Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутсӑр (тĕпĕ: хут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Радиовещанипе телевиденири партин подручнӑйӗсем хӑйсен тивӗҫне ҫакӑнта кураҫҫӗ: хӑватлӑ хӗҫ-пӑшалӑн, вӑйлӑ рупӑрӑн, «хутсӑр тата инҫете ҫитекен хаҫатӑн» тата сенкер экранӑн пысӑк майӗсемпе усӑ курса, пӗтӗм пултарулӑхпа ӗҫ ҫыннисене коммунизм строительствинче ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ӳсӗмсем тума хавхалантармалла, хальхи вӑхӑтри геройсен ӗҫӗпе пурнӑҫне уҫӑмлӑн та витӗмлӗн кӑтартмалла, Тӑван ҫӗршыва коммунизм патне ҫывхартма пулӑшса пымалла, халӑх ырлӑхӗшӗн парти хушнӑ тата чӗре сӗннӗ пек пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Эсир тӑвакан хутсӑр тата «инҫете ҫитекен хаҫат» чаплӑ ӗҫ пулать.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Хулана тухма ирӗк пани ҫинчен ӗнентерекен хутсӑр никама та шкул тулашне кӑлармалла мар.

Без увольнительного билета — ни одного шага.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сенька, васкамасӑр, кӗсйинчен пӗр ывҫӑ хутсӑр канфет кӑларчӗ те хӑй ҫӑварне чикрӗ.

Сенька достал из кармана горсть леденцов и высыпал их себе в рот.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Сӗтел варринче хӗрлӗ чернилӑн вараланчӑкӗ хӗрелсе выртать; пӑнчӑ ҫывӑхӗнче сӑрхӑнтарса типӗтмелли хутсӑр тимӗр пресс-папье пур.

Посреди стола виднелось большое красное чернильное пятно; начальник нервно вертел между пальцами металлическое пресс-папье без промокательной бумаги.

19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Уроксем хыҫҫӑн эпӗ Шишкин патне кӗтӗм те ун пирки манӑн Ольга Николаевнӑна суймалла пулни ҫинчен каласа патӑм, вӑл тата шкула каяс вырӑнне хула тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳрени ҫинчен калама тытӑнчӗ, мӗншӗн тесен вӑл амӑшне каласа пама хӑранӑ, шкула амӑшӗ ҫырса панӑ хутсӑр пыма пултарайман.

После занятий я зашел к Шишкину и рассказал, что мне пришлось из-за него Ольге Николаевне соврать, а он стал рассказывать, как бродил целое утро по городу, вместо того чтоб пойти в школу, потому что побоялся признаться маме, а без записки тоже не мог явиться в школу.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Командировочнӑй хутсӑр кайма ҫук, анчах райисполком работникӗсене кӗтсе илес пулсан — поездран кая юлас пулать, курса вӑхӑтра ҫитейместӗн.

Ехать без командировочного удостоверения нельзя, а дожидаться работников райисполкома — значит не попасть на поезд и опоздать к открытию курсов.

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хутран-ситрен кӑна ҫӳрекен поездсем иртсе кайнӑ вӑхӑтра вокзал пӗтӗмпех вагон ҫине ларакан, пурне те тума пултаракан комисси аллине кӗрсе ӳкет, ҫак комисси панӑ хутсӑр перрон ҫине пӗр ҫын та тухма пултараймасть.

Вокзал в часы отхода редких поездов находился во власти всемогущей посадочной пятерки; без пропуска посадкома никто не имел права выйти на перрон.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Порта ятарласа панӑ хутсӑр кӗртмеҫҫӗ.

Туда уже нельзя было пройти без специального разрешения.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех