, как вода в ведре, когда она устоится.

Сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

— Сирӗн хутшӑнмасан та юратчӗ, Степан Василич… — терӗ вӑл.

— Тебе, Степан Василич, не надо бы…

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Кунта эпӗ комендант, санӑн ман ӗҫе хутшӑнмасан та юрать.

Я здесь комендант и прошу не вмешиваться.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хама ӗҫкӗ вӑхӑтӗнче хӗрлӗармеецсем вӗлерме тӑман пулсан, эпӗ восстание хутшӑнмасан та пултарнӑ.

Ежли б тогда на гулянке меня не собирались убить красноармейцы, я бы, может, и не участвовал в восстании.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эсӗ кунта хутшӑнмасан та юрӗччӗ, Ксения Корнеевна, сан ӗҫ мар ку, — терӗ Егор, — ҫиллине аран тытса чарса.

— Ты бы уж не мешалась не в свое дело, Ксения Корнеевна, — с еле сдерживаемой яростью сказал Егор.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Сирӗн, Марко чорбаджи, ҫак киревсӗр ӗҫе хутшӑнмасан та юрать.

— А вам, чорбаджи Марко, лучше бы не вмешиваться в то грязное дело.

VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсем суту-илӗве хутшӑнмасан эпир металлсӑрах тӑрса юлатпӑр вӗт.

Они на торги не явятся, и мы останемся без металла.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех