Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутшӑнайман (тĕпĕ: хутшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗм ял ӗҫкӗ-ҫикӗре чух вӑл кӑна вӗсемпе хутшӑнайман: никампа та тӑван-пӗтенлӗ мар…

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

…1812 ҫулах француз эшкерӗсене хирӗҫ ҫапӑҫакансемпе хутшӑнайман пуль-ха чӑваш каччисем.

Пожалуй, чувашские парни не сразу вступили в бой с французами.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫак ҫулхи Курултая Иванов, шел пулин те, хутшӑнайман, мӗншӗн тесен хӑйне экстремизмшӑн айӑпланине пула вӑл Европа судне ӳпкев (жалоба) ҫырассипе ӗҫлет.

Иванов не смог посетить нынешний Курултай, так как он работает над жалобой в Европейский суд по правам человека в связи с нашумевшим обвинением в экстремизме.

Чӑвашсем Казахстанра иртнӗ пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен ассамблеине кайса килнӗ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

Ҫавӑнпа вӗсем «слоуп-стайл» ӑмӑртӑвне хутшӑнайман.

Поэтому они не смогли принять участие в соревнованиях «слоуп-стайл».

Лана Прусакова АПШра кӗмӗл медале тивӗҫнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/28095.html

Ҫтаппан арӑмӗ Татьяна пӳлӗхҫӗрен иртеймен, пурнӑҫри хӗрӳ ӗҫсене хутшӑнайман пулсан, Анукпа Кӗтерук иккӗшӗ те чӑн-чӑн кӗрешӳҫӗ-революционерсем, вилессе те этем тивӗҫне упраҫа, сӑхӑ тӑшманпа куҫа-куҫӑн кӗрешсе вилеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Донӑн икӗ хӗррипе тӗллӗн-тӗллӗн юр хывса кайнӑ симӗсрех пӑр ҫирӗпленсе пырать, ун айӗпе юхӑмпа хутшӑнайман шыв кӑпӑкланса явкаланать, шыв варринчен леререхре, хура ҫыртан ҫӑлкуҫӗсем палкаса юхса выртакан ҫыран хӗрринерехре, хаяр та ӑмсануллӑ пысӑк авӑр шурӑ юрпа шӑлланса выртать, ун тӑрӑх хӗл каҫма кунтах юлнӑ кайӑк кӑвакалӗсем чӑмкаласа ҫӳрени хура пӑнчӑсем евӗр курӑнать.

По краям зеленоватый, в снежных переносах, крепнул лед, под ним ластилась, пузырилась не захваченная стременем вода, а подальше середины, к левому берегу, где из черноярья били ключи, грозная и манящая, чернела полынья в белых снежных заедях; по ней черными конопушками переныривали оставшиеся на зимовку дикие утки.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак ӑмӑртӑва культурӑллӑ ҫӗршывсем пурте тенӗ пекех хутшӑннӑ, пӗр вырӑссем ҫеҫ хутшӑнайман.

В этом состязании участвовали почти все цивилизованные страны, и только не было русских,

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавна пула халӑхсен съездне пур халӑх ҫынни те хутшӑнайман.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Малалла тупӑшӑва хутшӑнайман ентешсем – двигатель ӗҫлеме пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тусанпа хӑйӑр ӑшӗнче // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех