Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутнӑ (тĕпĕ: хут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эп хам та хутнӑ чух хутатӑп, хутман чух ҫук.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Кӑмака хутнӑ е вучахра апат пӗҫернӗ вӑхӑтра кӑвар ӳкернӗ пулӗ те… вӑт сана пушар.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вут-ҫулӑмпа сӳрӗк кӑмӑллӑ тыткаланма чарӑнӑр, кӑмака хутнӑ чухне кӑмака умне хумалли листпа усӑ курӑр, электрооборудование эксплуатациленӗ чухне электрооборудование ытлашши ан тултарӑр, приборсем мӗнле шайра пулнине сӑнаса тӑрӑр.

Не допускайте халатного обращения с огнем, при топке печи используйте предтопочный лист, при эксплуатации электрооборудования не перегружайте электросеть, следите за состоянием приборов.

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнмалла // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kh-rushs-rl- ... la-3481670

Пӗррехинче манӑн чип-чипер кӑмака сасартӑк ӑвӑс вутти хутнӑ хура мунча пек мӑкӑрланма тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукрашка // Апаш ачи. «Капкӑн», 1970. — 4№ — 3 с.

Хутнӑ кӑмакана та тимлӗхсӗр хӑвармалла мар.

Куҫарса пулӑш

Правилӑсене ҫирӗпрех пӑхӑнмалла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11980 ... -kh-nmalla

Хутнӑ мунчара выртса ҫывӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тилли Куҫми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗр йӑмри тӗлӗнче курӑс хутнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Тап-таса ҫуса тасатнӑ урайӗ хутнӑ кӑмакаран халӗ ҫеҫ кӑларнӑ сарӑ чӑкӑта аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫулла, тырӑ вырма тухиччен, ҫӑка касса хутнӑ, хуп сӳнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пирӗн хутнӑ пулсан, эпӗ пырса систерӗп е Уҫкана ярса чӗнтерӗп, — терӗ Ваҫли.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хамӑр калашле, сирӗн хутнӑ пулсан, эсӗ килсе калатӑн.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ вӑранса пӳрте кӗнӗ чух пирӗн вут хутнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Атя, мунча кайса кӗртем, — терӗ анне, — Ҫемук амӑшӗ мунча хутнӑ. халӗ хӗрарӑмсем ҫӑвӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тепӗр ирхине анне мунча хутнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл кун вӗсем мунча хутнӑ пулнӑ-мӗн те, Янтул та паттӑрланса мунчана кайса ӑшӑнас терӗ.

В тот день у них как раз топилась баня, и Яндул с удовольствием решил погреться.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эпир кӑмака хутнӑ чух ниҫта кайса кӗрейми ӑшаланатчӗ тет.

Бывало, как только мать затопит печь.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сехре тухса кайсан, Кӗтерне кӑнтӑрла мӗнле те пулин сӑлтав тупса Марине патне те кӗресшӗнччӗ, анчах хӑйӗн дояркисем ӑна Марине шыва хутнӑ кантӑра кӑларма кайнӑ терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Валентинӑн тӑван ялӗнче вара кӑмакине каҫхине хутнӑ, апатне вучахра хуран ҫакса пӗҫернӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Мунча хутнӑ чухне бензин сапса пиҫсе каякан та пулнӑ.

Был и пострадавший, получивший ожоги при попутке разжечь печь бани бензином.

Мунча хутнӑ чухне бензин сапса пиҫсе кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32461.html

Кӑҫал та ҫынсем ирех тӑнӑ, вут хутнӑ, кукӑль пӗҫереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех