Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хута сăмах пирĕн базăра пур.
хута (тĕпĕ: хута) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫук, эпӗ санӑн хута кӗретӗп… ия, хута кӗретӗп.

Наоборот, заступлюсь за тебя, да, заступлюсь.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

4. Патша Эсфирь енне ылтӑн туйине тӑснӑ; Эсфирь ура ҫине тӑнӑ та патша умӗнче каланӑ: 5. патша хирӗҫ мар пулсассӑн, эпӗ патша умӗнче кӑмӑллӑ пултӑм пулсассӑн, ҫак ӗҫ патша сӑнӗ умӗнче тӳрӗ ӗҫ пулсассӑн, эпӗ унӑн куҫне килӗшетӗп пулсассӑн, Аман — Амадаф ывӑлӗ, Агаг ҫынни — пӗтӗм патша ҫӗрне салатнӑ хута, иудейсене вӗлерме хушса ҫырнӑ хута, каялла тавӑрмалла тесе ҫырса ятӑрччӗ; 6. ара, ман халӑхӑма кӗтекен инкек-синкеке мӗнле курса тӑраяс манӑн, тӑванӑмсем вилнине мӗнле чӑтса тӑраяс? тенӗ.

4. И простер царь к Есфири золотой скипетр; и поднялась Есфирь, и стала пред лицем царя, 5. и сказала: если царю благоугодно, и если я нашла благоволение пред лицем его, и справедливо дело сие пред лицем царя, и нравлюсь я очам его, то пусть было бы написано, чтобы возвращены были письма по замыслу Амана, сына Амадафа, Вугеянина, писанные им об истреблении Иудеев во всех областях царя; 6. ибо, как я могу видеть бедствие, которое постигнет народ мой, и как я могу видеть погибель родных моих?

Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Республика пурӑнмалли вырӑн тӑвассипе курӑмлӑ ҫитӗнӳ тӑвать, — терӗ М.Игнатьев. — Кашни ҫын пуҫне ӑна хута ярасси федерацин Атӑлҫи округӗнче малта пыракан регионсен йышӗнче шутланать. Раҫҫей строительство министрӗ Михаил Мень пушӑн 10-мӗшӗнче, эпӗ унпа курнӑҫнӑ чухне, ҫӗршыври ансат мар экономика лару-тӑрӑвне пӑхмасӑр Чӑваш Ен строительстви, вӑл шутра пурӑнмалли вырӑн хута ярассипе, пысӑк калӑпӑшлӑ пулнине палӑртрӗ. Нумай хутлӑ пурӑнмалли ҫуртсем хӑпартассипе пӗлтӗр ӳсӗм ҫулӗпех талпӑннӑ: строительство калӑпӑшӗ 2014 ҫултинчен 19% пысӑкрах. Ҫав вӑхӑтрах хваттер ыйтӑвне татса парас текенсен тупӑшӗ пӗчӗкленнине шута илсе уйрӑм ҫынсем валли пурӑнмалли вырӑн виҫӗмҫулхинчен 29% сахалрах тунине йышӑнатпӑр».

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Хам тахҫан эскадрон командирӗ пулни ҫинчен калакан хута упраса хӑвартӑм, лайӑх ҫынсем тупӑнчӗҫ, — пӗр сӑмахпа каласан, эпӗ чӗрех юлтӑм.

Документ о том, что я когда-то был комэском, я сумел сохранить, попались хорошие ребята, — словом, я остался жив.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Карчӑк хута алла илет, тиечука авалхи пӗр пус ҫурӑ укҫа тыттарать те кӑштӑртатса алӑк патнелле утать.

Старуха берет бумажку, подает дьячку старинные полторы копейки и семенит к алтарю.

Кӑткӑс ӗҫ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 95–99 стр.

Халӗ Феодосие кӑларса тепӗр вырӑна ҫырмалла пулчӗ… пӗтӗм хута вараларӑн.

Изволь вот теперь Федосью херить и в другое место писать… всю бумагу изгадил!

Кӑткӑс ӗҫ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 95–99 стр.

Сая янӑ хута… мур илесшӗсем!

Портили бумагу… ну их к свиньям на хутор!

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Коновалов мана, хӑранӑ чухнехи пек куҫне чарса пӑрахса, хӗрхенсе хута кӗнӗн, тутисене сиктеркелесе итлерӗ.

Коновалов слушал меня, испуганно тараща глаза, и соболезнующе чмокал губами.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Пришибеев кӑсьинчен лӑчӑрканӑ хута туртса кӑларать, куҫлӑх тӑхӑнать те вулать:

Пришибеев вынимает из кармана засаленную бумажку, надевает очки и читает:

Унтер Пришибеев // Иван Юркин. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 81–88 стр.

Шкула хута янӑ чухне И.Я.Яковлев хӑй те килсе кайнӑ, ҫуртне аван тунӑ тесе ҫирӗплетнӗ.

При вводе в эксплуатацию школы приезжал и сам И.Я. Яковлев, подтверждал, что дом ладно построен.

И.Я.Яковлев Енӗш Нӑрвашра темиҫе те пулнӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Суяҫҫӗ, халӑх юнне ӗмен, пусмӑрласа пурӑнан, теҫҫӗ, хӑвӑн хурахусемпе — работниксемпе ҫӗр-ҫӗр хута иртен-ҫӳренсене ҫаратан, лашасем вӑрлан, теҫҫӗ…

Врут, будто ты народ сосешь, насильничаешь, со своими разбойниками-работниками по ночам прохожих грабишь да коней воруешь…

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

Леш хута та куртӑм, кӑкӑр кӗсйинче чиксе ҫӳрекеннине.

Видела ту бумажку, что ты на груди носишь.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лиска вара хӑйӗн юратнӑ мелне хута ячӗ: чупса пынӑ ҫӗртенех выртрӗ те ҫурӑмӗ ҫинче йӑваланма пуҫларӗ.

Тогда Лиска применила свой излюбленный прием: с разбегу остановилась, повалилась на землю и принялась кататься на спине.

14-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тимка ҫав хута аннене кӑтартмасан мӗн пулӗ-ши?

— А что, Тимка, если я не покажу матери похоронную-то?

10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька ҫак ашшӗ вилнине пӗлтерекен хута Катеринӑна парасси ҫинчен чӗтре-чӗтре шухӑшларӗ.

Санька с содроганием представил, как он передаст похоронную Катерине.

10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ыттисем пурте ӑна хӗрхенмесӗр айӑплӗҫ, пӗри ҫеҫ уншӑн хута кӗрекен пулма пултарӗччӗ, Ольга ӑна суйласа илнӗ пулӗччӗ… вӑл йӑлтах ӑнланӗччӗ, Ольгӑран та лайӑхрах ун айӑпне ӑнланӗччӗ, ӑна хӑтарӗччӗ!

Все прочее безжалостно осудит ее, только один он мог быть ее адвокатом, его бы избрала она… он бы все понял, взвесил и лучше ее самой решил в ее пользу!

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кирлӗ-и кулленхи ӑпӑр-тапӑр хута кӗнекене кӗртме? — тейӗ вулакан.

Куҫарса пулӑш

«Ыр шухӑш яланах ҫӗнтерӗ йывӑрлӑха пӑхмасӑрах...» // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4896-%C2%AB% ... C2%BB.html

— Унтан шалпар сюртук е мӗнле те пулин пиншак тӑхӑнатӑп та, арӑма пилӗкӗнчен ыталаса, вӗҫӗ-хӗррисӗр те тӗксӗм аллея тӑрӑх шалалла кӗрсе каятпӑр; хуллен, шухӑша кайса, сӑмахсӑр е илтӗнмеллех шухӑшласа пыратпӑр, ӗмӗтленетпӗр, юн тымарӗ тапнине шутланӑ пек, телей минучӗсене шутлатпӑр; чӗре мӗнле тапнине, чарӑннине итлетпӗр; ҫутҫанталӑк хамӑр хута кӗнине шыратпӑр… вара сисмесӗрех ҫырма хӗррине… уй-хире тухатпӑр…

— Потом, надев просторный сюртук или куртку какую-нибудь, обняв жену за талью, углубиться с ней в бесконечную, темную аллею; идти тихо, задумчиво, молча или думать вслух, мечтать, считать минуты счастья, как биение пульса; слушать, как сердце бьется и замирает; искать в природе сочувствия… и незаметно выйти к речке, к полю…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ҫакӑн ҫине ҫырма юрать-им вара? — ыйтрӗ Обломов, хута ывӑтса.

— На этом разве можно писать? — спросил Обломов, бросив бумагу.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ыттисем вара пурте начальник Обломова мӗнлерех чӗнсе илессе, сиввӗн те лӑпкӑн: «Ҫав хута Архангельска эсир янӑ-и-ха?» тесе ыйтасса, Илья Ильич мӗнле сасӑпа хирӗҫ тавӑрса каласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ.

Все другие с любопытством ждали, как начальник позовет Обломова, как холодно и покойно спросит, «он ли это отослал бумагу в Архангельск», и все недоумевали, каким голосом ответит ему Илья Ильич.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех