Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хускатмасть (тĕпĕ: хускат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Председатель пӗр-пӗр сӑмах каласса кӗтрӗ пулас, анчах лешӗ, чӗлӗм туртманскер, ту ҫинелле пӑхнӑ та пуҫне те хускатмасть.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чун каниччен савӑннӑ ҫилӗ йывӑҫсем ҫине канма выртнӑ, пӗр турата та хускатмасть.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Пӗр ҫурри ман — сӳннӗ кӗл; ӑна текех нимӗн те хускатмасть ӗнтӗ.

Так что первая моя половинка — зола, пепел, ее ничто не трогает, не задевает.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫапах та ку таранччен никам та ҫавӑнта пысӑк кӗпер тӑвас тесе сӑмах хускатмасть, ӗлӗкхи пурнӑҫпа пурӑнатпӑр тейӗн.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑнланмасть мар-тӑр ватӑ ҫын, урӑхран хускатмасть ку калаҫӑва.

Куҫарса пулӑш

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Перламутр, кӗмӗл, шурӑ янтарь, мрамор, улӑпла куҫ кӗскисемпе вӗт шӑрҫа тарӑнӑшӗллӗ гобеленсем — тӗлӗнмелле пейзажсен ӳкерчӗкӗн шуранка тӗтринче; сӗтел-пукан, уйӑхлӑ каҫри сывлӑш гирляндисенчен тиркевлӗрех те чипертерехскер, вак-тӗвеклӗхе тӗсес кӑмӑла хускатмасть те.

Перламутр, серебро, белый янтарь, мрамор, гигантские зеркала и гобелены с бисерной глубиной в бледном тумане рисунка странных пейзажей; мебель, прихотливее и прелестнее воздушных гирлянд в лунную ночь, не вызывала даже желания рассмотреть подробности.

XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑраха ярасси унӑн ӑсне пачах та хускатмасть, пушшех те — арӑмне улталасси пирки шухӑшламасть те, мӗншӗн тесен татнӑ сӑмаха пурнӑҫламасан яланлӑхах намӑса кӗрсе юлать.

Медлить ему даже не приходило на ум, тем более не помышлял он обмануть жену, зная, что будет опозорен навсегда, если не выполнит поставленного ему условия.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Игнат шалт тӗлӗннӗ, — епле-ха вӑл, унӑн арӑмӗ, ҫамрӑкскер, сывлӑхлӑскер, ыйхӑри пек анчах пурӑнать, ун кӑмӑлне нимӗн те хускатмасть, чиркӗве ҫӳренисӗр пуҫне, ниҫта та каймасть, ҫынсенчен ютшӑнать.

Игната удивляло, как это она, такая молодая, здоровая, живет — точно спит, ничего не хочет, никуда, кроме церквей, не ходит, людей дичится.

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Куҫхаршине те хускатмасть.

Бывало и бровью не поведет.

24 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Паян вара — хускатмасть ку кулӑ та мана, темшӗн.

А нынче и эта улыбка меня почему-то не трогает.

16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Кунта ҫил те вӗҫсе кӗрсе вӗри сывлӑша хускатмасть.

Сюда ниоткуда не залетит ветерок и не всколыхнет горячий воздух.

X // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Канӑҫлӑ шӑплӑха нимӗн те хускатмасть.

Ничто не нарушает благостной тишины.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вал кӑшкӑрашма чарӑнсан, шӑплӑха кӑнтӑрлачченех нимен те хускатмасть, анчах кӑнтӑр ҫитсен, Варвара каллех никамран малтан мӗн те пулин юрласа яратех.

Как только стихал он, уже ничто не нарушало тишины до полудня, когда она же первая обязательно что-нибудь запевала.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Пурне те майлаштартӑм, вӑл халь сӑмах хускатмасть… тата кунтан тухса кайма… пире пӑрахма… сана ним чухлӗ те кансӗрлемест.

— Всё улажено, он не будет поднимать истории, и ничего теперь тебе не мешает уехать… бросить нас.

XXXI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Тӳпере ҫамрӑк уйӑхӑн кӑшт сенкертерех тӗслӗ ылтӑн курки чалӑшшӑн усӑнса тӑрать, ҫӑлтӑрсем мӗлтлетсе чӗтреҫҫӗ, таврара — асамлӑ шӑплӑх; ӑна таҫта аякра йытӑсем вӗрни те, ут чӗрнисем юра чаклаттарни те хускатмасть, ытларах ҫеҫ систерсе тӑрать.

В небе, налитая синим, косо стояла золотая чаша молодого месяца, дрожали звезды, зачарованная ткалась тишина, и далекий собачий лай да хрусткий чок конских копыт, не нарушая, только подчеркивали ее.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑйӗн те ҫав унӑн ҫак тискер кайӑкӑннипе пӗрешкелли сахал мар: утнӑ чух тукмак пек йӑванса утать, симӗс те кӗҫ-вӗҫ сиксе тухас пек пысӑк куҫӗсем ялан куҫ айӗн пӑхаҫҫӗ; пуҫне те пулин кашкӑр майлах лӳперрӗн пӑркалать: контузи пулнӑ мӑйне хускатмасть, ӑҫта та пулин пӑхмалла пулсан, пӗтӗм кӗлеткипе ҫаврӑнса пӑхать.

Было много в нем от звериной этой породы: в походке увалистой — шаг в шаг, в манере глядеть исподлобья зелеными зрачкастыми глазами; даже в повороте головы: никогда не вертел Митька контуженной шеей — поворачивался всем корпусом, коли надо было оглянуться.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Никам та хускатмасть вӗсене, — терӗ хыҫалта тӑракан Юргин.

— Никто их не трогает, — ответил Юргин, стоявший позади.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Кам та пулин туратсене хускатмасть пулӗ те?

— Может, кто-нибудь ветки трогает?

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ни курайманлӑх, ни кӗвӗҫӳ, ни ӑмсану хускатмасть вӑл никамра та…

Она не возбуждает ни в ком ни злобы, ни ревности, ни зависти…

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Обломов пӳрнине те хускатмасть, хӑй умӗнчи ҫивӗч те канӑҫсӑр, шавлӑ хӑнана сӑнама, итлеме пултарать.

Обломов мог слушать, смотреть, не шевеля пальцем, на что-то бойкое, движущееся и говорящее перед ним.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех